Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗри ыратса кайрӗ-ши Ежеметьевӑн — вӑл кӑкӑрне канӑҫсӑррӑн хыпашласа илчӗ:
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Мӗнле тӳсет халь Глафира чӗри хӑш-пӗрисен тӗрӗс мар сӑмахне пула?..
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Час-часрах чирлекелеме пуҫларӗ юлашки вӑхӑтра — чӗри аптратать пулмалла.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Изамбаев вӗсен сассине илтсен кӑрт! сикет, чӗри сӑрӑлтатать, хӗсӗнет.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Чӗри ыратать хӑйӗн, ӑшӗ вӑркать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Тарасӑн чӗри кӑртлатсах сикме тытӑнчӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Мӗншӗн тесен вӑл усалран тасалма тӑрӑшакан ҫын, ун пек ҫынсен чӗри яланах тасалӑха туртӑнать.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Хайхискер тахҫанхине аса илчӗ те, чӗри унӑн тапхӑр-тапхӑр кӑвар пек тӗлкӗше-тӗлкӗше хӗсӗнчӗ: туя ҫине уртӑнса хуллен кӑштӑртатса утакан карчӑксемпе мучисем тӗлӗнчен вӑл кашнинчех тусан кӑна вӗҫтерсе иртнӗ, кама та пулин вутӑ е кирпӗч тиесе килсе парса хулӑмрах укҫа сӑптӑрма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑн пеккишӗн хӑйне тӳрре кӑларма ҫӗршер сӑлтав шыра-шыра тупнӑ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ачисен кӑна курса чӗри ҫурӑлать.
Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336
— Алюн! — чӗри ҫурӑласла кӑшкӑрса ячӗ вӑл.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Алюновӑн кӑкӑрӗнче, чӗри тӗлӗнче — кӑвак ҫӗмрен.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тем усал ӗҫ пулса тухнине сисрӗ хӗр чӗри, анчах мӗн иккенне уйӑрса илеймерӗ.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапах та чӗри тапми пуличчен «тӑшмансем» сӑмаха йӑлтах калайманшӑн хӑйне хӑй ӳпкелеме ӗлкӗрчӗ вӑл…
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫук, юрласси те килмерӗ, чӗри тем инкеке сиссе пӑчӑртанчӗ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эсӗ вара… шывӑн турачӗ ҫук, вӑйпутӑн — чӗри ҫук тесе ахальтен каламан ҫав…
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ара, аслаттейсемех каланӑ-иҫ: шывӑн турӑчӗ ҫук, вӑйпутӑн чӗри ҫук.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хайхискерӗн чӗри сиксе тапа пуҫларӗ, хӑй те сисмерӗ, кӑкӑрӗнчен унӑн тискер шухӑш, курайманлӑх ҫурала пуҫларӗ.
Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл хӑйӗн чӗри ыратнине ирттерсе ярассишӗн тата кӗпӗрнатора юрассишӗн Килтеше те, ытти ялсене те ҫунтарса яма хатӗр, и-и, темиҫе яла кӑна-и, вӑл кашни тӗл пулакан ҫынна халӗ шалча ҫине лартма хаваспах хатӗр.
Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл хӑй ҫаплипех, тискер тӑшманне тавӑрмасӑрах, вилессине ӑнланса илчӗ те чӗри ҫурӑлса тухас пек хӑраса кайрӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Халӗ акӑ куҫӗ те чӗри майлӑ иккен.
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.