Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурин пирки те, ҫылӑх каҫарттарнӑ чухнехи пекех, пӗр пытармасӑр каласа парса, вӑл ӗнтӗ Малиша хӑйне ӑнланаймасси ҫинчен шутламарӗ те.А начав говорить, словно исповедуясь, он уже не думал, что Малиша может его не понять.
29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Санӑн та хӗпӗртеме ҫылӑх мар, — терӗ шофер, — мӗнле таната витӗр тухрӑр, шухӑшласа пӑхӑр-ха!— И вам не грешно порадоваться, — сказал шофер: — через такие рогатки прорваться, подумайте!
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫылӑх каҫарттарма мӑнастире кайнӑ кунхи ырӑ кӑмӑл йӑлтах пӗтрӗ, ун ҫинчен пуҫӑмра тӗтреллӗ ырӑ асаилӳ кӑна сыхланса юлчӗ, вӑл та ирӗклӗ пурнӑҫӑн ҫӗнӗ туйӑмӗсемпе ытларах та ытларах хупланса пычӗ.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ыттисемпе пӗрле «турӑ юнне» сыпма тесе чиркӗве каймашкӑн тумлана пуҫласан, эпӗ ман тумтире пӑсса ҫӗлеменнине, ӑна тӑхӑнма май ҫуккине пӗлтӗм те шутсӑр нумай ҫылӑх турӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах экипаж сиктерни, куҫ умӗнчен тӗрле япаласем вӗлтлете-вӗлтлете юлни ку туйӑма часах сирсе ячӗ; эпӗ халь ӗнтӗ ҫылӑх каҫаракан манах ман пек ырӑ чунлӑ ҫамрӑк ҫынна пурнӑҫра нихҫан та курманни, курас та ҫукки тата ман пекки пачах пулманни ҫинчен шутлать пулӗ, тесе шухӑшларӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫылӑх каҫараканӑн ури сассисем ман шухӑша сирсе ячӗҫ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗмӗш хут ҫылӑх каҫарттарни
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн ҫылӑх каҫаракана курмалла терӗм, унӑн ятне каларӑм.Я сказал, что мне нужно видеть духовника, назвав его по имени.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӑнастир картине кӗрсен, эпӗ хама тӗл пулнӑ пӗрремӗш ҫынтанах ҫылӑх каҫаракана епле тупасси ҫинчен ыйтрӑм.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ҫылӑх каҫарттарас умӗнхи кӗлӗ сӑмахӗсем аса килчӗҫ, вӗсем ман хӑлхара пӗр чарӑнмасӑр янӑраса тӑчӗҫ.Слова молитвы перед исповедью вспомнились мне и не переставая звучали у меня в ушах.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫылӑх каҫарттарма малтан атте кӗчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксемпе тата ҫакӑн евӗрлӗ сапаланчӑк шухӑшсемпе эпӗ диванлӑ пӳлӗме таврӑнтӑм, унта пурте пухӑнса ҫитнӗ ӗнтӗ, манах ҫылӑх каҫартарасси умӗн кӗлтума хатӗрленет.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫылӑх каҫарттарни
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вӑт, сана ҫылӑх тума илӗртекенни тупӑнсах пырать, — терӗ Катя Любӑна, пӳлӗме кӗрсен.— Вот, тебе все искушение, — сказала Катенька, входя в комнату и обращаясь к Любочке.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗн, тата ҫӗне ҫылӑх турӑн-им? — ыйтрӑм эпӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫылӑх каҫараканни кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватӑ та хаяр питлӗ манах, вӑл аттене пиллерӗ.Духовник, седой монах с строгим старческим лицом, благословил папа.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫылӑх каҫаракан килсе ҫитрӗ, правилӑсем итлеме аяла ансамӑр, — килсе пӗлтерчӗ Николай.— Духовник приехали, пожалуйте вниз правила слушать, — пришел доложить Николай.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вара эпӗ, Сен-Жерома вӗренме каятӑп тесе каласа, хам патӑма ҫӳле хӑпартӑм, анчах тӗрӗссипе вӗренме мар, ҫылӑх каҫарттарма кайиччен (унччен сехет ҫурра яхӑн ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ) хамӑн ӗмӗрӗм тӑршшинчи тивӗҫӗмсемпе ӗҫӗмсен расписанине тума, хам пурнӑҫӑн тӗллевне тата пӗр пӑркаланмасӑр пурнӑҫласа пымалли правилӑсене хут ҫине ҫырса хума шут тытрӑм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, унтан? — ыйтрӑм эпӗ хамран хам, анчах ҫав вӑхӑтра ку ӗмӗтсем — мӑнкӑмӑллӑх, ҫылӑх пулнине, ун ҫинчен паян каҫах пупа калама кирлине астуса илтӗм, вара пуҫа каллех малтанхи шухӑш пырса кӗчӗ:
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эхер эпӗ унпа пӗрле туртсанах рама тухас-тӑк, — шухӑшласа илтӗм эпӗ, — ҫылӑх пулать, эппин паян урӑх вӗренмелле мар».
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.