Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ирхине ирех ҫӗр улми пӗҫерни, йӗлтӗр ҫине тӑрса, шурӑ уй урлӑ пӑлан пек вӗҫтернисем.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ирхине ирех вӑл хӑйӗн ачисемпе кӳршӗ ани ҫине ҫум ҫумлама каймаллаччӗ.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫамрӑксенӗн мӗн сокӑш: Эпир паян той ачи, — Ыран ирех ӗҫ ачи, — тесе такмаклаҫҫӗ вӗсем.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗтмен ҫӗртен ывӑлӗ таврӑнни Яриле старике ҫӗнӗ вӑй пачӗ темелле, вӑл тепӗр кун ирхине ирех, ҫын пичӗ палӑрма пуҫличченех, вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӑрать ҫурӑмпуҫӗпе, Ирех хире вӑл тухать.
Силпире // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ирех тӑрса тумланса Сентти тухрӗ выляма.
Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ирех хырӑм тӑрантса Кайрӗ хире Тӑхтаман.
Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ыран ирех тӑмалла, Хӗртен арӑм тумалла.
Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ҫӗнӗ кӗпе-йӗмпеле Тухрӗҫ вӗсем урама, Тухрӗҫ вӗсем ерипе, Утрӗҫ ирех туй курма.
Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Куллен ирех ҫавӑнта Сетнер Нарспие кӗтет.
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Паян ирех вӑраннӑ халӑх.
XXXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Хуҫа ҫитеймӗ те пӑши — Тухса вӑл ыткӑнчӗ ирех.
XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ирех пуҫланчӗ ҫапӑҫу.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кавруҫ ирех ҫитме васкать, — Хӑй ушкӑнне канма памарӗ, — Утне васкатрӗ, хаваларӗ — Чарусӑр ҫилхине ласкать.
XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ишут киленнӗ: «Ӗмӗтри Пулать-ха; килчӗҫӗ чӗнмесӗр», — Лӑк тулнӑ халӑхпа ҫурт умӗ: Ирпе ирех пырса кӗрр! ларнӑ.
XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Уяр кун килнӗ аслати пек Ирех пит ахӑрчӗ хыпар.
VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Атӑлкассисем хирте ирхине ирех пур ҫӗрте те комсомолецсем кӑларнӑ «Боевой листоксене» вуларӗҫ.
XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ашшӗ ывӑлне илме ирех тухса вӗҫтерчӗ, Кӗтерне шутланӑ тӑрӑх, вӗсем ӗнтӗ халиччен яла та ҫитмелле пек.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Галимджана кӑҫалхи Акатуй тата интереслӑрах пулассӑн туйӑнать-ха, мӗншӗн тесен халӑх ирех калама ҫук нумай пуҫтарӑннӑ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.