Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урамсем улаланчӗҫ, чӗрӗлчӗҫ, пӗр сӑмахпа каласан, йӑлтах урӑх тӗс илчӗҫ.Улицы запестрели, оживились — словом, приняли совершенно другой вид.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Чи ирхи вӑхӑтран пуҫлӑпӑр: мӗнпур Петербурга тин ҫеҫ пӗҫерсе кӑларнӑ вӗри ҫӑкӑр шӑрши сарӑлать, урамсем чиркӗве е ҫынсен хуйхине час туякан иртен-ҫӳренсем патне каякан ватӑ карчӑксемпе, ҫӗтӗк платье е салоп тӑхӑннӑскерсемпе, тулнӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Федя ҫак ешӗл урамсем тӑрӑх ӗҫ ҫук енне нумайччен ҫӳрерӗ; чӳречесем пӗрин хыҫҫӑн тепри уҫӑлнине курсан: «ҫак чӳречесенчен пӗри Катя хваттерӗн чӳречи пулӗ-ха, хӑшӗ иккенне пӗлсен — кӗнӗ те пулӑттӑм…» — тесе шухӑшларӗ вӑл.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Малтан эпир чул сарман урамсем тӑрӑх шавлӑн калаҫса пытӑмӑр, унта хӳмесем ҫине сирень йывӑҫ турачӗсем усӑна-усӑна аннӑ сирень леш енче хура кантӑклӑ пӗчӗк ҫуртсем курӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Урамсем тӑрӑх шыв юха пуҫланӑ, ҫырмасем кӗрлеме тытӑннӑ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Чул сарман урамсем хӗресленнӗ ҫӗре ҫитрӗҫ те Слава: — Халь ӑҫта переҫҫӗ? Ӑҫталла кайӑпӑр? — тесе ыйтрӗ.Слава остановился на перекрестке немощеных улиц и спросил: — Где ж теперь стреляют? Куда идти?
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Трамвай шӑнкӑравӗсем сайралчӗҫ, урамсем пушанса юлчӗҫ, магазин витринисем сӳнчӗҫ, асфальт ҫинче каярах юлнӑ ҫынсен туфлийӗсем кӑна васкаса ҫатлатрӗҫ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Урамсем хаваслӑ тӗркӗшӳпе тулса ларнӑ, ӑҫта ҫитнӗ унта хӗрлӗ ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ, сывлӑшра — савӑнӑҫ кӗрлевӗпе пысӑк уяв умӗн пулакан тутлӑ та сӗтеклӗ шӑршӑ.
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Нумай саслӑ шав, йышлӑ халӑхпа тулнӑ ирӗккӗн сывлакан урамсем ӑна кашнинчех темӗнле уҫӑлтарса, ҫӗклентерсе яраҫҫӗ.Многоголосый шум, здоровое дыхание многолюдных улиц освежающе действовали на него.
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫул ҫӳресе начарланнӑ, типшӗмкке Дон урхамахӗсем ҫине утланнӑ анатри казаксем урамсем тӑрӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр вӗркӗшсе ҫӳрерӗҫ.По улицам разъезжали на поджарых, истощенных переходом дончаках низовские казаки.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урамсем, лаша ҫурӑмӗсем, извозчиксен ҫӗлӗкӗсем — пурте шуралчӗҫ.Снег красил в белое мостовую, лошадиные спины, шапки извозчиков.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ҫумӑр сасартӑк чарӑнчӗ, вӑл ҫуса тасатнӑ урамсем шыв ҫинче хӑйсен ҫутисене йӑлтӑртаттарчӗҫ.Дождь внезапно стих, умытые улицы струили в отражении свои огни.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӑх урамсем тӑрӑх тӗлсӗррӗн вӗткеленсе чупма тытӑннӑ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урамсем тӑрӑх хӗрлӗармеецсем вӗркӗшсе чупаҫҫӗ; вӗсем енчен тӗлли-паллисӗр ҫухӑрашнӑ, хаяррӑн кӑшкӑрса команда панӑ, урӑм-сурӑм перкелешнӗ сасӑсем илтӗнсе килеҫҫӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Таҫта перкелешеҫҫӗ, урамсем пушӑ, пурте яланхилле те кичем.Где-то стреляли, улицы были пусты, все было обыденно и скучно.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл, пӗшкӗне-пӗшкӗне, ним сывлӑш ҫавӑрмасӑр, хӗреслӗ урамсем урлӑ чупа-чупа каҫрӗ.Он, пригибаясь, перебегал перекрестки, ни разу не передохнул.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫынсем хыпӑнчӑклӑн вӗркӗшсе чупкалаҫҫӗ, юланутлӑ хыпарҫӑсем килсе тӑраҫҫӗ, урамсем ҫынсем пӑч-пач кӑна курӑнкаланипе чуна хускатаҫҫӗ.Люди потревоженно бегали, подъезжали верховые нарочные, улицы поражали малолюдьем.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Майданников Семен Гаврилов урамсем тӑрӑх влаҫа хирӗҫ сӑмахсем кӑшкӑрса пакунсемпе ҫӳренӗ.Майданников Семен Гаврилов Надевал погоны, орал по улицам против власти.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урамсем тӑрӑх юланутсем тӑпӑртаттарса иртсе кайрӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хутортан сӑрт тӗмески патнелле ҫынсем питӗ сайра курӑнкалакан урамсем тӑсӑлаҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.