Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлне (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑрахут килес сехет паҫӑрах иртсе кайрӗ ӗнтӗ, — пӑрахучӗ ҫук та ҫук, вӗсем ҫапах та кӗтсе лараҫҫӗ: Шуйттан шӑлне хупӑрламасӑр хӑварма юрамасть.

Давно миновал час, когда должен был пройти пароход, парохода нет, но они сидят и ждут: Чертов зуб нельзя оставить без ограждения.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Шӑлне вӑл нихҫан та тасатман, хӑй ӗмӗрӗнче шӑл щётки те курман.

Зубов он не чистил.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Анчах Киш шӑлне хӗстерсе ҫыртнӑ та, енчен енне ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑй ҫулӗпе утнӑ.

Но на его лице была написана решительность, и он шел вперед, не глядя по сторонам.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Вӑл ирхи уҫӑ ҫиле пула чӗтре-чӗтре илет те, хӑрӑлтатса пӑшӑлтатнӑн туйӑнакан сасӑпа калаҫакан ҫын сассине илтсенех, кӑмӑлсӑр пулса шӑлне йӗрет.

Он дрожал на холодном ветру и угрюмо оскалил зубы, когда человек заговорил с ним голосом, упавшим до хриплого шепота.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Лось ача калавне шӑлне ҫыртса итлет.

Лось, стиснув зубы, выслушал рассказ мальчика.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось шӑлне ҫыртса лартрӗ, куҫӗсем кашни вак-тӗвеке шӑтарасла, тимлӗн сӑнаҫҫӗ.

Лось стиснул зубы, глаза пронзительно, зорко отмечали каждую мелочь.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пусма патне пырса тӑчӗ те — шӑлне йӗрсе пӑрахса, мӑйӑхне чӗвен тӑратса кӑшкӑрчӗ:

Подходя к лестнице, ощеривался, — усы вставали дыбом:

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл шӑлне йӗрсе хунӑ, акӑ пушӑ тӳремрен ҫемҫен перӗнчӗ.

Он сел на очищенное место, скаля зубы.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шӑлне ҫыртса лартса Лось пусмапа аялалла вирхӗнчӗ, карап патне сиксе ҫитрӗ те хул пуҫҫипе тӗршӗнсе тӗртрӗ — мускулӗсем шӑтӑртатаҫҫӗ, — унтан карап кӑшкарне ун хыҫӗнче вӑрттӑн пытанса тӑнисем ҫинелле ывӑтрӗ.

Стиснув зубы, Лось кинулся вниз по лестнице, подскочил к кораблю, навалился плечом, — мускулы хрустнули, — и он опрокинул остов корабля на тех, кто таились позади него в засаде.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кукша марсиан унпа хушуллӑн пуплерӗ те — вара мӑнтӑркка хӑранипе халь-халь ларасла, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, шӑлсӑр ҫӑварӗнчи сарӑ пӗр шӑлне кӑтартса — хӑнасене пӳрте ертсе кӗчӗ.

Лысый марсианин заговорил с ним повелительно, и толстяк, садясь на ноги от страха, оборачиваясь, показывая жёлтый зуб из беззубого рта, — повёл гостей в дом.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗрле ӑна темӗн тӗлленет те — вӑл шӑлне шатӑртаттарать, шӑппӑн кӑшкӑрать те — тӑрса вырӑн ҫинче ларать: ассӑн-ассӑн сывлать, шӑлӗсене ҫыртнӑ, пичӗ те, кӑкӑрӗ те тарпа исленнӗ.

Ночью приснится ему, — заскрежещет, вскрикнет глухо, сядет на постели и дышит, — зубы стиснуты, в поту лицо и грудь.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗлсӗр чун! — шӑлне шатӑртаттарса Виталие хӑй айне тӑлпаласа чикме мекӗрленнӗ хушӑрах хӑрах аллипе, урайӗнче тем ухтарчӗ Бонапарт.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кикен ҫимен-и эс, Иван пичче, ай-ай урлӑ ҫеҫ кастаратӑн? — хӑйне вирлӗн кӑна тӑрӑнтарнине каҫарма шутламарӗ Виталий, халиччен кӗтессе хӗсӗннӗ хӑравҫӑ мулкачла чӑтӑмланнӑскер, асав шӑлне те кӑтартма именсе тӑмарӗ вӑл тӑрук.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лаша, йывӑрӑша сирсе пӑрахасла, хартлатрӗ, тулхӑрчӗ, карӑннӑ-саркаланнӑ сӑмси шӑтӑкӗсенчен кӑпӑк сирпӗтрӗ; ухрӗ-ухрӗ парӑнман пуҫне, тӑр-тӑр чӗтрекен уриеене чӑлхантарчӗ-чӑлхантарчӗ, сулахаялла-сылтӑмалла чалкӑшрӗ, Матвие ҫыртса татасла, карчӗ-карчӗ ҫӑварне, шӑтӑртаттарчӗ-шӑтӑртаттарчӗ шӑлне, талпӑнчӗ-талпӑнчӗ…

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унтах тата паттӑр гвардеецӑн сӑнӳкерчӗкне те пичетленӗ: Иван Белограй шап-шурӑ шӑлне кӑтартса ӑшшӑн кулать, чылаях хулӑн ҫӳҫ тӗпекне ҫӗлӗкӗ айӗнчен кӑларнӑ, мӑйӗ ҫинче автомат ременӗ, кӑкӑрӗ ҫинче орденсемпе медальсем.

Тут же был помещен и снимок героя: белозубая улыбка, из-под шапки выбивается тяжелый чуб, на шее ремень автомата, грудь в орденах и медалях.

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Витязь, ҫӑварӗнчен сурчӑк сирпӗтсе, шӑлне хаяррӑн шатӑртаттарать.

Витязь злобно скалил зубы, роняя пену из пасти.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Уча шӑлне шатӑртаттарса илчӗ.

Уча заскрипел зубами от боли.

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Муня! — Никола шӑлне ҫыртрӗ.

— Молния! — простонал Никола, заскрипев зубами.

10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Комиссар шӑлне ҫыртрӗ.

Комиссар закусил губу.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Шӑлне икӗ хут кӑчӑртаттарса илчӗ.

И зубами два раза ляскнул.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней