Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тата мушиксене махнолӑх йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ.
Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
… Ҫӑлчӗ, ҫӑлмаллипех ҫӑлчӗ ӑна ҫавӑн чухне Матви вилӗмрен: арӑмӗн ӳкӗтне пӑхса тӑмарӗ — хӑпӑл-хапӑлах больницӑна илсе ҫитерчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана кунта, тапранса каятӑп эпӗ ҫуркунне Сибирелле.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Пуҫа ҫав тери хӗртсе ҫитерчӗ те, ыйхӑ та килсе кайрӗ…
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Вӑл мӗн-мӗн каланине каласа кайма кирлӗ те мар пуль, ахаль те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ вӗт!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
«Юрату» йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ун ҫинчен пур арҫынсемпе хӗрарӑмсем те ялан пӗр пек сӑмахсемпе пуплетчӗҫ.Надоела «любовь», о которой все мужчины и женщины говорили одними и теми же словами.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пулӗ вӑл туррине!
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш чух вӑл ҫывӑрса кайнӑ пекех туйӑнать мана, эпӗ вулама пӑрахатӑп та эсрелӗ кӗнекине пӑхкалатӑп — ытла та вӑл мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Манӑн ҫапӑҫас килмест, мана пӗтӗмпех вӑйсӑрлантарса яракан кичемлӗх пусса ҫитерчӗ, ҫиленсе кайнӑ пиччене питрен пӑхма та лайӑх мар пек туйӑнать мана.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана вӗсем патӗнче.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫул май ватӑ господин вӗсене кӗпе-йӗм, тумтир илсе пачӗ, унтан вара килне илсе пычӗ те тӑраничченех ҫитерчӗ.По дороге старый господин купил им белья и одежду, а потом привел к себе и накормил до отвала.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Паян тул ҫутипех тӑнӑскерсене кӑнтӑрлахи шӑрӑхпа вӑрӑм ҫул халтан ярса ҫитерчӗ.Дневной жар и длинный путь изморили артистов, которые встали сегодня чуть свет.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Саламлама та аран-аран вӑй ҫитерчӗ вӑл.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юлашкинчен, Йевта тухма хӑюлӑх ҫитерчӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Витяҫӗн вӑй-халӗ, хаярлӑхӗ ӳссех пырать, вӑл пограничниксене ҫӳле ту ҫинчи ват вӑрмана илсе ҫитерчӗ.Витязь, энергия и злоба которого нарастали, привел пограничников в старый высокогорный лес.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Резинӑран тунӑ кимме хытӑ юхакан Тисса тепӗр вунӑ минутран тивӗҫлӗ вырӑна — Кларк шухӑшласа хунӑ тӗлти хӗвелтухӑҫ ҫырана илсе ҫитерчӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ҫапла, тусӑмсем, вӑт мӗн тума ӑс ҫитерчӗ сирӗн старикӗр, — вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне атте, хӗрелсе, ӳсӗркелесе, мана тата Володьӑна ала парса.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Василий авланни ҫак телейсӗр хӗрӳллӗ юратуран мана йӑлтах сыватса ҫитерчӗ, ӑна авланма хӑй сӗннипе аттерен эпӗ ирӗк ыйтса илтӗм.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ах, ma bonne tante, — атте ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илсе, ырӑ сасӑпа ответлерӗ княгиня, — сирӗн ку тӗлӗшпе шухӑшӑр епле пулнине аванах чухлатӑп ӗнтӗ; анчах ку ыйтура пӗрин пирки сирӗнпе килӗшме пултараймастӑп: ун пирки эпӗ, мӗн чухлӗ шухӑшласан та, мӗн чухлӗ вуласан та, мӗн чухлӗ ҫынсемпе канашласа пӑхсан та, ҫавах пурнӑҫра хам сӑнаса курни мана ачасене хӑратма кирлине ӗнентерсе ҫитерчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кичемлӗх аптратса ҫитерчӗ, апат ҫиес килекен пулчӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.