Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ-и? — ыйтнӑ Маякин, хӗрӗ ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илсе.

— Ты? — спросил Маякин, мельком взглянув на нее.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Тавтапуҫ, ывӑлӑм! — пуҫ тайса илнӗ ӑна Маякин, аллисемпе сӗтел хӗррине тӗршӗнсе, ура ҫине кӑшт анчах ҫӗкленсе.

— Спасибо, сынок! — поклонился Маякин, привстав и опершись руками о стол.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан вӑл унпа «вырӑс ташши» ташланӑ, кайран, борт хыҫне сиксе, кӑшт анчах шыва путман.

Потом он плясал с ней «русскую», устал, бросился за борт и едва не утонул.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӑртак сыпсассӑн вара, пружинине кӑшт йӗпетсен, йӑлтах ҫӗкленсе каять…

А вот подмочат вином свои пружины — и взовьются…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пирӗн пек кӑшт япаласем пур ҫын, чи пӗчӗк япаласем пулсан та, нимӗн те пӗлмеҫҫӗ вара…

И такие, как мы с тобой, у которых есть какое-нибудь, хоть и самое маленькое, имущество, ничего не знают…

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Юрать… юрать… апла эпӗ кӑшт тӑрсан кӗретӗп.

— Так… так… тогда я позже зайду.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ӑҫта-ха пирӗн пӑхаттир, кӑтарт-ха, — пат, пат пусса, Иван Гаврилович малалла иртрӗ, сӑпка каррине сирсе, мӑнукне тӗсемелӗх кӑшт ӳпӗнчӗ.

Помоги переводом

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урамӗ те, ав, каҫхи урам,ян-ян… — ватӑ ҫын ятлаҫнӑ хушӑрах кузоври вутта аялалла пере-пере пӗтерчӗ те Виталий ҫӗре тӑрӑст! сиксе анчӗ, машинӑна кӑшт маларах уттарса бортсене хӑпартса ҫаклатрӗ, унтан, тем каламалла пекле, кӗреҫе сухал умнӗ пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ансан, нумай та утаймарӑм — машина, — тӗлпулу саманӗпе кӑшт сӗлкӗшленнӗ хӗр те, йӗкӗт ача-пӑчалла янкӑшнине кура, кулма-савӑнма, хӗвеллӗн ҫиҫкӗнме тапратрӗ.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Темпе тав туса пӗтермелле пулать ӗнтӗ ӑна — пӗлместӗп, — тулли кашӑка тути ҫывӑхне леҫе-лӗҫе васкаварланна хушӑра кӑшт шухӑша путанҫи курӑнчӗ те Андрей Васильевич, — питне-куҫне самантрах хӗлхемлӗ ӑшӑнчӑкпа ӑшӑтса та пӑрахрӗ.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лупас хыҫне сухапуҫ лекейменни юлнӑччӗ те, кӑшт тухса, кӗреҫеле ларткалам-ха ҫавӑнта.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тунтикун, уроксем хыҫҫӑн, тытӑнса юлӑр-ха кӑшт.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халь тин кӗркуннехи евӗрех вӗри те шӑтӑр-шатӑрах мар ӗнтӗ Дина, кӑшт лӑпланӑҫлӑ та тем ӑнкаравлӑ.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юратнӑ-тӑк, савнӑ-тӑк Динӑна кӑшт та пулин, епле систермесӗрех тӑрӑччӗ-ши Андрей Васильевич ҫавна?

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫутӑ чӑлт! ҫуталсан, кӑшт чун кӗнӗн туйӑнчӗ Динӑна.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурӑнса пӑхам-ха хам тӗллӗн кӑшт, — калаҫтарма темӗн чӑрмантарнӑн, йӑвашшӑн «ӑххӑм» турӗ Нина.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шан, — Дина кӑшт шухӑшласа тӑчӗ.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑшт ҫеҫ лектереймен, тет, чӗрине.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Укӑлчаран хирелле кӑшт хӑпнӑ та пӗр утмӑл-ҫитмӗлсенчи карчӑк, туйи ҫине тӗренсе, таҫталла, инҫене-инҫене, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрелле, ӗшенчӗклӗн тинкерет.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эс, Дина, юлас тетӗн-и ӗнтӗ кӑшт? — хӗрӗн ыттисемпе утма кӑмӑлӗ ҫуккине уйласа ыйтать вӑл.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней