Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав минутра ман чӗрене хӑраса сехӗрленнин сивӗ туйӑмӗ мӗн тери вӑйлӑ ярса илнине калама пултараймастӑп.Не могу выразить чувства холодного ужаса, охватившего мою душу в эту минуту.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ачасене валли выляса илнине ҫеҫ мар, каҫарсам мана, санӑн мӗнпур пурлӑху пулмасса кӗтме те хӑнӑхнӑ эпӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗлӗрсе тӗтреленнӗ куҫсемпе эпӗ унӑн пичӗ ҫине тинкерсе пӑхатӑп, сасартӑк вӑл пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленет — унӑн пичӗ пӗчӗк: тӳмерен те пысӑк мар ӗнтӗ; анчах вӑл мана ҫав-ҫавах уҫӑмлӑн курӑнать: вӑл ман ҫине пӑхса илнине те, йӑл кулнине те куратӑп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак хыпара илтсен, ку уншӑн кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пек, анне шарт сиксе илнине тата шурса кайнине эпӗ лайӑхах асӑрхарӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ мана пӗлме юраманнине вуласа илнине асӑрхаса пулас, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те атте, хуллен тӗртсе, сӗтелрен аяккарах пӑрӑнма хушрӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗттӗмлӗхпе тӗтре хупӑрласа илнине пула нимӗн те курӑнмасть.Не видно было ни зги, только рокот реки да крики сов доносились сквозь тьму и туман.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑй мӗн ӗҫлесе илнине пӗтӗмпех вӑл унталла-кунталла валеҫнӗ, хӑшӗсене кивҫен, хӑшӗсене ахалех панӑ, тусӗсене вара ним хӗрхенмесӗр хӑналантарнӑ.Весь свой заработок он раздавал в долг приятелям или тратил на компанию.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӗркаҫа пирвайхи хут вӑл хӑй шӑннине туйрӗ; сивӗ унӑн опанкӑри пӳрнисене хӗстернине, ҫурӑм тӑрӑх аялалла пыйтӑ чупса аннӑ пек, хулпуҫҫисене пӑрлӑ алӑпа пӑчӑртанине, пилӗке сарӑлнине, пӗҫӗсенчен ярса илнине туйрӗ вӑл.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Брика ҫӳҫӗ Вук питҫӑмартине сӗртӗнчӗ, вӑл аллине Бранка чӗркуҫҫи ҫине хучӗ те чӗркуҫҫи епле чӗтре-чӗтре илнине туйрӗ.Волосы Бранки касались щеки Вука, и, опершись рукою о ее колено, он чувствовал, как дрожит ее нога.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пирӗн боеприпассем ҫук, кӗрт тарӑн, анчах эсӗ пире четниксен йӑвине, тӑшман тылне, ҫитменнине тата тӳремлӗхе кайтарасшӑн, — терӗ те Гвозден шӑппӑн, хӑйӗн сӑмахӗсене мӗнле кӗтсе илнине пӗлесшӗн пулнӑ пек, Павӑл ҫине тимлӗн пӑхрӗ.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл апла тунипе Жиренше шухӑшӗсене туйса илнине каласшӑн пулнӑ.Она хотела этим сказать, что чувства юноши не укрылись от её взора.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
— Тыткӑна илнине!
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Виле горбушӑна аҫисем хупӑрласа илнине куртӑм.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Пуринчен те ытларах тата Николай Иванович ӑна качча мӗншӗн илнине ӑнланма ҫукчӗ.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫынна картла выляса илнине эсӗ саккунлӑ тесе шутланӑ пек пулса тухнӑ.Как будто ты признаешь, что и в самом деле это законно — то, что он выиграл человека.
51 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Соня хыҫалтан пӑртакках тӗрткелесе илнине пула ӗнтӗ, пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ ларчех вӑл.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Акӑ, пӗтӗм ачасен пухӑвӗнче Семен Антонович кашни ача ҫула тухсан укҫа мӗн чухлӗ илнине уйрӑм хут ҫине ҫырса парасси ҫинчен каларӗ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ҫапах та, тен, хӑшӗсем мӗн чухлӗ илнине маннӑ, пӑтраштарма пултараҫҫӗ?
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унтан, ҫурт кӗтессинчен, виҫҫӗмӗш отрядри темиҫе ача ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, хыпкаланса, кӑчӑк туртса пӑха-пӑха илнине асӑрхарӑм эпӗ.откуда нетерпеливо выглядывали, кивая и призывно жестикулируя, несколько ребят из третьего отряда.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав кӗлетке Король пулнине Костик аякранах епле майпа уйӑрса илнине ӑнланма ҫук, анчах вӑл ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗлетке патне ыткӑнса пырать те, ҫаплах кӑшкӑрса унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкет.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.