Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вуннӑран пиллӗк юлчӗ, пиллӗкрен — икӗ мӑшӑр та пӗр хӑрах.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑшӗсем пӗр-пӗрне пуҫ урлӑ ывӑтаҫҫӗ, теприсем, кустӑрма пек пӗтӗрӗнме пуҫлаҫҫӗ — пӗрре — пӗри, тепре тепри ҫиеле тухаҫҫӗ, йӑвалансан-йӑвалансан вара иккӗшӗнчен пӗри ҫиеле тухать, хӑй ҫӗнтернине пӗлтерсе, хӑрах аллине ҫӳлелле ҫӗклет.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑрах алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулать.
Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Антун, хӑрах аллине ҫаплах мӑйракаран вӗҫертмесӗр, така ҫинчен анчӗ, шӗвӗр пӳрнипе карттус хыҫӗнчен кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ (мур илесшӗ, хӑй сисмесӗрех алӑ ҫавӑнта пырать-ҫке!), унтан пурин ҫине те пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Акӑ мӗн, ачасем. Качакасем йывӑҫ тунисене кӑшланӑшӑн эпир пурте айӑплӑ. Кӑвайт патӗнче айланса, эпир вӗсем пирки мансах кайнӑ. Ҫавӑнпа та кун ҫинчен никама та пӗлтерес мар. Юрать-и? — тесе ыйтрӗ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сад енне пӗр чӳрече, картишӗн хӑрах енне икӗ чӳрече кастарнӑ, тепӗр енне крыльца тухать.
Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хуҫи, ҫил вӗҫтерсе каясран, хӑрах аллипе хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне ҫулса тытнӑ, тепринпе мӑрье ҫине таяннӑ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пахча вырӑнӗн хӑрах енӗпе, Палас ҫыранӗ хӗррипе, йӑмра кашласа ӳсет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӳрт хыҫӗнче кивӗ улӑм витнӗ пӗчӗк кӑна вите, алӑкӗ хӑрах тӑпси ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫатан сарай.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тен, ман хӑрах пӳрнене касса татма ӗлкӗрӗн.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Вӑл хӑйӗнпе юнашар ларакан Нургалие хӑрах алпа ыталаса илчӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑрах куҫпа та пулин пӑхса илесчӗ ун ҫине.
10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫатан урапа тайӑлнинчен сисрӗ Иливан — кайри хӑрах кустӑрма тухса ӳкнӗ.
8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑрах алли ҫӗрелле усӑнса тӑрать.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эс — суеҫӗ, капӑрчӑк ҫын, — турхан ҫине хӑрах куҫне хӗссе пӑхрӗ мӑнтӑр ҫын.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑрах алӑпа хӗҫ-пӑшал тытса, тепринпе ишсе ҫырма урлӑ каҫрӗҫ те ҫыран ик енне те нумай ҫын пӑрахса хӑварса путлӑхлӑ вырӑнсемпе вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Шигалей чӑтаймасӑр кӗрӗк тӳмине вӗҫертрӗ те хӑрах аллине хӗвне чиксе ячӗ, кӑкӑрне хыттӑн шаккаса кӑтартрӗ.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан хӑйӗн йӑпӑлти арӑмне хӑрах алӑпа ҫупӑрласа илчӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эсир йӑнӑшни пирӗнне ак ҫакӑнта купаланать, — Сафа-Гирей хӑрах аллипе ӗнсине лӑп-лӑп сапса кӑтартрӗ, Ибрагима малалла калама хушрӗ.
6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗҫленӗ хушӑра мӑкӑртаткаласа илчӗҫ, хӑрах куҫпала та пулин вӑрман еннелле пӑхрӗҫ.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑрах куҫпа пӑхсах выртать хура сухал.
1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.