Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗрлӗ (тĕпĕ: хӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫ хуппинчен ӑсталанӑ кимӗсемпе вӗсем тӳлек шывсенче ишеҫҫӗ, хӗрлӗ ӳтлисенчен куланай пуҫтараҫҫӗ.

В лодках из древесной коры они плавали по тихим рекам и собирали с краснокожих дань.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав хула мухтавӗ аякка-аякка, хӗвел анӑҫнеллех сарӑлать, ҫапла вара — хӗрлӗ ӳтлисене сехӗрлентерет, мӗншӗн тесен Земзе ҫыннисем вӑйлӑ, тӑшманӗсен шухӑш-тӗллевне тӗшмӗртееҫҫӗ, вӗсене инҫетренех вӗлерееҫҫӗ, — йывӑҫӑн авӑнчӑк татӑкне ывӑтаҫҫӗ те…

Слава о городе шла далеко на запад, и он внушал страх краснокожим, потому что люди Земзе были сильны, умели угадывать мысли врагов и убивали на далёком расстоянии, бросая согнутый кусок дерева.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сӑртлӑх-тӳремлӗхрен хӗвел анӑҫнелле хӗрлӗ ӳтлӗ йӑхсем куҫса ҫӳренӗ.

На запад от плоскогорья бродили дикие, краснокожие племена.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӗнер эпир кӳлӗ хӗрринче пултӑмӑр, хӗрлӗ ҫӑлтӑр тухрӗ те — вӑл ун ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, калать:

Вчера мы были на озере, взошла красная звезда, он указал на неё рукой и сказал:

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Санӑн юн тӗпӗнчен авалхи-авалхи юлашкилӗх — хӗрлӗ тӗттӗмлӗх — тапма пуҫланӑ ахӑр, ку — пурнӑҫа тӑсас туртӑм-хӑват.

Со дна твоей крови поднимается древний осадок, — красная тьма, — это — жажда продления жизни.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫӗ хушшине пӳрнисене чиксе хунӑ та шанӑҫ пӗтнӗлӗхпе пӑшӑлтатать.

Она запустила пальцы в рыжие волосы и шептала в отчаянии.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Манӑн шухӑшӑмпа — сирӗн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ҫинче ҫавнашкалах.

— По-моему — у вас на Красной Звезде — всё то же самое.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ихисем шупка хӗрлӗ пӗлӗтрен ӳкнӗ чухне — мӗлке пулса тӑр, вара вӗсен куҫӗсем сана курӑк хушшинче шырани — харама.

Когда ихи падает из розового облака — стань тенью, и глаза ихи напрасно будут искать тебя в траве.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Куҫӗ унӑн — Талцетлӑн хӗрлӗ вучӗ пекех.

Глаз его, как красный огонь Талцетл».

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тума — урӑхла каласан Марс — ҫинче, ҫирӗм пин ҫуллӑх каялла Аолсем — сарӑрах хӗрлӗ раса — пурӑннӑ.

Тума, то есть Марс, двадцать тысячелетий тому назад был населён Аолами — оранжевой расой.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось тимлӗленчӗ, асӗнче географи карттин пӗр пайӗ сӑнарланчӗ, — ҫав самантрах, унӑн шухӑшлавӗн пичет пайӑрӑвӗ пек, тӗтреллӗ шар ҫине хура пысӑк пӑнчӑ ӳкерӗнчӗ: чукун ҫулсен ҫипписем; симӗсрех уйра «Петербург» тесе ҫырни айккинче — «Раҫҫей» сӑмах пуҫламӑшӗн хӗрлӗ пысӑк сас палли.

Лось сосредоточился, в памяти возник кусок географической карты, — и сейчас же, словно отпечаток его воображения, появились на поверхности туманного шара — чёрная клякса, расходящиеся от неё ниточки железных дорог, надпись на зеленоватом поле — «Петербург» и с боку — большая красная буква начала слова «Россия».

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Йӑрӑм-йӑрӑм халатлӑ мӑнтӑркка марсиан, ҫурт пӑхса тӑруҫи, вӗткеленет, пакӑлтатать, алӑкран алӑка кӗре-кӗре тухать, пуҫ купташкине хура хӗрлӗ тутӑрпа шӑла-шӑла илет, вӑхӑт-вӑхӑтӑн чулланса хытса тӑрать те хӑнасене склерозлӑ куҫӗсемпе чармакланса тӗсет, — пӳрнисемпе вӑрттӑн мӑйракалатать, кӗскен — чикӗленсе сыхланать.

Толстяк в полосатом халате, управляющий домом, суетился, лопотал, катался из двери в дверь, вытирал коричневым платком череп, и, время от времени, каменел, выкатывая на гостей склерозные глаза, — тайно устраивал пальцами рожки, огораживался.

Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑрӑм, хӗрлӗ кӗпеллӗ арҫын ача, кӗтӳҫӗ, янах айӗпе тӗревленсе чул ҫинче ларать, иртсе пыракансене вӑл та кахаллӑн тӗсет.

Мальчик пастух, в длинной, красной рубахе, сидел на камне, подперев подбородок, и тоже лениво глядел на проходивших.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Винтсен юрлавӗ, ҫунатсенчи ҫил шавӗ, ҫинҫе шӑхӑрав, ылтӑн йӑлтӑртатӑвӗ, сывлӑш сенкерлӗхӗнчи тумтир чӑпарлӑхӗ, аялта — парксен йӗпкӗн хӗрлӗ е майра кайӑк тӗслӗ ҫулҫӑлӑхӗ, картлашкаллӑ ҫуртсен хӗвел пайӑркисенче ҫуталакан чӳречисем; пӗтӗмпех — тӗлӗк пек.

Пение винтов, шум ветра в крыльях, тонкие свистки, сверкание золота, пестрота одежд в воздушной синеве, внизу — пурпуровая, то серебристая, то канареечная листва парков, сверкающие отблесками солнца окна уступчатых домов, — всё было, как сон.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унта тӑваттӑмӗш каналӑн шупка хӗрлӗ, ҫав тери сарлака, чечекленекен йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ шывсӑр ҫырма тӑсӑлнӑ; калча евӗр ӳсен-тӑран тӳп-тӳрӗ йӗрсемпе выртать.

На ней лежало розово-красной, весьма широкой, цветущей полосой безводное русло четвёртого канала, покрытое, словно посевом, правильными рядами растительности.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тулли шывлӑ каналсемпе касӑлса тухнӑ, ӳсен-тӑранӑн сарӑрах хӗрлӗ хӑтлӑхӗсемпе, майра кайӑкӗллӗ, хаваслӑ улӑхсемпе хупланнӑ Азора, — савӑнӑҫа пӗлтерекенскер.

Прорезанная полноводными каналами, покрытая оранжевыми кущами растительности, весёлыми, канареечными лугами, Азора, что означало — радость.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап халӗ юн пек хӗрлӗ, пуш-пушӑ чакӑл тусем ҫийӗн вӗҫет.

Корабль летел теперь над кроваво-красными, пустынными скалами.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗри хура хӗрлӗ, мускат тӗслӗ шӗвеклӗ пӗчӗк фляга йӑтса килчӗ.

Один принёс фляжку с коричневой, мускатного цвета, жидкостью.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑра кӑвак йӑрӑмсенче пӗрре курӑна-курӑна, шупка хӗрлӗ капламсен хирӗнче тепре ҫухала-ҫухала хӗвел ҫутатакан вӗҫев карапӗ ҫӗр ҫинелле анать.

То появляясь в густо синих просветах, то исчезая за розовыми грядами, опускался, залитый солнцем, летучий корабль.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗлӗтсен куҫа шартаракан шупка хӗрлӗ капламӗсем хӗвел тухӑҫӗнчен анӑҫалла арланӑ ҫип ленкерӗ пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Ослепительно розовые гряды облаков, как жгуты пряжи, висевшей с востока на запад, покрывали утреннее небо.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней