Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Килте сăмах пирĕн базăра пур.
Килте (тĕпĕ: килте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем эпӗ килте ҫуккине асӑрхиччен аякка тарса ӗлкӗрме ҫук-ҫке, — темӗн те сиксе тухма пултарать…

Разве успеешь убежать далеко, пока они тебя хватятся, — мало ли что может случиться!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Атте килте ларми пулчӗ: тухса каять те мана питӗрсе хӑварать.

И дома отцу больше не сиделось: уедет, бывало, а меня запрет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ку килте Сапаней ятлӑ ҫын пурӑннӑ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Еленӑн ашшӗ-амӑшӗпе килте сывпуллашмалла, ҫула — Инсаров хваттерӗнчен тухса каймалла.

Положено было, чтобы Елена простилась с родителями дома, а пустилась бы в путь с квартиры Инсарова.

XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл килте ларнӑ вӑхӑтра Анна Васильевна Еленӑна тӗл пулаймарӗ, хӑйне чӗререн тӑрӑшса пӑхакан, анчах хӑй ӑшӗнче: «Diesen Insaroff vorziehen — und wem!» тесе шухӑшлакан Зойӑпах ҫырлахрӗ.

Пока он сидел дома, Анна Васильевна не видела Елены и довольствовалась присутствием Зои, которая очень усердно ей услуживала, а сама думала про себя: «Diesen Insaroff vorziehen — und wem?»

XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл пӗр чарӑнмасӑр Мускав тӑрӑх ҫӳрет, тӗрлӗ ҫынсемпе вӑрттӑн курса калаҫать, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫырусем ҫырать, кунӗ-кунӗпе килте пулмасть; хӑй часах кунтан тухса каясси ҫинчен хваттер хуҫине те пӗлтерчӗ тата хӑйӗн паха мар сӗтел-пуканӗсене ӑна малтанах парнелерӗ.

Он беспрестанно разъезжал по Москве, виделся украдкой с разными лицами, писал по целым ночам, пропадал по целым дням; хозяину он объявил, что скоро выезжает, и заранее подарил ему свою незатейливую мебель.

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унӑн сывлӑхӗ ҫаплах тӳрленсе ҫитеймерӗ-ха: вӑл ӳсӗрет, халсӑр, сивчир те ӑна кӑштах аптратать; апла пулсан та, вӑл килте сахал ларать.

Здоровье его всё еще не поправилось: он кашлял, чувствовал слабость, легкие приступы лихорадки, но он почти не сидел дома.

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ак ҫакӑ та ӗнтӗ килте мана ним вырӑнне хуманнине тепӗр хут кӑтартса парать.

Вот вам новое доказательство, что я в этом доме ничего не значу, ничего!

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах ӑна пирӗн килте хаклама пӗлмеҫҫӗ…

Но его так мало умеют ценить в этом доме…

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Сире килте шырама пултараҫҫӗ, ҫакна аса илӗр…

Вспомните, вас могут хватиться дома…

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров ун патне тара тытнӑ ямшӑкпа пӗр сехет хушши кайрӗ, ҫитменнине тата вӑл килте пулмарӗ; каялла таврӑннӑ чухне кӗтмен ҫӗртен чашлаттарма тытӑннӑ шалкӑм ҫумӑра пула лачкам шыв пуличченех йӗпенчӗ.

Инсаров тащился к нему целый час на скверном ваньке, да еще вдобавок не застал его дома; а на возвратном пути промок до костей благодаря внезапно набежавшему ливню.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Килте никам та вӑранман-ха.

Еще никто не просыпался в доме.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анна Васильевна килте ларма юратни ҫинчен вулакан пӗлет ӗнтӗ; анчах та, тепӗр чухне, унӑн мӗнле те пулин кулленхинчен урӑхларах ӗҫ, мӗнле те пулин тӗлӗнмелле partie de рlaisir туса ирттерес шухӑш пырса кӗнӗ; тата ҫав partie de рlaisir мӗнле чӑрмавлӑрах пулнӑ, вӑл ҫавӑн чухлӗ ҫине тӑрса хатӗрленнӗ, ыттисене пуҫтарӑнма хистенӗ; Анна Васильевна хӑй мӗн чухлӗ пӑлханнӑ, ҫавӑн чухлӗ унӑн кӑмӑлне кайнӑ.

Анна Васильевна любила сидеть дома, как уже известно читателю; но иногда, совершенно неожиданно, проявлялось в ней непреодолимое желание чего-нибудь необыкновенного, какой-нибудь удивительной partie de plaisir; и чем затруднительнее была эта partie de plaisir, чем больше требовала она приготовлений и сборов, чем больше волновалась сама Анна Васильевна, тем ей было приятнее.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эсир ҫак хушӑра килте пулман пулас? — терӗ Елена, калаҫма пуҫласа.

— Вас, кажется, дома не было это время? — начала она.

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Сирӗн килте никам та ҫук: те пурте ҫывӑраҫҫӗ, те уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ, эпӗ акӑ кунталла утрӑм.

В доме у вас никого нет: все спят или гуляют, я и пришел сюда.

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Килте питӗ кичем пулнипе кунта килтӗм эпӗ, — терӗ Шубин.

— Я пришел сюда, — начал Шубин, — потому что мне дома очень было грустно.

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл килте пӗчченех: Николай Артемьевич шӑппӑн таҫта тухса шутарнӑ, Анна Васильевна ҫӳлти хутра пуҫне йӗпе алшӑлли ҫыхса выртать.

Она была одна: Николай Артемьевич тихонько скрылся куда-то, Анна Васильевна лежала наверху с мокрою повязкой на голове.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Малтанах нимӗҫ майри мана ҫиленчӗ; унтан — ӑна; унтан Николай Артемьевич ӑна ҫиленчӗ те: эпӗ килте ҫеҫ телейлӗ, килте манӑн рай, терӗ; вара майра ӑна: эсӗ хӑвна тӳрӗ тыткалама пӗлместӗн, тесе каласа хучӗ.

Сперва она на меня рассердилась, а потом на него; а потом он на нее рассердился и сказал ей, что он только дома счастлив и что у него там рай; а она ему сказала, что он нравственности не имеет.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Амӑшӗ ӑна кансӗрлемен, ун вырӑнне вара ашшӗ хӑй хӗрне, хӑй калашле, унӑн йӗрӗнмелле ачашлӑхӗшӗн ҫав тери курайман, килте йытӑсемпе кушаксем нумаййипе ура ярса пусма ҫук, тесе ӗнентернӗ.

Мать не мешала ей; зато отец очень негодовал на свою дочь за ее, как он выражался, пошлое нежничанье и уверял, что от собак да кошек в доме ступить негде.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ӗнен ман сӑмаха — ҫакӑн пек каҫ сан пурнӑҫунта урӑх пулмасть — килте вара сана Шеллинг кӗтет.

 — Поверь моим словам, такой ночи в твоей жизни не повторится, а дома ждет тебя Шеллинг.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней