Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурӑнаҫҫӗ халь ялта, пӗр карчӑкпа пӗр старик, кулянаҫҫӗ ывӑлшӗн, ӑна ачаш пӑхнишӗн.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
Пурӑнаҫҫӗ пӗр ялта карчӑкпа старик, пурнӑҫ ытла кичемрен, кирлӗ, теҫҫӗ пӗр ывӑл.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
Пурӑнаҫҫӗ кӳршӗре икӗ Кӑвак Кӑвакал: упӑшкипе арӑмӗ.
Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.
Республикӑра ҫак чаплӑ уява ҫулсерен паллӑ тӑвасси ырӑ йӑлана кӗчӗ, Чӑваш Ен ҫынсем хушшинчи туслӑ та ырӑ кӳршӗллӗ ҫыхӑнусемпе мӗн авалтан паллӑ, кунта тӗрлӗ халӑх, тӗн тата культура представителӗсем килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Олег Николаев Наврус уявӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/21/glava ... et-s-prazd
Ҫӳлте хӑйсем пурӑнаҫҫӗ, аялта землемерсем ӗҫлеҫҫӗ.
Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Манашкӑсем мӑнастирте пурӑнаҫҫӗ, — тетӗп.
Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Вӗсем пахчари пӳртре пурӑнаҫҫӗ, — терӗ карчӑк.
Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Аван пурӑнаҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Атте калашле, паян пурте «суя — ҫур пурнӑҫ» текен саккунпа пурӑнаҫҫӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Ку йытӑсем сыхлӑх камери таврашӗнче икӗ уйӑх ытла тӑранкаласа-ӑшӑнкаласа пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ула Тимӗр пӗлет: С. М. Киров ячӗллӗ поселокра унӑн темиҫе туратри тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ, анчах вӗсен урамне те, ҫуртне те ас тумасть (вӗсем патӗнче тӑван амӑшӗпе хӑй пӗрремӗш класа кайнӑ ҫул ҫеҫ пулнӑччӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Этем ӑшӗнче Турӑпа усал юнашарах пурӑнаҫҫӗ, теҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аслисем урлӑ сиксех качча тухса тарчӗ те, Ҫӗпӗрте пурӑнаҫҫӗ халь.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Ҫав арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, ун мӑшӑрӗ пӗр хӗрарӑмпа ҫыхланса кайнӑ, халӗ пӗрлех пурӑнаҫҫӗ имӗш.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
— Ман аттепе анне уйрӑм пурӑнаҫҫӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ватӑсем иккӗшех пурӑнаҫҫӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ, эпӗ те ҫаплах.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Темӗнле йывӑрлӑхра та пӗр-пӗрне манмаҫҫӗ, виҫӗ ҫул… вунӑ ҫул… ӗмӗр-ӗмӗр тап-таса чӗрепе пурӑнаҫҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Мӗншӗн пирӗн ялта хӗрсем сахалланса юлчӗҫ тетпӗр, ак ӑҫта иккен вӗсен патшалӑхӗ, ай-яй-яй, юрамасть, юрамасть ун пек, хӗрсем, сире каччӑсем куҫ пек кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, эсир пур хӑнк та тумасӑр ват ҫынсем пек пӳлӗмре пӑчӑхса ларатӑр, — чӗлхе-ҫӑвара вылянтарма пуҫларӗ пӗр каччи, таҫтан татса килнӗ чечеке сӗтел ҫинчи вазӑна вырнаҫтарса.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Колхозниксем хулари пекех чаплӑ та пысӑк ҫуртсенче пурӑнаҫҫӗ.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.