Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Пӗтес кун килчӗ, килчӗ пӗтес кун, сана хупласа илчӗ; акӑ ҫитрӗ, 7. ҫӗр ҫинче пурӑнакан, сан патна сехмет ҫитрӗ! вӑхӑт ҫывӑхарать, тусем ҫинче хавассӑн кӑшкӑрасси мар, сехӗрленӳ кунӗ ҫывӑхарса килет.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Инкеклӗ те асаплӑ кунӗсенче Иерусалим хӑйӗн ӗлӗкхи чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫинчен аса илчӗ, халӗ унӑн халӑхне тӑшман алли ҫапса ӳкерчӗ те — ӑна никам та пулӑшмасть; ӑна усал суннисем ун ҫине пӑхаҫҫӗ те унӑн шӑматкунӗсенчен кулаҫҫӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн управӑшне уҫрӗ те ҫавӑнтан ҫилли савӑчӗсене илчӗ: Ҫӳлхуҫанӑн, Саваоф Туррӑн, халдейсен ҫӗрӗнче ӗҫ пур.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Малхом мӗншӗн-ха Гада туртса илчӗ, унӑн халӑхӗ мӗншӗн Гад хулисенче пурӑнать?Почему же Малхом завладел Гадом, и народ его живет в городах его?
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫылӑхусемшӗн Эпӗ пурлӑхна, мулна тӳлевсӗр-мӗнсӗр ҫараттарӑп; 14. тӑшманусемпе пӗрле ху пӗлмен ҫӗршыва ярӑп: Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ — вӑл сирӗн ҫинче ҫунса тӑрӗ, терӗ.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӑхӑм хӗрӗн хурлӑхӗ пирки хурланатӑп эпӗ, салхуллӑ ҫӳретӗп, хӑрушлӑх ҫавӑрса илчӗ мана.21. О сокрушении дщери народа моего я сокрушаюсь, хожу мрачен, ужас объял меня.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпир вӗсем ҫинчен хыпар илтрӗмӗр те — аллӑмӑр усӑнчӗ, пире хурлӑх ҫитрӗ, ача ҫуратакан арӑмӑн асапӗ пек асап ҫавӑрса илчӗ.24. Мы услышали весть о них, и руки у нас опустились, скорбь объяла нас, муки, как женщину в родах.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Вӑл вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн хаярлӑхне, вӑрҫӑ тискерлӗхне тӑкрӗ: ҫакӑ вӗсене пур енчен те ҫавӑрса илчӗ, вӗсем ҫавна асӑрхамарӗҫ; вӗсем ҫунчӗҫ, анчах ҫакна чӗрипе ӑнласа илеймерӗҫ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӑхсем кӗрлеҫҫӗ, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ; анчах та Вӑл юнаса илчӗ те — вӗсем аякка тарчӗҫ, тусем ҫийӗн ҫил вӗҫтерекен тусан пек, ҫавраҫил хӑвалакан тусан пек пулӗҫ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ассири патши ҫапла калать: «ҫакна эпӗ хам аллӑмӑн хӑвачӗпе, хамӑн тӑнӑмпа турӑм, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑслӑ: эпӗ халӑхсен чиккисене куҫаратӑп, вӗсен хаклӑ мулне ҫарататӑп, улӑп пек, патшасене сирпӗтетӗп; 14. манӑн аллӑм халӑхсен пурлӑхне йӑвасене ярса илнӗ пек ярса илчӗ; йӑвара хӑварнӑ ҫӑмартасене мӗнле пуҫтараҫҫӗ, пӗтӗм ҫӗре эпӗ ҫапла туртса илтӗм, никам та ҫунаттине хускатаймарӗ, ҫӑварне уҫмарӗ, сас та памарӗ».
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манӑн аллӑм йӗрӗхсен патшалӑхӗсене ярса илчӗ, пуҫҫапмалли кӗлеткесем унта Иерусалимра, Самарире пулнинчен те ытларахчӗ, 11. апла Самарипе унӑн йӗрӗхӗсене мӗн турӑм, Иерусалимпа унӑн йӗрӗхӗсене те ҫаплах тумастӑп-им?» тейӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара чӗреме ҫапла каларӑм: акӑ эпӗ асла тухрӑм, Иерусалима манран маларах тытса тӑнисенчен пуринчен те ытларах ӑс пухрӑм, чӗрем манӑн пӗлӳпе ӑслӑлӑх нумай илчӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав арӑм яш ачана ярса тытрӗ, чуптуса пӗтерчӗ, вӑл — кӗҫҫе пит — ҫапла каларӗ ӑна: 14. «эпӗ канӑҫлӑх парни кӳтӗм: паян эпӗ хам сӑмах панине туса ҫитертӗм; 15. ҫавӑнпах сана хирӗҫ тухрӑм, шыраса тупас терӗм, акӑ — тупрӑм сана; 16. выртас вырӑнӑма вителӗкпе, тӗрлӗ тӗслӗ ҫивиттипе — Египет таварӗпе — капӑрлатрӑм; 17. ҫывӑрмалли пӳлӗме смирна, алоэ тата корица сапса ырӑ шӑршӑ сартӑм; 18. кӗр ман патӑма, мӗн ирччен савӑшса киленӗпӗр, тӑраниччен юратупа савӑнӑпӑр; 19. упӑшкам килте ҫук: инҫе ҫула тухса кайнӑ; 20. хӑйпе пӗр енчӗк кӗмӗл илчӗ; киле уйӑх тулнӑ тӗле таврӑнать» терӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Сиона суйласа илчӗ, [ӑна] Хӑйӗн пурӑнмалли килӗ турӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Мана усал ҫынсен танати ҫавӑрса илчӗ, эпӗ ҫавах Санӑн саккунна манмарӑм.61. Сети нечестивых окружили меня, но я не забывал закона Твоего.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл Хӑйӗн [Иакова] кӑтартас ырӑлӑхне, Израиль килне пӗлтерес тӳрӗлӗхне асне илчӗ.3. Вспомнил Он милость Свою [к Иакову] и верность Свою к дому Израилеву.
Пс 97 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн ӗмӗлки тусене хупласа илчӗ, турачӗсем, сарӑлса, Турӑ кедрӗсене хупларӗҫ; 12. турачӗсене вӑл тинӗс хӗрринех, хунавӗсене юханшыв хӗрринех ҫитерчӗ.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн хӗрхенекен кӑмӑлна манран ан сирсемччӗ; Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑху мана яланах сыхласа тӑрӗҫинччӗ: 13. темӗн тӗрлӗ асап та сырса илчӗ мана; хам тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем хамах ҫитрӗҫ, ӗнтӗ пӑхса та курайми пултӑм: вӗсем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; чӗрем вӑйӗ юлмарӗ.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чӗреме ҫулӑм хыпса илчӗ; шухӑшӑмсене вут-ҫулӑм ярса илчӗ; ӗнтӗ калаҫма пуҫларӑм: 5. эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ хӑҫан вилессине тата миҫе кун юлнине каласамччӗ, манӑн ӗмӗрӗм тӑршшӗне пӗлесчӗ.
Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.