Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн венгерки айӗнче темӗнле аялтан тӑхӑнмалли поддёвка е пальто-сака пекки курӑнчӗ.Под венгеркой оказалось нечто вроде поддевки или пальто-сака.
XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑна яланах ҫав таса, чечен, хӑравҫӑллӑн ҫӗкленӗ сӑн-пит курӑннӑ; хӑйӗн алӑ тупанӗсем айӗнче вӑл ҫав ҫемҫе ҫӳҫе туйнӑ, ӑна унӑн айӑпсӑр, кӑштах уҫӑлнӑ нӳрӗ тутисем, вӗсен хушӑкӗнчен ахах пек шӑлсем хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатни курӑннӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мачча айӗнче, вӑрӑм шнур ҫинче читлӗх ҫакӑнса тӑрать; унта кӗске хӳреллӗ чиж вӗҫӗмсӗр чӗвӗлтетет, сиккелет, читлӗх вӗҫӗмсӗр сулланса чӗтӗрет; кантӑрвӑрри пӗрчисем ҫӑмӑллӑн патлатса ҫӗре ӳкеҫҫӗ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӗр кӗтесре, тимӗрпе ҫаптарнӑ ҫаврака хупӑлчаллӑ арчапа юнашар, пусма чаршав айӗнче кровать ларать.В одном углу возвышалась кроватка под кисейным пологом, рядом с кованым сундуком с круглою крышкой.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫуралнӑ кил-ҫуртра, пӗлсе тӑракан вырӑн ҫинче, юратакан алӑсем ҫӗленӗ, тен, ачашлакан ырӑ няньӑн ывӑна пӗлми аллисем тӑрӑшнипе тунӑ утиялӗ айӗнче тутлӑн ҫывӑрас кӑмӑл ҫавӑрса илчӗ ӑна.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах пӳрт ҫивитти айӗнче, пӳрт ҫамкинчи чӳрече хӗрринче, икӗ шурӑ кӑвакарчӑн юнашар ларать: пӗри — хӑйӗн мӑшӑрӗ патне кайса килни, тепри — вӑл илсе килни, тен, хӑтарни.
Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.
— Мӑн ҫул ҫинче, хӑва тӗмӗ айӗнче, ларатӑп пек, алӑра шурӑ туя, ҫурӑм хыҫӗнче кутамкка, пуҫа тутӑр ҫыхнӑ — шӑпах турра пуҫҫапма каякан евӗр.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Шыв яман плащсем йӗп-йӗпе исленчӗҫ, ҫитменнине тата, пеме кансӗрлерӗҫ; йывӑҫ айӗнче малтанах чӑн та хӳтӗччӗ, анчах кайран тулса ҫитнӗ шыв шӑпӑрах юхса анчӗ, кашни турат пире ҫӳпҫерен тӑкнӑ пек ислетрӗ, сивӗ шыв галстук айне юхса кӗчӗ, ҫурӑм тӑрӑх шӑпӑртатрӗ…
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Сунарта Валетка ывӑнма пӗлмест, сисӗмӗ те унӑн ҫителӗклӗ, анчах теплерен-пӗрре аманнӑ мулкача хӑваласа тытма пултарсан, вӑл ӑна пӗр-пӗр сулхӑн вырӑнта, симӗс тӗм айӗнче, хӑйне пурте пӗлекен е хальччен ҫын илтмен хивре сӑмахсемпе вӑрҫакан Ермолайран аяккалла пӑрӑнса, пӗр шӑмӑ хӑварми, киленсе ҫисе ярать.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Вӑл ҫыран айӗнче тенкел ҫинче ларатчӗ.
XXI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унта аннеҫӗмӗн пӗччен Хӗресӗ йывӑҫ айӗнче — терӗ вӑл пӑшӑлтатса.Где нынче крест и тень ветвей Над бедной матерью моей! — проговорила она вполголоса.
IX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ася ҫаплах хускалмасӑр ларать, урисене вӑл хӑй айнелле хуҫлатса хунӑ, пуҫне кисея шарфӗпе чӗркенӗ: таса пӗлӗт айӗнче унӑн чипер сӑнӗ уҫӑмлӑн та илемлӗн курӑнать; анчах эпӗ ӑна ырламасӑр пӑхрӑм.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӑна ҫурчӗ ҫинче тата сад тӗлӗнче ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ; касса тикӗсленӗ ҫӑкасем айӗнчи сӗтелсем хушшинче студентсем ларса тухнӑ, пӗр сӗтелӗ айӗнче тем пысӑкӑш бульдог выртать, аякра, явӑнса ӳсекен курӑкран тунӑ хӳшӗре, музыкантсем вырнаҫнӑ, хӑйсене сӑрапа хӗрӳлентерсех тӑраканскерсем, вӗсем питӗ тӑрӑшса выляҫҫӗ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫав хаклӑ сӑн-сӑпат, ҫав куҫсем, ҫав кӑтра ҫӳҫ — нӳрӗ ҫӗр айӗнче, тӑвӑр тупӑкра — ҫакӑнтах, манран, халлӗхе чӗрринчен, инҫех мар, тен, аттерен те темиҫе утӑмра кӑна…
XXII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ӑҫта хуралласа тӑмаллине эпӗ малтанах палӑртса хутӑм: сад вӗҫӗнче, Засекинсемпе пирӗн сада уйӑрса тӑракан хӳме патӗнче, вӑл пысӑк хӳмене тӗкӗннӗ тӗлте, пӗччен чӑрӑш айӗнче; ҫав аялтанах туратланса ӳсекен чӑрӑш лӑсси витӗр эпӗ таврара мӗн пулса иртнине каҫ тӗттӗмӗнче те лайӑх сӑнама пултаратӑп; кунтанах пӗчӗк ҫул авкаланса иртет, вӑл мана ялан темле вӑрттӑнлӑхпа витӗннӗн туйӑнатчӗ: вӑл хӳме ҫумӗпех ҫӗлен пек авкаланса иртет те акаци тӗмӗсенчен тунӑ ҫаврака беседка патне пырса тухать (ҫак тӗлте хӳме урлӑ каҫнӑ ура йӗрӗсем пур).
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Унӑн пуян ҫи-пуҫ та, хаклӑ чулсем те ҫук, никам та пӗлмест ӑна, анчах вӑл мана кӗтет, эпӗ шырасса шанать — эпӗ шыратӑпах, эпӗ унта кайса унпа пӗрле юлас тесен, унпа тӗттӗм садра, кашлакан йывӑҫсем айӗнче, шарлакан фонтан патӗнче юлас тесен — мана тытса чарма пултаракан нимӗнле хӑват та ҫук…»
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тепӗр тесен, ӑна пӗр эпӗ ҫеҫ мар юратса пӑрахнӑччӗ: вӗсем патне пырса ҫӳрекен пур арҫын та ун пирки ӑсран кайнӑччӗ — вӑл вара вӗсене пурне те хӑйӗн тыткӑнӗнче, ури айӗнче тытатчӗ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл авалхи картинӑсене витсе тӑракан тӗксӗм тӗс айӗнче мӗн пытанса тӑнине йӑлтах пӗлмест-ха, анчах та вӗсенче чылай япалана курать ӗнтӗ.Еще потемневший облик, облекающий старые картины, не весь сошел пред ним.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Авӑ ман умра пӗлӗт ҫӗкленет, аякра ҫӑлтӑр йӑлтӑртатать; тӗксӗм йывӑҫсемлӗ вӑрман тӑрса юлать, ӑна уйӑх ҫутатать; ура айӗнче кӑвак тӗтре сарӑлать; тӗтрелӗхре хӗлӗх янӑрать: пӗр енче тинӗс, тепӗр енче Итали ҫӗршывӗ; авӑ вырӑссен пӳрчӗсем те курӑнаҫҫӗ.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Эпӗ йӗри-тавра пӑхса илтӗм те зонтик айӗнче пыракан икӗ хӗрарӑма куртӑм; пӗри ҫамрӑк, тепӗри ватӑ; вӗсем те иртсе кайрӗҫ ӗнтӗ, ман ҫывӑхра татах: «Ҫылӑх сана, Меджи!» тени илтӗнчӗ.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.