Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илчӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан самозванеца хӑйне тытни ҫинчен те Зурин хыпар илчӗ, ку хыпарпа пӗрлех ӑна малалла каясран чарӑнса тӑма хушнӑ.

Наконец Зурин получил известие о поимке самозванца, а вместе с тем и повеление остановиться.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Зурин Атӑл урлӑ каҫма приказ илчӗ.

Зурин получил повеление переправиться через Волгу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич, калама ҫук тӗлӗнсе, аллисене сулса илчӗ.

Тут Савельич сплеснул руками с видом изумления неописанного.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ каласа пӗтерсен, вӑл пуҫне пӑркаласа илчӗ те ҫапла каларӗ: «Ку ӗнтӗ, шӑллӑм, пӗтӗмпех аван; пӗр япала ҫеҫ лайах мар: мӗн мурӗшӗн авланатӑн ҫак эсӗ?

Когда я кончил, он покачал головою и сказал: «Все это, брат, хорошо; одно нехорошо: зачем тебя черт несет жениться?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

(Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Зурин куҫне хӗссе, тӑрӑхланӑ пек темле кӗвӗлетсе шӑхӑрса илчӗ те, ларакансем пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ, эпӗ калама ҫук иментӗм).

(При сих словах Зурин засвистел так выразительно, что все захохотали, а я совершенно смутился).

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановна хӑвӑрттӑн ун ҫине пӑхрӗ те умра хӑйӗн ашшӗ-амӑшне вӗлерекен тӑнине палласа илчӗ.

Марья Ивановна быстро взглянула на него и догадалась, что перед нею убийца ее родителей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав самантра ҫилӗпе курайманлӑх вырӑнне ман ӑшчике темле йӗрӗнӳ ҫавӑрса илчӗ.

В эту минуту презрение заглушило во мне все чувства ненависти и гнева.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев Швабрин ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ:

Пугачев взглянул грозно на Швабрина.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ман упӑшкам! — тесе илчӗ вӑл, тӗлӗнсе.

— Мой муж! — повторила она.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев Швабрин ҫине йӳҫҫӗн тӑрӑхласа пӑхса илчӗ:

Пугачев посмотрел на Швабрина и сказал с горькой усмешкою:

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Самозванеца Швабрин крыльцо ҫине тухса кӗтсе илчӗ.

Швабрин встретил самозванца на крыльце.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев йӳҫҫӗн кулса илчӗ.

Пугачев горько усмехнулся.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев халӑха пуҫ тайса илчӗ.

Пугачев кивал головою на обе стороны.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Лашасем вырӑнтан тапранчӗҫ, шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарса илчӗ те, кибитка вӗҫтерчӗ…

Лошади тронулись, колокольчик загремел, кибитка полетела…

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Старик пӑрӑнчӗ те: «ҫурӑк сӑмса«, — тесе мӑкӑртатса илчӗ.

Старик отворотился и проворчал слова: — Рваные ноздри!…

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл лӑп та шӑп ҫак самантра ҫутта куҫаркаланипе куҫне уҫса пӑхрӗ, сывласа илчӗ те питне аллипе хупласа каллех ҫывӑрса кайрӗ.

который как раз в эту минуту открыл глаза, потревоженный передвижением света, и сразу опять заснул, вздохнув и закрыв лицо рукою.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петькӑ та ҫакна пӗрре пӑхсах тавҫӑрса илчӗ пулас.

и Петька, кажется, понял это с первого взгляда.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана темле кичемлӗх пусса илчӗ, чунӑм теме сиснӗ пек пулчӗ.

Мне стало грустно и как-то тревожно на душе,

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблев аллине сӗтел ҫинчен илчӗ, Николай Антоныч еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Кораблев снял руку со стола и с интересом обернулся к Николаю Антонычу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте шавласа кайрӗҫ, Кораблев кӑштах палӑрмалла пуҫне ухса илчӗ.

Все зашумели с возмущением, но Кораблев чуть заметно кивнул головой.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней