Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илчӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Нимӗн те пулман, — пуҫне мӑнаҫлӑн ухса илчӗ Катька.

— Дело ни в чем, — гордо закинув голову, отвечала Катька.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл виртлешсе илчӗ; хӑрах ҫивӗтӗ калпакӗ айӗнчен ҫӗрӗ пек явӑнса тухнӑ.

Она презрительно фыркнула; одна коса торчала из-под шапки дугой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ сана хӑтартӑм, — терӗ те вӑл, шухӑша кайса, сӑмсине нӑш туртса илчӗ, — эсӗ вилеттӗнччӗ, сана шӑпах ҫурӑмӑнтан тиветчӗ.

— Я тебя спасла, — сказала она и задумчиво шмыгнула носом, — ты бы погиб, раненный наповал в спину.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катька мана алӑран ярса илчӗ те хӑй патнелле сӗтӗрчӗ.

Но Катька хватает меня за руку и тащит за собой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫывӑхра такам ахлатса илчӗ.

Кто-то ахнул поблизости.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрача ман ҫине пӑхса илчӗ.

Девочка посмотрела на меня.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл эпӗ суйманнине чухласа илчӗ.

Она видела, что я не вру.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана юнаса илчӗ те аллипе сумкине ярса тытрӗ.

Она энергично погрозила мне и взялась за кошель.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ вӑл ҫӑмӑллӑн кӑна сывласа илчӗ, сумкине чул ҫине лартрӗ.

Наконец она легонько вздохнула и поставила кошель на сухой камень — отдышаться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пуҫа усрӑм, тӳсейми тарӑхупа хуйхӑ пусса илчӗ мана; пуҫӑмра сасартӑк пӗр шухӑш вӗлтлетсе илчӗ.

Я потупил голову; отчаяние мною овладело, вдруг мысль мелькнула в голове моей.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Генерал, ку сӗнӗве шанман пек, пуҫне сулкаласа илчӗ.

Генерал покачал головою с видом недоверчивости.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Намӑссӑр! — тесе мӑкӑртатса вӑрҫса илчӗ.

Бессовестный! — проворчал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич ӳсӗрсе илчӗ те ӑнлантарма тытӑнчӗ.

Савельич крякнул и стал объясняться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев хута илчӗ те, хӑйне мӑнаҫлӑн тытса, чылайччен ун ҫине пӑхса тӑчӗ.

Пугачев принял бумагу и долго рассматривал с видом значительным.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев, эпӗ халӑх хушшинче тӑнине курсан, ман еннелле пуҫӗпе сулса, хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Пугачев, увидев меня в толпе, кивнул мне головою и подозвал к себе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев ман ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илчӗ.

Пугачев взглянул на меня быстро.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чирлӗ хӗрӗм ҫинчен каласан, вӑл ман ҫине ҫӗҫӗпе чикнӗ пек пӑхса илчӗ, анчах, уншӑн та тавтапуҫ ӑна, нимӗн те шарламарӗ.

А как сказала я про больную племянницу, так он, веришь ли, так взглянул на меня, как бы ножом насквозь; однако не выдал, спасибо ему и за то.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чаршава уҫрӗ те хӑйӗн хурчка куҫӗсемпе кӑн-кан-и пӑхса илчӗ

Отдернул занавес, взглянул ястребиными своими глазами!

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗри ҫӗлӗкӗ умне хут тытнӑ; тепри аллинчи сӑнни ҫине Юлай пуҫне тирсе лартнӑ: ӑна вӑл, сулласа илчӗ те хӳме урлӑ пирӗн паталла ывӑтрӗ.

Один из них держал под шапкою лист бумаги; у другого на копье воткнута была голова Юлая, которую, стряхнув, перекинул он к нам чрез частокол.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ман ҫине пӑхса ирӗксӗррӗн йӑлкӑшса илчӗ.

Тут она взглянула на меня и с усилием улыбнулась.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней