Поиск
Шырав ĕçĕ:
Савантер хӑйӗн ывӑлӗ енне ҫӗлен хӑй ҫиес тенӗ шапана пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ те ури ҫине сиксе тӑчӗ…
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Кам ку? — шартах сиксе, хӗр варт! каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те ури ҫине сиксе тӑчӗ.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вара хуллен кӑна ури ҫине тӑчӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗвел ури, ҫакна асӑрхаса, куллине никам сисмесле пытарчӗ те тӑруках тӗксӗмленчӗ, алӑк еннелле сулӑнчӗ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мӗн инкек е мӗн савӑнӑҫ палли курчӗ вӑл — ӗмӗр-ӗмӗр таҫта васкаса, ӗмӗр-ӗмӗр канӑҫ мӗнне пӗлмен хӗвел ури?
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗвел ури, хӑйӗнчен хӑранӑ таракансенчен кӑмӑллӑн кулкаласа, пӳрт пӗренисем ҫинчен путмар ҫине ӳкрӗ, тем тӗрлӗ саплӑк илемсӗрлетсе тӑракан кивӗ минтер питне хыпашлама тытӑнчӗ…
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗрене ҫурӑкӗсенчи вӑрӑм сухаллӑ таракансем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» тесе, хӗвел ҫути ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ, хӑшпӗрисем тарма хӑтланчӗҫ, анчах, хӑрушлӑх ҫуккине ӑнланса, ылтӑн туя-хӗвел ури вӗсене инкеке ҫитермессине чухласа, каллех шӑтӑк тӗпне хӗсӗнчӗҫ те лӑпланчӗҫ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чалӑшса кайнӑ хура пӳрте карӑнтӑк витӗр ылтӑн туя — хӗвел ури — кӗчӗ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ури ҫинчи пушмакне Пусмайнелле ывӑтать, Алпымакне — суллине Пӗрен-пӗрен салатать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урхамах юртать — ҫил ҫунат, Тӗнчипе те ҫук хӑват: Пуҫӗ пӗлӗте тӗкӗнмест, Ури ҫӗре перӗнмест.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унтан ури кӗлипе Тапӑрлатать лашине, Лаши вӗҫрӗ улӑхпа Ҫил ҫунатлӑ юртӑпа…
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ав тата клеткере лачакари чарлан, Илемӗ сахал ури вӑрӑмран.
IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Капралӑн — воевотӑ йыхравӗн сӑмахне Урха итлесе илчӗ ури ҫине тӑнипе.
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ал-урана, шӑм-шака Хӗртсе ярать пыл-сӑра Ӗҫкӗ хӗре пуҫласан, Ташӑ кӗвви тапратсан, Пуҫлать ташша Унерпи: Юхать, шӑвать ун ури!
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Каҫ тӗттӗмӗпе усӑ курса, виҫӗ юлташӗн ӳтне те пӗр ҫӗре, хӑй хӳтӗленӗ окопа, майласа вырттарчӗ те тӑпрапа витрӗ, вӗсен ури вӗҫне Карели шурӑ чулне лартрӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Санюка ӳплерен илсе тухса тӳшек пек ҫемҫе курӑк ҫине пырса вырттарчӗҫ, аманнӑ ури тата ҫӳлерех пултӑр тесе, ун айне курӑк ытларах хучӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Турат ҫинче тӑракан Санюкӑн ури те ыратакан пулчӗ, икӗ еннелле пӑхса куҫӗ те ывӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Акӑ унӑн ури патӗнченех пӳрне пысӑкӑш пулӑсем выля-выля иртеҫҫӗ, хӑшӗсем, асӑрхамасӑр-и, тен, ун уринех ҫапӑнаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вырӑс хӗрарӑмне те хӗненӗ пулас, хӑрах ури ҫине аран пусать, уксахласа утать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Малтанах пӗр ҫулсӑр-мӗнсӗр пычӗ: ун умӗпе е ҫӗр шапи сикрӗ, е пӗр-пӗр вӗҫен кайӑк пӗр сассӑрах ури айӗнчен вӗҫсе тухрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.