Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайччен хыпашларӗ, итлесе сӑнарӗ хуйханса ӳкнӗ лашана, итлесе сӑнарӗ те, шурӑ халат аркисене вӑркӑштарса, йӗри-тавраллах йӳҫек карволовӑй кислота шӑрши сарса, пӑрахса кайрӗ.

Долго выслушивал и выщупывал насторожившегося коня и отошел, развевая полами белого халата, сея вокруг терпкий запах карболовой кислоты.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗтӗнсе ӳкнӗ Григорий, ларчӑк ҫинчен сиксе анчӗ те, тӑлланнӑ пек урисемпе аран-аран пускаласа, кӳме патне пычӗ.

Ошалевший Григорий соскочил на землю и путано, как стреноженный, шагнул к задку повозки.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа та Лукинична, хӑйӗн хӗрӗ качча кайичченех праҫниксем вӑхӑтӗнче унӑн ҫинҫе пилӗклӗ кӑвак юбкине тӑхӑнма юратнине аса илчӗ те, Наталья халӗ те мӗн тӑхӑнма аптранипе хуйха ӳкнӗ пулӗ тесе шухӑшласа, хӑй туприне парассипе йӑлӑхтарма тытӑнчӗ.

И Лукинична, вспомнив, как дочь, еще в девках, любила по праздникам надевать ее синюю, узкую в подоле юбку, сама навязалась со своим добром, думая, что Наталья загоревалась над выбором.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тара ӳкнӗ лашисенчен пӑс мӑкӑрланать, хыҫалта — ҫуна йӗрӗсем ҫул ҫинче ҫуталса выртаҫҫӗ.

Дымились потные лошади, позади лежал сверкающий на земле след полозьев.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иван Алексеевич Атепин мӗнле калаҫнине ҫав тери тӗрӗс витлесе кӑтартрӗ, вара Давыдка чӑтайманнипе, ҫӑварне ҫавракалатса, кулса ячӗ, анчах та Валет пит-куҫне шӑртланса ӳкнӗ пек хускантарса илнине курчӗ те шӑпах пулчӗ.

Иван Алексеевич так похоже передразнил Атепина, что Давыдка, округлив рот, пустил короткий смешок, но, глянув на язвительную мину Валета, смолк.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка кровать ҫинче хӑраса ӳкнӗ ҫаврака куҫӗсемпе чӑр-чӑр пӑхса ларать.

Дуняшка сидела на кровати, зиркала круглыми, напуганными глазами.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кункрашкалантарнӑ аллаппийӗ ҫине пӗр чӗптӗм табак юхтарчӗ, табакпа пӗрле тухса ӳкнӗ икӗ пӑхӑр укҫана калла енчӗкӗ ӑшне ячӗ, унтан хӑйӗн итлекенӗсене телейлӗ куҫӗсемпе пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Всыпав на скрюченную ладонь щепоть табаку, кинул в кисет вывалившиеся оттуда два медяка, обвел слушателей счастливыми глазами.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ шӑртланса ӳкнӗ.

Отец вспылил.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗр пушанса юлнӑ куҫӗсене ӗшенчӗклӗн хӗскелесе илет, кимӗ ҫине вӗҫсе ӳкнӗ чечек тунине пӳрнисемпе хуҫкалать.

Девушка устало щурила опустошенные глаза, ломала в пальцах стебелек занесенного в баркас цветка.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗтмен ҫӗртенех вӗткеленсе ӳкнӗ Петро пуҫӗ ҫине пӗр цыбарка ҫӑл шывӗ ячӗ, унтан типшӗнме ҫакнӑ ут ҫиттийӗпе лайӑх шӑлса типӗтрӗ те пуп патне кӑларса ячӗ.

Ошалелому от неожиданности, вылила Петру на голову цибарку колодезной воды, досуха вытерла подвернувшейся под руку попоной, проводила к попу.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, эрехе ытлашшипех сыпнӑскер, малти тӗнӗлӗ ҫинчен илсе лартнӑ урапа ҫине кайса ӳкнӗ те ӗхлетсе кӑна выртать.

Петро, через меру хлебнувший водки, лежал на арбе, снятой с передка, и стонал.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тара ӳкнӗ лашисем, пичев пӑявӗсене хӗлӗх пек туртса хытарса, сиккипе пыраҫҫӗ.

И запотевшие лошади рвали постромки, вытягиваясь в струну.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хавасланса хускалса ӳкнӗ Наталья ҫине вӑл икӗ кун хушши шӑпӑрт сӑмахсӑр пӑхса пурӑнчӗ, ҫӑварӗпе чӑмласа, симӗс пайӑркаллӑ шурӑ мӑйӑхне хускаткаласа тулхӑрса ҫӳрерӗ, кайран ҫемҫелчӗ пулас.

Два дня молча поглядывал на встревоженно-счастливую Наталью, жевал, двигал пучками белых с прозеленью усов; потом, видно, смягчился.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗссӗрленнӗ казак картузӗн таткаланчӑк козырёкӗнчен хупӑнчӑк куҫӗсен хура хупаххисем ҫине хура мӗлке ӳкнӗ; мӗлке ӳкнипе унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинчи пӗркеленчӗксем тарӑнрах пек курӑннӑ, кӑвак сухалӗ кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлтӑртатнӑ.

От потрескавшегося козырька казачьей слинявшей фуражки падала на черные веки закрытых глаз черная тень; от тени морщины щек казались глубже, седая борода отливала сизью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑпӑка ӳкнӗ лаша хӑмӑл тӑрӑх чӗтревлӗ ашӑпа чупса килет.

Взмыленная лошадь шла по жнивью тряской рысцой.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ӳкнӗ ҫынна ҫапатӑн…» — тессине туйса, Григорий хӗрелсе кайрӗ.

«Лежачего вдарил…» — Григорий побагровел.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарайран вӑрӑм мӗлке ӳкнӗ.

От сарая — тяжелая тень.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах старик шӑртланмаллипех шӑртланса ӳкнӗ: пӗррех ҫиҫсе ячӗ арӑмне, ҫӗвӗ машини ларакан сӗтеле тӗксе ӳпӗнтерчӗ, унтан, тӗрмешсе тӑрансан, картишне вӑркӑнса тухрӗ.

Но старик разошелся не на шутку: поднес раз жене, опрокинул столик со швейной машиной и, навоевавшись, вылетел на баз.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья хӑраса ӳкнӗ Пантелей Прокофьевич ҫине пӗтӗм кӑкрипеле хирсе пырать, старике хӑйӗн хура куҫӗсен ҫулӑмӗпеле ҫунтарать, пӗринчен пӗри хӑрушӑрах, намӑсрах сӑмахсем вӑркӑнтарать.

Аксинья напирала на оробевшего Пантелея Прокофьевича грудью (билась она под узкой кофточкой, как стрепет в силке), жгла его полымем черных глаз, сыпала слова — одно другого страшней и бесстыжей.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑвайт ҫинче, юр пӗрчисем ӳкнӗ евӗр, лӗпӗшсем арпашӑнаҫҫӗ.

Над огнем метелицей порошили бабочки.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней