Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прохор Зыков, йӗнерӗн тимӗрленӗ пӗкечине аллаппипе ыталаса тытнӑ та, Григорий пичӗ ҫине тинкерсе пӑхса, шӑппӑн ыйтрӗ:

Прохор Зыков, ладонью обнимая окованную луку седла, всматривался в лицо Григория, говорил шепотом:

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн пичӗ ҫине темле пӑлхануллӑ сисӗм шӑвӑнса тухрӗ, ҫӗкленсе тӑракан ик куҫхарши юппине ҫитсе чарӑнчӗ.

Некое смятение коснулось его лица и застыло на развилке приподнятых бровей.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прокофьевич аллипе сулчӗ те, пичӗ тӑрӑх юхса анакан тарне кӗпе аркипе шӑлса илсе, ухсахласа утса кайрӗ.

Прокофьевич махнул рукой и захромал, растирая подолом рубахи скопившуюся на животе влагу.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пичӗ ҫинчен кӑкӑрӗ ҫине сухал мар, урапа сӗрмелли ирӗлсе кайнӑ хура ҫу юхса аннӑн туйӑнать.

Казалось, что не борода стекает у него с лица на грудь, а черная растаявшая колесная мазь.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астуса илме пикенчӗ Григорий ҫав хыҫа юлнӑ ҫул епле иккенне, анчах та ун пуҫне нимӗн те шутлӑн йӗркеленсе вырнаҫмарӗ; станцӑсен хӗрлӗ ҫурчӗсем, лӑкӑш-лакӑш урай айӗнче тӑкӑлтатса пыракан вагон ураписем, ут тислӗкӗпе утӑ шӑрши, пӑравус айӗнчен нимӗн татти-сыпписӗр ҫип пек тӑсӑлса тухакан рельсӑсем, ҫула май вагон алӑкӗсенчен явӑнкаласа кӗркелекен кӑвак тӗтӗм, перрон ҫинче тӑракан жандармӑн пысӑк мӑйӑхлӑ шыҫмак пичӗ, — те Воронежра курнӑччӗ ӑна, те Киевра…

Пытался Григорий вспомнить оставшийся позади путь, ничего связного не выходило; красные станционные постройки, татакающие под шатким полом колеса вагонов, запах конских испражнений и сена, бесконечные нити рельсов, стекавшие из-под паровоза, дым, мимоходом заглядывавший в дверки вагонов, усатая рожа жандарма на перроне не то в Воронеже, не то в Киеве…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий палламан офицерсен пичӗ ҫине интересленсех пӑхма тытӑнчӗ.

Григорий с любопытством всматривался в незнакомые лица офицеров и чиновников.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӗр, — ответлерӗ Аксинья Григорий вырӑнне, анчах та старикӗн пичӗ ҫинче кӑмӑлсӑрлӑх палӑрнине асӑрхарӗ те хӑвӑртрах хушса хучӗ: — Ытарма ҫук хитре, каснӑ лартнӑ Григориех ӗнтӗ, — терӗ.

— Девка, — за Григория отозвалась Аксинья и, уловив недовольство, проплывшее по лицу и застрявшее в бороде старика, торопясь, добавила: — Такая уж писаная, вся в Гришу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Хӗрӗнкӗ» — чухласа илчӗ Григорий, ашшӗн ҫемҫелсе кайнӑ пичӗ ҫине куҫне ывӑтса.

«Под хмельком», — определил Григорий, окидывая взглядом размякшее отцово лицо.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа та вӑл арча ҫинче сарса хунӑ кавир ҫине сӳсленсе кайнӑ, хӑй пичӗ пекех ҫулланса пӗтнӗ вылямалли карчӗсене ҫапса ларнӑ чух, виҫӗ кун малтанах савӑнӑҫлӑ тӗлӗксем шутласа тупса хуракан пулчӗ.

И вот за несколько дней начинал он придумывать веселые сны, сидя на сундуке и шлепая по коврику картами, пухлыми и сальными, как щеки игрока.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья хумханса ӳксе каласа пачӗ те, Григорий пичӗ ҫине ҫӑткӑнӑн пӑхса, вӑл сасартӑк улшӑнасса кӗтрӗ, анчах лешӗ чӳрече еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те тарӑхнӑн ӳсӗркелесе илчӗ кӑна.

Волнуясь, Аксинья сказала и жадно искала в лице Григория перемены, но он, отвернувшись к окну, досадливо покашливал.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑл апли апла, — килӗшрӗ Степан, аялтан ҫӳлелле Григорий пичӗ ҫине пӑхса.

— Это-то так, — согласился Степан, снизу вверх глядя Григорию в лицо.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья хӑйӗн горницине тумланма кӗчӗ, часах тумланса кухньӑна тухрӗ, хӑй хӗр пек ҫинҫе пилӗклӗ, кӑвакрах-шурӑ сӑнлӑ, пичӗ ҫине витӗр курӑнакан салхуллӑ сенкер-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.

Наталья пошла в свою горницу одеваться, вскоре снова пришла на кухню уже одетая, тонкая по-девичьи, иссиня-бледная, в прозрачной синеве невеселого румянца.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, пичӗ ҫине хӗрелсе тухнӑ намӑса вӗсенчен пытарма ҫуккине туйса, юриех, анчах ӑстайсӑррӑн, лешсем пурте асӑрхамалла, ҫӑмхине чӗркуҫҫийӗ ҫинчен ӳкерчӗ те, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, пӳрнисемпе сивӗ урай тӑрӑх хыпашлама тытӑнчӗ.

Наталья, сознавая, что краски стыда не скрыть от них, намеренно, но неловко, так, что это заметили все, уронила с колен клубок и нагнулась, шаря пальцами по холодному полу.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Леҫнӗшӗн, мӗн чухлӗ тӑрать, тӳлӗп, — терӗ пан, унтан хӗремесленнӗ пичӗ ҫинчи тарне шарфпа шӑлса типӗтрӗ те аяккалла кайса тӑчӗ, хулпуҫҫийӗ урлӑ чӗнпе ҫакса янӑ фляжкӑна хывма пикенсе, аяккӑн чалӑшса илчӗ.

— Что стоит — заплачу, — посулил пан и, вытирая шарфом пот с багрового лица, отошел в сторону, скособочился, снимая с плеча узкий, прикрепленный к фляге ремешок.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑятамӗн кӑштах Григорие аса илтерекен курпун сӑмсаллӑ пичӗ ҫине пӑхса илсе, тунсӑхланӑ пек пулчӗ.

Затосковала, глянув на горбоносое, смутно напоминавшее Григория лицо свекра.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кулли унӑн пӗтӗм пичӗ тӑрӑх, хӗссе хунӑ сулахай куҫӗнчен пуҫласа сылтӑм тута хӗрринчен анакан хӗрлӗ ҫӗвӗк таранах, выляна-выляна илнӗ.

Улыбка вытанцовывалась у него наискось через все лицо: от прижмуренного левого глаза до розового шрама, стекавшего из правого угла рта.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн пулнӑ тата? — шӑртланса ӳкрӗ Мироныч, шупка пичӗ ҫинчи куктӗррийӗсене шурӑхтарса.

— Чего ишо?.. — взъерошился Мирон Григорьевич, бледнея конопинами белесого лица.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья пичӗ паян ирех кӑштах хӗрелнӗ, куҫӗсем ҫамрӑккӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

С утра на верхушках Аксиньиных скул — румянец, в молодом блеске глазá.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мур пӗлет-и ӑна, темле сӑн-сӑпатлӑ пулнӑ, пичӗ ҫинче ҫулӑм явӑнать, тейӗн.

Чума его знает, что за виски, кубыть, аж полымем схваченные.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична пичӗ ҫине, мӗлке евӗр, харкамлӑх шӑвӑнса тухрӗ.

На лицо Ильиничны тенью легла замкнутость.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней