Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗрлӗ (тĕпĕ: хӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара кактуссен хыҫӗнче пытанса ларнӑ марсиансем халӗччен пулман, тӗлӗнтерсе аптӑратакан ӳкерчӗк курчӗҫ: тутӑхнӑ капмар ҫӑмарта, ҫурт капашӗллӗскер, кӗрлеме-ӳхӗрме пуҫларӗ, ун айӗнчен тусанпа тӗтӗмӗн хурарах хӗрлӗ пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ.

Тогда притаившиеся за кактусами марсиане увидели необыкновенное и потрясающее зрелище: Огромное, ржавое яйцо, величиною в дом, загрохотало, поднялись из-под него коричневые облака пыли и дыма.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑмӑр кӑвак тӳпере пӗлӗтсен шупка хӗрлӗ хӗррисем ӗренкеленеҫҫӗ.

В лиловом небе проступали розоватые края облаков.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аялта халӗ пӑхӑр тӗслӗ хӗрлӗ пуш хир тӑсӑлса выртать, — куҫ ытамлайми.

Теперь внизу расстилалась, куда только хватит глаз, меднокрасная пустыня.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юратӑвӑн юлашки ҫак хӳтлӗхӗнче Лосьӑн хӗрлӗ мӑк тӑлпамне, тусана-кӗле, ура йӗрне ҫемҫе кӑмӑллӑн, черченнӗн чуп тӑвас килет.

Лосю хотелось с умилением, с нежностью поцеловать рыжий мох, прах, следы ног на этом последнем прибежище любви.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось хӑйӗн хыҫҫӑн плитана каялла хунӑ май курать: ункӑ евӗр лапамра, хӗрлӗ сӗмлӗхре, салтаксен палӑри-палӑрми кӳлеписем мӗлтлетеҫҫӗ.

Лось, задвигая за собой плиту, увидел, как на кольцеобразной площадке появились едва различаемые в красном сумраке фигуры солдат.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карапсем ытларах та ытларах, тӳрем тӑрӑх хӗрлӗ мӗлкесем чарӑнми шӑваҫҫӗ те куҫаҫҫӗ.

Кораблей налетало всё больше, непереставая скользили багровые тени по площади.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хура хӗрлӗ пушар — тӳпен ҫурри таран.

Багровое зарево ползло на полнеба.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пит ҫӑмартисем ҫине хӗрлӗ пӑнчӑ тухса тулчӗ.

На щеках его выступили лиловые пятна.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ларӑр та ҫийӗр, Тӳпе ывӑлӗ, — Гор, питне пӗркелентерсе, тумтирӗ айӗнчен пӑрӑҫ пек хӗрлӗ хаврӑн типӗ пачкине кӑларчӗ, ӑна ҫӑварне, пит ҫӑмарти тӗлне, чикрӗ те васкамасӑр чӑмлать.

Сядьте и ешьте, сын неба, — Гор, морщась, достал из-под одежды красноватую, как перец, пачку сухой хавры, засунул её за щеку, и медленно жевал.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев чӗтрекен сӑнсене, куҫҫульпе тулсах ларнӑ, тархаслакан куҫсене, редис пек хӗрлӗ, кукша пуҫ купташкисене курать.

Гусев видел дрожащие лица, умоляющие глаза, полные слёз, красные, как редиски, облезлые черепа.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита Ихошкӑн хӗрлӗ куҫӗсене те, ҫурт тытуҫин хӑранипе чалӑшсах ларнӑ, кавӑн пек сарӑ сӑнне те асӑрхамасть, — саланкӑрлӑн кулса, Лось еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса вӑл ун умӗнче пырать, акӑ пӳрте, шала, хӑйӗн патне кӗчӗ.

Аэлита не заметила ни Ихошкиных красных глаз, ни жёлтого, как тыква, перекошенного страхом, лица управляющего, — улыбаясь рассеянно, оборачиваясь к Лосю, она пошла впереди него в глубь дома, к себе.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Механик, хӗрлӗ ӳтлӗ арҫын ача, ҫунатлӑ кимме тӳпене ишевлӗ хусканупа ҫӗклерӗ.

Механик, — краснокожий мальчик, — плавным толчком поднял крылатую лодку в небо.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗри апата перӗнмерӗ, — темиҫе курка хӗрлӗ эрех ӗҫрӗ, ҫӑкӑр ҫырткалать.

К еде не притронулся, — только щипал хлеб и выпил несколько бокалов вина.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Талцетлӑн хӗрлӗ пайӑркисем пире инҫетрен-инҫетрен ҫутатчӑрах.

Пусть красные лучи Талцетла светят нам издалека.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Нумай-нумай йӑх юнӗ — хура та хӗрлӗ, олива тӗслӗ те шурӑ, — хӑмлалла йӳҫекен, ӗмӗтлӗ Ази номачӗсен юнӗ, ҫӑлтӑрсене пуҫ ҫапакансен, урса тилӗрекен Су Хутам Лу несӗлӗсен юнӗ юха-юха кӗрсе арпашӑнать.

В кровь многочисленных племён, — чёрных, красных, оливковых и белых, — влилась мечтательная, бродящая, как хмель, кровь азиатских номадов, звездопоклонников, потомков бесноватой Су Хутам Лу.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юлашкинчен — куҫса ҫӳревҫӗсен ҫулне хӗрлӗ ӳтлисен ҫарӗ пӳлет.

Наконец, кочевникам преградило путь войско краснокожих.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӑх урӑх ҫӗртен килнисене хирӗҫ тарӑхса пӑлханма пикенсен карап ҫинчен хӗрлӗ ӳтлисен ушкӑнӗ анать, — бронзӑпа витӗннӗ, хӳтлӗх-питлӗхлӗ, ҫӳллӗ шлемлӗ, тӗкпе капӑрланнӑ ҫапӑҫуҫӑсем пурне те сехӗрлентереҫҫӗ.

Если народ возмущался против пришельцев, с корабля сходил отряд краснокожих, закованных в бронзу, со щитами, украшенными перьями, в высоких шлемах, наводящих ужас.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл хӗрлӗ ҫапӑҫуҫӑсене Земзе хӗрӗсене илме хушать.

Он велел красным воинам взять себе девушек Земзе.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах хӗрлӗ ӳтлисем ҫӑткӑнлӑхпа тата йышӗпе вӑйлӑ.

Но краснокожие были сильны жадностью и численностью.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ хӗвел анӑҫӗнче хӗрлӗ ӳтлисен аслӑ ҫул пуҫӗ ҫӗкленме пуҫлать; вӑл — Уру.

И вот, на западе появился великий вождь красных, его звали Уру.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней