Поиск
Шырав ĕçĕ:
Параднӑй пӳлӗмсене ытла та ҫап-ҫутӑ ҫутатни тата хысна ҫурчӗсенчен нимпе те уйрӑм мар капӑрлатни малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑксене хӑюсӑрлатнӑран, Дерпт студенчӗпе темиҫе ҫӑмӑхҫахсӑр пуҫне, пурте стена ҫумне ларса тухрӗҫ, Дерпт студенчӗ вара, жилетне йӳле янӑскер, кашни пӳлӗмрех тата мӗнпур пӳлӗмсен кашни кӗтесӗнче пӗр вӑхӑтра пулма ӗлкӗрнӗн, пӳлӗмре унӑн янӑравлӑ, ырӑ, шӑплана пӗлми тенорӗ кӑна илтӗнсе тӑнӑн туйӑнчӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче эпӗ Фрейтаг манежӗнче юланутпа ҫӳрекен пӗр тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑма вилес пек юратса пӑрахрӑм, ҫавна пула кашни ытларикунпа эрнекун — вӑл утпа ҫӳренӗ кунсенче — эпӗ ӑна курма кайрӑм, анчах кашни хутрах ҫав хӗрарӑм хама курасран ҫав тери хӑраса, яланах унран аякра тӑма тӑрӑшрӑм, вӑл иртсе каяс ҫӗртен чупа-чупах тартӑм тата вӑл ман ҫинелле пӑхмассерен урӑх енне ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑтӑм, ҫакна пула эпӗ унӑн питне лайӑххӑн курма та пултараймарӑм, вӑл чӑнах та чипер е чипер мар пулнине ку таранччен те пӗлместӗп.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Этем йӑхне нумай ушкӑнсем ҫине — пуяннисемпе чухӑннисем, ыррисемпе усаллисем, ҫар ҫыннисемпе статскисем, ӑслисемпе айваннисем тата ыттисем ҫине те уйӑрма пулать, анчах кашни ҫынӑн хӑйӗн юратнӑ тӗп ушкӑн пулать, вӑл кашни ҫӗнӗ ҫыннах пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр ҫав ушкӑна кӗртет.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑс-хакӑлпа тишкӗрес, юратас, илеме хаклас пултарулӑх тӗрлӗ ҫыннӑн тӗрлӗ аталаннӑ, ҫапах та ҫынсен кашни ушкӑнӗн е кашни ҫемьен унашкал пултарулӑх хӑйне расна уйрӑм шая ҫити аталанать, эпӗ вӑл пултарулӑха ӑнлану тесе калам.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир сӳпӗлтетнӗ вӑхӑтра Любочка алӑк патне темиҫе хут та килсе кайрӗ ӗнтӗ, кашни килмессеренех: «Сирӗн пата кӗме юрать-и?» тесе ыйтрӗ, анчах атте ӑна кашни хутрах алӑк витӗр ҫапла кӑшкӑрчӗ:
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах нимрен ытла ҫак уйрӑмлӑх вӗсем виҫҫӗшӗ те вырӑсла та, французла та питӗ лайӑх калаҫнинче, кашни саспаллие уҫӑмлӑн каланинче, кашни сӑмахпа предложение педант тӑрӑшулӑхӗпе вӗҫне ҫитернинче палӑрать.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кашни ҫулҫӑ, курӑкӑн кашни туни хӑйне уйрӑммӑн, тулӑх та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑн туйӑнать.Казалось, каждый лист, каждая травка жили своей отдельной, полной и счастливой жизнью.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кирек епле пулсан та кашни вырсарникун чиркӗве ҫӳретӗп, унтан пӗр сехет хушши евангели вулатӑп, кунсӑр пуҫне хам университета кӗрсен кашни уйӑхра иленекен шурӑ тӗслинчен епле пулсан та иккӗ ҫурӑ (вуннӑмӗш пайне) чухӑнсене паратӑп тата ҫакна никам пӗлмелле мар тӑватӑп: ыйткалакансене мар, никам пӗлмен чухӑн ҫынсене, пӗр-пӗр тӑлӑха е карчӑка шыраса тупатӑп та паратӑп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах та хам тупнӑ философилле пӗлӳсем ман мӑнкӑмӑллӑ чӗрене ҫав тери хӗпӗртеттерчӗҫ: эпӗ час-часах хама пӗтӗм этемлӗхшӗн усӑллӑ ҫӗнӗ чӑнлӑхсем тупма пултаракан чаплӑ ҫын тесе шутларӑм, хама пысӑка хурса, нимӗнпе те палӑрман ытти ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӑм; анчах, тӗлӗнмелле, ҫав ҫынсемпе пӗрле чухне эпӗ кашнинченех иментӗм, шухӑшӑмпа хама мӗн чухлӗ ытларах ҫӳле хутӑм, хам ыттисенчен аванраххине палӑртма ҫаван чухлӗ сахалтарах пултартӑм ҫеҫ мар, кашни ансат сӑмахӑмпа хусканушӑн именме те парахаймарӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепрехинче, вилӗм мана кашни сехетре, кашни минутра кӗтнине сасартӑк аса илтӗм те, паянхи кун ырлӑхӗпе усӑ куракан тата малашнехи ҫинчен шутламан этем кӑна телейлӗ пулма пултарать, текен шухӑш патне пырса тухрӑм, ҫакна ҫынсем епле халиччен те ӑнланманнине ниепле тавҫӑраймарӑм, — вара ҫав шухӑша пула, виҫӗ кун хушши уроксене вӗренмерӗм, юлашки укҫапа туяннӑ мӗнле те пулин романа вырӑн ҫинче выртса вуланипе тата ҫӑка хӑвӑлӗн пылӗпе пӗҫернӗ пӗремӗксем ҫисе реххетлентӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана унӑн кашни хусканӑвӗнче, ҫурӑмӗн кашни кукӑрӗнче хӑйне намӑслантарса ҫаптарнинчен тӑрса юлнӑ иккӗлентерми йӗрсене курнӑн туйӑнать…
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳрече умӗнчех ҫул, ун ҫинчи кашни лакӑма, кашни чул муклашкине, уралан кашни-йӗрне тахҫантанпах пӗлсе тӑратӑп, кӑмӑллатӑп та; ҫул леш енче — касса тикӗсленӗ ҫӑка аллейи, ун витӗр тӗллӗн-тӗллӗн ҫатан карта курӑнать, аллея урлӑ пӑхсан — улӑх, унӑн пӗр енче йӗтем, ӑна хирӗҫ вӑрман; вӑрман ӑшнерех хуралҫӑ пӳрчӗ ларать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗрӗссипе каласан, кашни ишӗлчӗк патӗнче, ҫуртсем ҫинче, ҫырса хунӑ асӑну хӑмисем пур: вӗсем пурте 1941-мӗш ҫулхи июнь уйӑхӗн 22-мӗш кунӗнчен пуҫласа кашни кун мӗн пулса иртни ҫинчен каласа параҫҫӗ.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Сӑмахӗ унӑн кӑткӑс, марччӗ, кашни сӑмахнех ӑнланмаллаччӗ, кашни сӑмахӗнчех пысӑк шанчӑк пурччӗ:Речь была простая, и каждое слово в ней было понятно, каждое слово исполнено надежды:
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Партин XVII съезчӗ уҫӑлсан, Николай Иванович кашни доклада, кашни выступление хӑйне каланӑ сӑмах пек йышӑнатчӗ.
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах халӗ хама хам лӑпланса пыни ҫинче, кашнине малтанхинчен тимсӗртерех сӑнани, кашни ҫинчен уйрӑммӑн сахалтарах шухӑшлани ҫинче тытма пуҫларӑм.
48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кунта кашни сӑмахӗ тӗрӗс пулнӑ, кашни сӑмахӗ пӑшӑрхантарнӑ та ҫӗнӗрен шухӑшлаттарнӑ.Тут каждое слово было верно, каждое слово тревожило и заставляло заново думать.
48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Учитель, воспитатель кашни ача пирки кунӗ-кунӗпе шухӑшлать, кашнин чӗрине уҫмалли майсем шырать, тепӗр чух ӑна тупма хӑтланса нумай вӑхӑт асапланать вӑл.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Халӗ ӗнтӗ тавҫӑрса илӗр: пурӗ хӗрӗх чӳрече пулсан, кашни чӳречи икӗ метр ҫӳлӗш, сарлакӑшӗ — пӗр метр пулсан, кашни тӑваткал метра ҫунӑшӑн пилӗк пус илеҫҫӗ пулсан, ӗҫленӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл Кавказра кашни сӑрта, кашни сукмака пӗлнӗ, Тянь-Шаньре, Алтайра пулнӑ, Вяткӑпа Юрезань, Уфапа Белая шывӗсем тӑрӑх ишнӗ — хӑш ҫӗрте кимӗпе, хӑш ҫӗрте сулӑсем ҫинче.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.