Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Гек (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гек — Юнлӑ алӑ — ку ӗнтӗ чи юрӑхлӑ юлташ.

Гек — Кровавая Рука — тоже мог пригодиться.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вӑл Гек Финна тӗл пулчӗ.

Случайно ему попался навстречу Гек Финн.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том тӳссе тӑрайманнипе сӗм ҫӗрле защитник килне чупса кайса, питӗ хытӑ тупа тунипе ҫыхса хунӑ чӗлхе-ҫӑварне уҫса, ҫав хӑрушӑ ӗҫ ҫинчен каласа кӑтартсанах, Гек этем йӑхне пӗтӗмпех шанма пӑрахнӑ теме пулать.

После того как муки совести привели Тома вечером на квартиру адвоката и вырвали из его уст рассказ об ужасной тайне, хотя на них лежала печать самой мрачной и устрашающей клятвы, вера Гека в человечество сильно пошатнулась.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Метис тарнӑ пирки Гек хӑй суд умне тухса калас нушаран хӑтӑлнӑ пулсан та, ҫапах вӑл хӑй ҫав ӗҫе хутшӑнни палӑрассинчен шутсӑр хӑрарӗ.

И Гек ужасно боялся, как бы не вышло наружу его участие в деле, хотя побег индейца Джо избавил его от мучительной обязанности выступать на суде.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗскӗн Гек та ҫавӑн пекех пӑшӑрханса, хӑраса пурӑнчӗ, мӗншӗн тесен суд ыран пулать тенӗ чухне Том пӗтӗм историе Поттерӑн защитникне каласа кӑтартнӑ.

Несчастный Гек был тоже едва жив от страха, потому что Том вечером, накануне того дня, когда он дал показания, рассказал всю историю адвокату.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек та ҫавнашкалах пулчӗ.

Гек переживал то же самое.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том аяккалла ҫаврӑнса тӑмарӗ, Гек та аяккалла ҫаврӑнмарӗ…

Только Гек не бросил, и Том не бросил.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мӗн сӑмахлаҫҫӗ-ха, Гек, тӗрлӗрен историсем ҫинчен ҫав тери нумай илтрӗм.

— А что теперь говорят, Гек, я много разного слышу.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек… сана никам та ирӗксӗр каласа кӑтарттарма пултараймасть-и? — терӗ.

— Гек, ведь тебя никто не заставит проговориться?

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек, эсӗ ҫавӑн ҫинчен кама та пулин каланӑ-и?

— Гек, ты кому-нибудь говорил?

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫитменнине, унӑн Гек лӑпӑртатса кӑтартман-ши тесе ыйтса пелес килчӗ.

Кроме того, ему хотелось проверить, не проболтался ли кому-нибудь Гек.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ арҫын ачана ачашлама тытӑнчӗ, ҫавӑнпа Гек пушшех вӑтанса кайрӗ.

И если от чего-нибудь Гек мог сконфузиться еще сильнее, чем до сих пор, то единственно от ласкового внимания тети Полли, которое она начала ему расточать.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗскӗн Гек хӑйне ҫавӑн чухлӗ ҫын чалӑшшӑн пӑхнинчен ниҫта кайса кӗме пӗлмерӗ, нимӗн тума аптраса, вӑтанса тӑчӗ.

А бедный Гек стоял совсем растерявшись и чувствовал себя очень неловко, не зная, что делать и куда деваться от неприязненных взглядов.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том малта пырать, ун хыҫҫӑн — Джо, чи хыҫалта усӑна пыракан ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ Гек хӑракаласа утать.

Том шел впереди, за ним Джо, а сзади всех, видимо робея, плелся оборванец Гек, весь в лохмотьях.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйне валли чӗлӗмне тултарчӗ, вӗсем валли те тултарас тесен, Томпа Джо харӑсах: — Кирлӗ мар, пирӗн паян ӑшчикре аванах мар, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух тем лайӑх мар япала ҫирӗмӗр пулмалла, — терӗҫ.

Они совсем присмирели, и, когда Гек набил себе после ужина трубку и собирался набить и для них, они сказали, что не надо, они что-то неважно себя чувствуют, — должно быть, съели за обедом что-нибудь лишнее.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек каллех вырӑнне ларчӗ те пӗр сехете яхӑн кӗтрӗ.

Гек опять уселся и поджидал их около часа.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫук, Гек, эсӗ пирӗн хыҫҫӑн ан пыр, эпир хамӑрах тупатпӑр, — терӗ.

Нет, ты с нами не ходи, Гек, мы и без тебя найдем.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Акӑ вӑт, Гек астӑвать.

— Вот и Гек тоже помнит.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ия, астӑватӑп, — терӗ Гек.

— Ну да, еще бы, — сказал Гек.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ астӑватан-и, Гек, эпӗ мӗн каланине?

Ты ведь помнишь, Гек, я это говорил?

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней