Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗмпӗртен эрнелӗхе килнӗ Кӗҫтук хӑйӗн пӳлӗмӗнче кӗнеке вуласа ларатчӗ — пӳрт умӗнчех шӑнкӑрав янранине, шӑнса хытнӑ юра ҫуна тупанӗ кӑчӑртаттарнине илтрӗ те чӳречерен пырса пӑхрӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Матви ҫавӑнтанпа час-часах пилӗк ыратнипе аптӑракан пулчӗ, йывӑр ӗҫе тек тытаймарӗ, куҫ умӗнчех начарланса пычӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫакӑ «турӑ ҫынни» кашни ҫын умӗнчех кӑшт чарӑнса тӑрать.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ун умӗнчех Нина Сарилова музыка училищинчен вӗренсе тухрӗ те Хусан консерваторине кайса кӗчӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр урамра е училищӗре пӗр-пӗр хӗрпе калаҫса пынине е юнашар тӑнине курсан, Поля урсах каять, вӑл вара упӑшкине ҫынсем умӗнчех намӑслантарма та именсе тӑмасть.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тусӗсем пырсан, Поля ҫемҫен калаҫать, упӑшкине ялан «старик» е «Лавр Кузьмич» тесе чӗнет, ҫынсем умӗнчех кӑшт ҫеҫ ун мӑйӗнчен уртӑнмасть.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Нина хваттерне ӑна Нина пур ҫинчех кӗртмерӗҫ, сӑмси умӗнчех калиткене шартлаттарса хупса хучӗҫ…
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вара тек унпа ҫур сӑмах та калаҫса тӑмарӑм, сӑмси умӗнчех алӑка шатлаттарса хупса, пӳрте кӗтӗм…
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫитменлӗхсем куҫ умӗнчех.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫапла каларӗ те, эпӗ мӗн пулнине тавҫӑрса иличчен, ман сӑмса умӗнчех гостиница алӑкне шалт! хупса, кӗрсе кайрӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пӗчӗк ҫеҫ Пӑрчкан юлхав куккук ҫине вӗлтӗртетсе вӗҫсе йӑлт-ялт! сиксе пынине эпӗ халӗ те куҫ умӗнчех куратӑп…
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кунта юн… чӗрӗ суран… куҫ умӗнчех ҫӗрекен ӳт… юнашарах вилӗм…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӗсен терчӗ паян та куҫ умӗнчех.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Эпӗ, Тимафи пичче умӗнчех выртнипе, хӗп-хӗрлӗ юнпа чӳхентӗм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫапла ҫурӑм хыҫӗнчи авӑрланӑ пӑшалпах такана кашкӑра куҫӑм умӗнчех йӑттарса ятӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫӗр куҫ умӗнчех ҫухалать вӗт, юлташсем!
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Юратӑвӑн пӗчӗк те ансӑр сукмакӗсемпе урлӑ-пирлӗ кумса ҫӳресе, вӑл пысӑк та тӳрӗ ҫула асӑрхаман, ҫав ҫул унпа юнашар, унӑн умӗнчех выртнӑ, анчах ун ҫине тухма пӗлмен.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ӗнелсем куҫӗ умӗнчех лавсем ҫинчен аннӑ арҫынсен ушкӑнӗ пысӑкланса пычӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗтерука вӑрлана хыҫҫӑн ку ҫӗнӗ хыпар пулнӑран, паян кашни ҫӑлкуҫӗ умӗнчех ҫакӑн ҫинчен калаҫаҫҫӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халь савнӑ каччине куҫ умӗнчех улталаса янине пӗлсен. упӑшки икӗ питлине пӗрремӗш хут курнӑн кичемленчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.