Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӑрахса кайрӗ, кайрӗ!
Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пролеткине хапха умне пӑрахса хӑварчӗ те, чӑпӑрккине пӗтӗркелесе шинель аркипе чӑлханса, тарҫӑсем пурӑнакан ҫурталла чупрӗ.Пролетку бросил около ворот, комкая кнут, путаясь в полах распахнутой шинели, бежал в людскую.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Мӗскер эсӗ, килнӗ-килмен ҫамрӑк арӑмна пӑрахса хӑваратӑн?
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ҫӗлене ӑшӑтса пурӑннӑ эсӗ? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Саша мучи сасартӑк ҫинҫе сасӑпа, аллисене айванла чарса пӑрахса.— Змею ты грел! — вдруг резким фальцетом выкрикнул дед Сашка, нелепо топыря руки.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Килнӗ аслӑ ҫын хӑйӗн чыслӑхӗпе йӗркелӗхне килӗшекен ӑссӑр ыйтусем парать, аманнӑ салтаксем, кӗҫӗн врач канаш панӑ тӑрӑх, куҫӗсене стройра вӗрентнинчен те ытларах чарса пӑрахса: «Точно так, ваше императорское величество!» е тата, ҫав титулах хушса хурса, «Никак нет!» — тесе ответлеҫҫӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Листницкий хӑйӗн сотнинчен пӗр ҫухрӑмра пӑрахса хӑварнӑ окопсен хура шӑтӑкӗсем курӑннине асӑрхарӗ; окопсем хыҫӗнче ыраш уйӗ пуҫланать тата ҫилпе хускалса кайнӑ ирхи тӗтре кӑвакӑн-симӗсӗн чӗтренсе тӑрать.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий, кӗпе-йӗмне хывса пӑрахса, ҫӑвӑнмалли ванна пӳлӗмӗпе унӑн тӗксӗм кантӑклӑ чӳречисене тӗлӗнерех пӑхса сӑнанӑ хушӑра шурӑ халатлӑ ҫынни ванна ӑшне шыв тултарчӗ те, температурине виҫсе пӑхса, Григорие шыва кӗрсе ларма хушрӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорие халь, хӑй ҫийӗнчи темле ирсӗр те вараланчӑк ӳт-тире сирсе пӑрахса, ним вараланман таса чун-чӗрепе урӑх пурнӑҫа пырса кӗнӗ туйӑнать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫав тери аван иккен, икӗ эрне хушши атӑ ӑшӗнче тарласа пиҫӗхнӗ урасене салтса пӑрахса, пӗтӗм кӗлеткепе тӑсӑлса выртса канса пымашкӑн.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Казаксем, кашӑкӗсене пӑрахса, картишне чупса тухрӗҫ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Каламасӑрах паллӑ — хуҫисем хӑйсен килне васкавлӑн пӑрахса тухса тарнӑ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Икӗ хутчен вӑл йывӑр ҫӗклемне пӑрахса хӑварчӗ, анчах икӗ хутӗнче те каялла таврӑнса, ӑна каллех алли ҫине ҫӗклерӗ, тӗлӗрмесӗр курнӑ тӗлӗкри пек шавах малалла тапаҫланчӗ.Два раза бросал свою ношу и оба раза возвращался, поднимал и брел, как в сонной яви.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сыввине пӑрахса сусӑра хапсӑнӗ, тетӗн-им?
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Тӑвансем, пӑрахса ан хӑварӑр!
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Венгерецсем казаксене курчӗҫ те, туппа пӑрахса, каялла вӗҫтерчӗҫ.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ыттисенчен иртсе, унта сиктерсе ҫитрӗ те тулхӑрса кӑна пыракан утне туртса чарчӗ, тинкерсе пӑхрӗ; касса пӑрахнӑ салтак кӑтрашка мӑк ҫине, пичӗпе мӑк ӑшне чикӗнсе, аллине аяккалла сарса пӑрахса, ӳпнелле ӳкнӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пуласса акӑ мӗн пулнӑ: вӑрҫа илсе пынӑ ҫынсем вилӗм хирӗнче пӗр-пӗрне ҫитсе ҫапӑннӑ; хӑйсем евӗрлӗ этемсене вӗлерес ӗҫре аллисене хуҫма, хӑнӑхтарма ӗлкӗрейменскерсем, ҫитсе ҫапӑннӑ та, хӑраса хытсах кайса, пӗр-пӗринпе чикӗшӗнме, перӗшӗнме пуҫланӑ, пӗр-пӗрне нимӗн уйламасӑр каса-каса суранлатнӑ, хӑйсене те, учӗсене те шӑлтах амантса пӗтернӗ, унтан, ҫынла пӗрлӗхсӗр тунӑ пӑшал сассине илтнипе хӑраса ӳксе, тӗрлӗ ҫӗрелле пӑрахса тарнӑ, чун-чӗрисене, кӑмӑлӗсене суранлантарса, ик еннелле пӑрӑннӑ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кайран кӑна паллӑ пулчӗ; казаксем фольваркран ҫур ҫухрӑмра телеграф пралукӗсене касса татнине пӗлнӗ иккен те, иртнӗ каҫхине иккӗмӗш постран пӑрахса кайнӑ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Казаксем, куҫӗсене чарса пӑрахса, пӗрремӗш сотня еннелле ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ: лаша унта, сулахай флангра, кӗҫенсе ячӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Стройри унпа юнашар Иванков, йӗнерӗ ҫине юпа пек хытса ларнӑ та, виҫ кӗтеслӗ тутине карса пӑрахса, хуралса кайнӑ чалӑш-тӗлӗш шӑлӗсене кӑтартса, итлесе тӑрать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.