Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑла сăмах пирĕн базăра пур.
йӑла (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӑл йӑла ҫинчен нумайӑшӗ илтнӗ-ши ялта, Мултиер пичче?»

— А об этом обычае в деревне многие знают, дядя Мульдиер?

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑнах пур-ши ун пек йӑла

Неужто вправду есть такой обычай?

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн пӗлет вӑл йӑла ҫинчен Салакайӑк?

Что знает он, Салагаик, об этом обычае?

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл йӑла тӗне хирӗҫле япала пулсан?

Вдруг это против бога, против обычаев?

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӑла мар, йӑлӑ темелле-мӗн те ӑна.

Да и не привычкой даже.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑра тума Чӑлах Эрнюка виҫӗм кунах каласа хунӑ пулин те, «йӑла тӑрӑх», кашни килтен «сӑра тумалли» пуҫтарса ҫӳреҫҫӗ.

О пиве еще три дня тому назад позаботился Эрнюк, но «по обычаю» сейчас из дома в дом ходят люди — собирают для пива все надобности.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ара-а-а, уншӑн ма ҫилленес, вӑл халь тин тухнӑ йӑла мар, ӑна ваттисем ҫапла хушса хӑварнӑ.

— Зачем сердиться, это не нами придумано, старики нам заказывали этот обычай.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Парас, парас, ачасем, уншӑн чухӑна юлас ҫук, вӑл авалхи йӑла, пиртен тухнӑ йӑла мар», — тесе карчӑк нӳхреп лаҫҫине кӗрсе кайрӗ, ачасене икӗ ҫӑмарта, ҫур услам ҫу, пӗр ывӑс пӑри кӗрпи илсе тухса пачӗ.

— Дать, дать надо, ребятки, от этого не обеднеем, обычай этот не от нас, издревле идет, отчего ж не почтить, — приговаривает старушка и выносит из погребницы два яйца, половину головки масла, горсть полбенной крупы — для жертвенной каши.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑмах вал хытӑ — Улӑштарма памасть йӑла.

Помоги переводом

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӳрентерсен, — чун ан тӗллентӗр, — Йӑла пур тавӑрма — дуэль.

Помоги переводом

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗре сыхлаҫҫӗ харӑс: ӑн, Хӑй тивӗҫӗ, йӑла, хӗр ячӗ, Ун кӑмӑллӑхӗ те сӑпачӗ.

Помоги переводом

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑрать унтан та ҫӳлерех Йӑла, ӑру тымарӗ, мӑнлӑх.

Помоги переводом

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Уяррӑн Ҫуралнӑ ӗмӗт ҫитнӗччӗ, Ҫунатлӑ шанчӑк витнӗччӗ, Анчах та хуҫрӗ кӑмӑла Киревсӗр, юрӑхсӑр йӑла.

Помоги переводом

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут шутлать: «Мӗнле йӑла Хуплать мана, мӗнрен кая эп, Мӗнле сӑлтав, ӑҫта ман айӑп, Эп мӗншӗн юлнӑ аяла?»

Помоги переводом

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут тухман чун ӑшӑнмасӑр Хӗр патӗнчен, анчах каҫма Хӑйман йӑла сӑмахӗ урлӑ: Хӗлле шутланӑ ҫураҫма.

Помоги переводом

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла, этем вӑл хӑйшӗн хӑй Йӑла тӑвать, йӗрке ҫырать.

Помоги переводом

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Туйни — телейӗн шӑнкӑравӗ, Иккӗленмесӗр пыр илтсен, Йӑла, йӗрке — вӑл никӗс; унсӑр Пымасть-тӗр пурӑнӑҫ ӑнса.

Помоги переводом

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йӑла картланине, тен, сирӗҫ?

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫак ыр йӑла вал — авалхи.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Пирӗн йӑла тӑрӑх, ҫула каякан ҫыннӑн кӗсйи пушӑ пулмалла мар хӗрӗм.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней