Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗмӗш хут ҫӳреве тухса каяс умӗн вӗсене ултҫӗр кӗренке укҫалла сутса ятӑм.Перед началом второго путешествия я продал их за шестьсот фунтов.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑш чух сутса тунӑ усламӗнчен ытла ӗҫсе пӗтернӗ.
IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Сутса ҫӳрекенсене панель ҫумӗпех ҫӳреме юрамасть, Павло вара сут тӑвать: унӑн аллинче хӑмпӑран тунӑ пӗр ҫыхӑ шарсем, вӗсем пӗтӗрсе тунӑ ҫирӗп кантраран вӗҫсе каяс пек туртӑнаҫҫӗ.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ӑна та сутса янӑ тесе калаҫаҫҫӗ, — тесе асӑрхаттарчӗ хресчен.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Васкасах калаҫса сутса илеҫҫӗ.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Йӗри-таврара виҫӗ миля ҫывӑхӗнче йӗркеллӗ ларакан пӗр пӳрт те юлман: пӗтӗмпех ишӗлнӗ, юхӑнса пынӑ, пурте хӑйсен пурлӑхӗсене сутса ӗҫсе янӑ, чухӑнланса, ҫӗтӗлсе юлнӑ; пӗтӗм тавралӑх вӑйлӑ пушар е чума хыҫҫӑн ҫаралнӑ пек ҫаралнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Питӗ хурланнӑ куншӑн тыткӑна лекнӗ мӗскӗн ҫынсем; вӗсем ҫакна пӗлсе тӑнӑ: хамӑр ҫын тӗне сутса пусмӑрҫӑсем патне ҫыпҫӑнсан, ун аллинче пурӑнма тепӗр Христос тӗнне тытман ҫын аллинче пурӑнассинчен те йывӑртарах; ку ҫапла пулса тӑнӑ та.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Негрсем ҫав тери начар пурӑннӑ, ашшӗ-амӑшӗсем тепӗр чухне, тӑрантарса усрама пултарайманнипе, хӑйсен ачисене те сутса янӑ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кусем ӗнте пӗрисем хӑйсен червонецӗпе, теприсем король хыснипе тата теприсем жидсен укҫипе, е аслашшӗсен замокӗсенчи мӗнпур пурлӑха сутса хӗҫпӑшалланнӑ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чылайӑшсен ҫийӗнчи кӗпипе шӑл хушшинчи кӗске чӗлӗмӗсӗр пуҫне нимӗн те ҫук, чылайӑшсем ҫӗтӗк ҫурӑк ҫеҫ уртса янӑ, ҫакӑ вара вӗсем е мӗнле те пулин инкекрен аран-аран хӑтӑлнине е хӑйсем ҫинчи мӗнпур япалана сутса ӗҫсе яриччен иртӗхсе ҫӳренине кӑтартса парать.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— «Юрамасть: ман кӑмӑлӗ ҫавӑн пӗк: хыврӑм тӑк, сутса ӗҫсе яратӑп».
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пасарта япала сутса ларакан хӗрарӑмсем, бурсак иртсе пынине курсанах, ӑмӑрткайӑк ами хӑйӗн чӗпписене хупӑрланӑ пек, хӑйсен кукӑлӗсене, капӑртмисене, кавӑн вӑррисене яланах аллисемпе хупӑрланӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Манах нумай шухӑшласа тӑмарӗ, качакине пӑрахса хӑварчӗ те сутса хӑваракан ҫынна шырама кайрӗ.Недолго думая монах отправился разыскивать продавца, а козу бросил.
Манахпа тӑватӑ ултавҫӑ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫавӑнпа ӑна ҫар ҫынни хӑй паллакан лавҫа сутса янӑ.
Ҫар ҫыннин лашипе ырхан ашак ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Эсӗ мана сутса ярас пулсан, тӑват-пилӗк ана ҫеҫ илме пултаратӑн, пусас пулсан та — ман аш виҫ-тӑватӑ пайсалӑх кӑна пулать.
Попугайӑн виҫӗ канашӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Инди фольклорӗнче сутӑҫӑсене питлекен халӑх сӑмахӗсем питӗ нумай: «Сутӑҫӑ хӑй тусне те ҫаратать», «Эпӗ тыр акрӑм, купца — пӳлмине тултарчӗ», «Тигра, ҫӗлене, скорпиона ӗнен, анчах сутӑҫӑ сӑмахне ӗненме юрамасть», «Сутӑҫӑ сахӑр илсе хурать, анчах хак ӳксен, арӑмне те сутса ярӗ» т. ыт. те.
Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
«Подзорная труба» тавернӑна ӑшӗ-чикки мӗнӗпех сутса янӑ, карчӑк унтан пӑрахса кайнӑ та, малтан калаҫса татӑлнӑ вырӑнта кӗтсе тӑрать.
XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пирӗн патӑрта пурӑнса ирттернӗ вӑхӑтра капитан яланах пӗртен-пӗр тумтирпе ҫӳрерӗ, алӑран сутса ҫӳрекенрен ҫеҫ вӑл темиҫе мӑшӑр чӑлха туянчӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫулталӑк хушши ӗҫлесе, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнкаласа, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрне сутса янӑ чухлӗ аран-аран укҫа пуҫтарать, ялне таврӑнсан, хӑйӗн ҫӗрне, ҫуртне каялла тӳлесе илме ӗмӗтленет вӑл.
Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.
— Ылттӑна сутса лашасем илме кам сӗннӗ?— А кто это додумался купить лошадей на конфискованное золото?
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.