Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вара Давид патне Нафан [пророка] янӑ, лешӗ ун патне пынӑ та каланӑ: пӗр хулара икӗ ҫын пулнӑ, пӗри — пуян, тепӗри — чухӑн; 2. пуяннин вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та питӗ йышлӑ пулнӑ, 3. чухӑннин вара пӗртен-пӗр сурӑхсӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӑл ӑна путеклех туяннӑ та ҫитерсе ӳстернӗ, ҫак путек унӑн ачисемпе пӗрле ӳснӗ; унӑн ҫиес ҫӑкӑрне ҫинӗ, унӑн алтӑрӗнчен ӗҫнӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ҫывӑрнӑ, вӑл уншӑн хӗрӗ пекех пулнӑ; 4. пуян ҫын патне ҫулҫӳрен кӗнӗ те, лешӗ ҫулҫӳрен валли [апат] хатӗрлеме хӑйӗн сурӑхне е вӑкӑрне хӗрхеннӗ, вӑл ӗнтӗ чухӑнӑн сурӑхне пуснӑ та ҫав ҫын валли апат хатӗрленӗ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Патша хӑйӗн тарҫисене каланӑ: пӗлетӗр-и, ҫакӑ кун Израильре ҫулпуҫ, чаплӑ ҫын, пуҫ хучӗ; 39. эпӗ, патшана ларма ҫу сӗрнӗ ҫын пулсан та, халлӗхе вӑйсӑр-ха, ку ҫынсем вара, Саруия ывӑлӗсем, манран вӑйлӑрах; усал тӑвакана усаллӑхне кура Ҫӳлхуҫа тавӑрса патӑр! тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Самуил вара Галгалран Вениаминсен Гивине кайнӑ; [Саул та хӑйпе пӗрле юлнӑ ҫынсемпе Галгалран Вениаминсен Гивине кайма тухнӑ, ҫавӑн чухне вӗсене тӑшман ҫарӗ тапӑннӑ;] Саул хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене шутласа пӑхнӑ та, вӗсем ултҫӗр ҫын пулнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем — вуникӗ ҫын, кашни йӑхран пӗрер ҫын — шутласа тухса шута кӗртнӗ ҫынсем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ютран килнӗ ҫын е сан патна пырса вырӑнаҫнӑ ҫын ҫителӗклӗ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, санӑн тӑвану ун умӗнче ҫука юлса сан патна вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫынна е ютран килнӗ ҫыннӑн ӑрӑвӗнчи пӗр-пӗр ҫынна хӑйне хӑй сутсассӑн, 48. сутнӑ хыҫҫӑн ӑна каялла тӳлесе илме юрать; ӑна унпа пӗртӑвансенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илтӗр, 49. е ӑна ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗ, е пиччӗшӗн ывӑлӗ тӳлесе илтӗр, е кам та пулсан унӑн йӑхӗнчи, унӑн ӑрӑвӗнчи ҫын каялла тӳлесе илтӗр; е тата, вӑйӗ ҫитсессӗн, хӑйшӗн хӑй тӳлесе ирӗке тухӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. тилҫе чирӗпе чирлӗ ҫынна тасатмалла пулсассӑн, ун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна священник патне илсе пырӗҫ; 3. священник тапӑр тулашне тухӗ, тилҫе чирӗпе чирлекен ҫын тилҫе чирӗнчен сывалнине курсассӑн, 4. священник тасалакан ҫын валли икӗ таса чӗрӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип, иссоп илсе пыма хушӗ, 5. унтан священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлне тытса пусма хушӗ; 6. хӑй вӑл чӗрӗ вӗҫен кайӑкне, кедр йывӑҫне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, иссопне илӗ, ҫакна тата чӗрӗ вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тӗлне тытса пуснӑ вӗҫен кайӑк юнӗпе йӗпетӗ; 7. унтан тилҫе чирӗнчен тасалакан ҫын ҫине ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, вара ҫав ҫынна таса тейӗ, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хире вӗҫтерсе ярӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫав аш мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫиме юрамасть, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; таса аша вара кирек мӗнле таса ҫын та ҫиме пултарать; 20. пӗр-пӗр ҫын хӑй таса мар чухнех Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, 21. е пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне, этем тасамарлӑхӗ ҫумне е таса мар выльӑх ҫумне, е мӗнле те пулин таса мар ҫӗлен-калта ҫумне сӗртӗннӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ачасем ӳссе ҫитӗннӗ; Исав кайӑк тытма ӑста ҫын пулнӑ, хир ҫынни пулнӑ; Иаков йӑваш ҫын, чатӑрта пурӑнакан ҫын пулнӑ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: 28. тен, тӳрӗ ҫынсене шутланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Усал ҫын та килет кунта, ырӑ ҫын та иртсе каяймасть.
«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫын каланӑ пек, «ухмах» пулса тухмарӗ вӑл, каланине ӑнланакан ҫынах пулса тӑчӗ.
Виҫӗ тӑван пӗрлешсен… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Атту ҫын тӗлӗнсе каймалла-ҫке: ют ҫынсем пек пурӑнатпӑр.
Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Ҫын упӑшкисем ҫын пекех.
Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫавӑн пекех, вӑл кризислӑ лару-тӑрура пулнӑ, ҫулӗ ҫитмен йывӑр ҫын пулнисене пулӑшу парасси, йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене медицина кӑтартӑвӗсене, вӑхӑтра пулӑшу парасси ҫинчен те калаҫрӗ.
Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla
Ҫынсем ҫимӗкре авланаҫҫӗ пулсан, эпӗ, тӗнчене кутӑн ҫуралнӑ ҫын, туя та ҫил-тӑманпа пӗрле ирттеретӗп!
Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хӗветӗр хай ӑҫти ҫын тата мӗн ӗҫпе ҫӳренине тӳрех каласа документне кӑтартсан тин ватӑ ҫын уҫӑлчӗ.
Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пӗлет-ха вӑл: ыр сунакан ҫын усал хыпара чирлӗ ҫын умӗнче каласа та ларас ҫук.
Усалли чирлеттерет, ырри сыватать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пӗри сывӑ та юлма пултарӗ, анчах вӑл, ҫын вӗлернӗ пулсан, ырӑ ҫынсенчен тарса, пытанса ҫӳреме тӑрӑшӗ.
Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хам та пӗлетӗп-ҫке, аван мар мана ват ҫын умӗнче, темле вӑр-хурах мар вӗт эп ҫын алӑкӗсене ҫӗмӗрсе ҫӳреме.
Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑх, эппин: йӑлтах хам тунӑ, ҫын вӑйӗпе мар, ҫын аллипе кӑвар туртман.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.