Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑкран (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каштӑрка стенасем тӑрӑх хӑпарса шӑтӑкран йӗри-тавра пӑхса илчӗ.

Пик выкарабкался по шероховатой отвесной стене и выглянул наружу.

Инкекрен инкеке // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Пуҫӗ тӑрринче пысӑк шӑтӑк курӑнчӗ пулсан та пӳлӗмӗн маччи курӑнмасть, шӑтӑкран пӳлӗме ҫутӑ ӳкет.

Потолка не было видно, хотя где-то над головой мышонка зияло большое отверстие, через это отверстие в помещение проникал ещё совсем бледный свет утренней зари.

Инкекрен инкеке // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Малтан шӑтӑкран хӳре ҫухалчӗ.

Сперва исчез в отверстии гнезда толстый хвост.

Чӗнмен хӑна // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Шӑтӑкран тутлӑ шӑрш тухать.

Оттуда ударил ему в нос сладкий запах.

Ҫул ҫӳресси пӗтни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Тӗкӗлтура шӑтӑкран тухрӗ, хӑйӗн чӑмӑр хырӑмне урисемпе хыҫкаласа илчӗ, ҫунатне тӳрлетсе сывлӑша вӗҫсе хӑпарчӗ.

Он вылез из дырки, почесал лапкой круглое брюшко, расправил крылья и поднялся на воздух.

Ҫул ҫӳресси пӗтни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Ҫуркунне вара шӑтӑкран кӑлараҫҫӗ те лартаҫҫӗ.

Весной её вырывают из песка и сажают.

Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Тепӗр утӑм турӑм та, сасартӑк, юр ҫӗкленчӗ, темӗн хураскер, шавлӑн, хытӑ юра ҫӗмӗрсе шӑтӑкран тухрӗ.

Ещё шаг — и вдруг снежный взрыв, что-то чёрное в нём с шумом и треском вырывается из лунки.

Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

Тӑпрана вӑл, пӗр минут та канмасӑр, е алӑпа ывӑтрӗ е ҫӗлӗк ҫине тултарса шӑтӑкран кӑларчӗ.

Землю он выгребал руками и шашкой, не отдыхая ни минуты.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑшӗсем шӑтӑкран тухаҫҫӗ, хӑшӗсем сиксе каҫаҫҫӗ.

Одни лезли в дыру, другие прыгали через забор.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Шӑтӑкран малтан хӑрах ура курӑнчӗ, унтан тепри курӑнчӗ, майӗпен Вовка ҫурӑмӗ те курӑнчӗ, унтан хулпуҫҫийӗпе пуҫӗ те тухрӗ.

Из отверстия высунулась сначала одна нога, лотом другая, затем торжественно и медленно появилась Вовкина спина, затем плечи и голова.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Куҫ хупса иличчен Григорий хӑй еннелле вӑркӑнса килекен тӑшмана сӑнаса илет, унӑн йӑлтӑртатакан куҫӗсене, нумай пулмасть ӳстерме тытӑннӑ кӑтра сухаллӑ шуранкарах питҫӑмартийӗсене, кӗске те сарлака атӑ кунчисене, кӑшт усарах тытнӑ винтовка кӗпҫин хура шӑтӑкне тата ҫав шӑтӑкран ҫӳлерехре чупнӑ май силленкелесе пыракан шӗвӗр вӗҫлӗ хура штыка курать.

Какой-то миг Григорий рассматривает подбегающего врага, видит его блестящие глаза и бледные щеки, поросшие молодой курчавой бородкой, видит короткие широкие голенища сапог, черный глазок чуть опущенного винтовочного дула и над ним колеблющееся в такт бега острие темного штыка.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лаши снаряд алтакласа хӑварнӑ шӑтӑкран ҫирӗм утӑмра выртать.

Конь лежал в двадцати шагах от воронки.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пиҫиххийӗсене юлашки шӑтӑкран туртса ҫыхнӑ.

Затянули ремни на последние дырки.

Салӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Шӑтӑкран аяккарах тӑратӑр вӗсене!

— Отведите их от ямы!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урамсенче ӑҫта пӑхнӑ унта пӗренесем выртнӑ, тин чавнӑ шӑтӑкран кӑларнӑ ҫӗр куписем курӑннӑ.

Повсюду, куда ни глянь, у дворов лежали бревна и чернели бугорки земли.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун катмар кӑкӑрне йӑлтах кайӑксем шӑтарса пӗтернӗ, ун ҫинче, пӗлӗт пек, ҫӗр чӗкеҫӗсем вӗҫеҫҫӗ, вӗсем пӗрре ушкӑнӗпе ҫӳлелле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ, тепре, кӗвенте пек авӑнчӑк йӗр туса, мишене пуля пырса тивнӗ пек, шӑтӑка чӑмаҫҫӗ, е, шӑтӑкран сӑнӑ пек сиксе тухса, сывлӑша ҫурса, тӗлӗнмелле ҫаврашкасем туса вӗҫнипе куҫ йӑмӑхса каять…

Всю могучую грудь утеса источили птицы, образовав на ней свой шумный город, над утесом тучи щуров, — они то стаями взлетают ввысь и, описав дугу, с разгону влетают в норки, как пули в мишени, то стрелой вылетают из норки и сверлят воздух, чертя на синеве неба такие причудливые круги и линии, что рябит в глазах…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эй, эй, сасӑ пар! — кӑшкӑраҫҫӗ ачасем шӑтӑкран.

— Эй, эй, отзовись! — кричат ребята в дыру.

Патьен // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Шӑтӑкран пӑхрӗ.

Глянул в просвет.

Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кашни ҫынна вӗлермессерен вилесем шӑтӑкран тӑрса тухнине курсан, хӑрушӑ мар-и сана?»

Не страшно ли, что после каждого убийства твоего мертвецы поднимаются из могил?

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Игнат Савельевич Хворостянкин урапа айӗнчен упа хӑй ҫывӑрнӑ шӑтӑкран тухнӑ пек тухрӗ, куҫӗсене ыратмаллах хӗссе илчӗ: пӑхма та май ҫук.

Игнат Савельевич Хворостянкин вылез из-под брички, как медведь из берлоги, болезненно сожмурил глаза, — смотреть было невозможно.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней