Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илчӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхи пӗлӗт татӑкӗ йывӑррӑн ҫӗкленсе, пысӑк шурӑ пӗлӗт пулса тӑчӗ, ерипен ӳссе ҫитсе, вӑл пӗтӗм тӳпене хупласа илчӗ.

Облачко обратилось в белую тучу, которая тяжело подымалась, росла и постепенно облегала небо.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эх, батюшка Петр Андреич! — тарӑнӑн сывласа ахлатса илчӗ вӑл.

— Эх, батюшка Петр Андреич! — отвечал он с глубоким вздохом.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич ман ҫинелле пит те тарӑнан, чунне ыраттарса, пӑхса илчӗ те укҫа патне утрӗ.

Савельич поглядел на меня с глубокой горестью и пошел за моим долгом.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич, ку сӑмахсене илтнипе пӗтӗмпе ӑнран кайса, аллисене сулса илчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ.

Савельич так был поражен моими словами, что сплеснул руками и остолбенел.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ман ҫине темле хӗрхеннӗ пек пӑхса илчӗ; ҫапах та иксӗмӗр сӑмахлама пуҫларӑмӑр.

Он поглядел на меня как бы с сожалением; однако мы разговорились.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Барин, унӑн вилли ҫинче каланӑ пек туса, пӗр-ик ҫаврӑм вирлӗ сӑмах янтратса илчӗ те мана пӗр вӑйӑ выляма сӗнчӗ.

Барин произнес над ним несколько сильных выражений в виде надгробного слова и предложил мне сыграть партию.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Куҫлӑхне хывса, мана чӗнсе илчӗ: «Акӑ сана хамӑн авалхи юлташ та тусӑм Андрей Карлович Р. патне ҫыру. Эсӗ ун аллине, Оренбурга, службӑна каятӑн», — терӗ.

Снял очки и, подозвав меня, сказал: «Вот тебе письмо к Андрею Карловичу Р., моему старинному товарищу и другу. Ты едешь в Оренбург служить под его начальством».

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ географие епле вӗреннине курнӑ-курманах, атте мана хӑлхаран ярса илчӗ, унтан Бопре патне чупса пырса, ӑна сасартӑк вӑратре те темӗн те пӗр калама тытӑнчӗ.

Увидя мои упражнения в географии, батюшка дернул меня за ухо, потом подбежал к Бопре, разбудил его очень неосторожно и стал осыпать укоризнами.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ калаҫма чарӑнсан вӑл, халӗ ӗнтӗ пурне те пӗлетӗп тенӗ пек, анне ҫине пӑхса илчӗ.

когда я замолчал и, думая, что теперь все ясно, посмотрел за мать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана ыталаса илчӗ: мана хӑранӑ тесе шутларӗ пулас.

Она обняла меня: должно быть, подумала, что я испугался.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, пӑхса илчӗ.

Он замолчал и оглянулся.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗри «пиччене» — эртел старостине ҫапла калатчӗҫ — кӑшкӑрса хӑй патне чӗнсе илчӗ, пӑшӑлтатса темскер пӗлтерчӗ.

Один крикнул «дядю» – так назывался староста артели – и что—то сказал ему.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл темӗн каласшӑнччӗ, анчах ассӑн кӑна сывласа илчӗ.

Она хотела что-то отвечать, но только вздохнула.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл мана палласа илчӗ, ӑшшӑн кулса ячӗ, анчах манӑн унпа йӑпанса тӑма вӑхӑтӑм ҫук.

Узнав меня, она улыбнулась, но мне было не до нее.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ҫӗлӗкне илчӗ те тухса кайрӗ.

Он взял шапку и ушел.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сӑмах хушмасӑрах ӑна итлерӗмӗр: ҫав самантра вӑл темӗнле сисмен хушӑрах пире хӑй аллине ҫавӑрса илчӗ.

Молча повиновались ему: в эту минуту он приобрел над нами какую-то таинственную власть.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӗҫ-пӑшал ҫакӑнса тӑракан стена патне пырса тӑчӗ те вӑл, пӑтари тӗрлӗ калибрлӑ пистолетсенчен пӗрне, ал айне лекнине, ярса илчӗ.

Он подошел к стене, на которой висело оружие, и наудачу снял с гвоздя один из разнокалиберных пистолетов.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав вӑхӑтра пӗр офицер, пӳлӗм кӗтессинче лараканскер, ура ҫине тӑчӗ те, сӗтел патне васкамасӑр пырса, пурин ҫине те лӑпкӑн та савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗ.

В это время один офицер, сидевший в углу комнаты, встал, и медленно подойдя к столу, окинул всех спокойным взглядом.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл мрамор пек шуралса кайрӗ, ман еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, куҫӗ ҫеҫ тӗлӗнмелле йӑлтӑртатса илчӗ.

Она обернулась ко мне бледная, как мрамор, только глаза ее чудесно сверкали.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл мана пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ… пӗтӗмпех тесе шутлатӑп эпӗ, эсир ӑна хӑвӑр савса тӑни ҫинчен каласа панӑ, вӑл сире хӑй юратни ҫинчен пӗлтернӗ (ҫакӑнта княгиня йывӑррӑн сывласа илчӗ).

Она мне все сказала… я думаю, все: вы изъяснились ей в любви… она вам призналась в своей (тут княгиня тяжело вздохнула).

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней