Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хаяррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаяррӑн (тĕпĕ: хаяррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кам эс, мӗн тума ермешрӗн пирӗнпе? — Телегинран хаяррӑн ыйтрӗ Мина.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун куҫне хаяррӑн ҫиҫтерсе илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен шӑршлӑ ҫӑварунтан кирлӗ мар сӑмах тухсанах — капут башка, — хаяррӑн пӑхса, хушса хучӗ пӗчӗк хура чӑваш.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах хаяррӑн каларӗ:

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӳсӗр ӗнтӗркӗвне сирсе пӑрахнӑ кӑмрӑкҫӑ сасартӑк пурне те шарт сиктерсе — куҫне хӑрушла ҫавӑрттара-ҫавӑрттара — ҫав тери хаяррӑн ӳхӗрсе ячӗ:

Страшно ворочая глазами, угольщик, стряхнув хмельное оцепенение, вдруг рявкнул пением и так свирепо, что все вздрогнули.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Теприсем кӑпӑклӑ хумсенчен хӑтӑлаймасӑр рифсем ҫине пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ; тамалакан хумхану карап корпусне хаяррӑн силлет; ҫынсӑр тӑрса юлнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ карап пӗтес умӗн чылайччен чӗтренсе тӑрать, кӗҫех ӑна тепӗр тӑвӑл чӗрпӗкӗн-чӗрпӗкӗн хуҫса-аркатса салатать.

Другие, схваченные бурунами, бились о рифы; утихающее волнение грозно шатало корпус; обезлюдевший корабль с порванными снастями переживал долгую агонию, пока новый шторм не разносил его в щепки.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унӑн пичӗ, — арпашӑнса-сапаланса ӳсекен ҫутӑ сухалӗнчен, ҫӳлелле хаяррӑн йӑтӑннӑ ҫӑра мӑйӑхӗнчен курӑнакан сӑмсипе тутине тата куҫӗсене пит теме юрать тӗк, — типшӗм, янкӑр уҫӑ темелле, анчах куҫӗсем кӑвак хӑйӑр пек, таса хурҫӑлла ялтӑркка, хӑюллӑн, шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.

Его лицо, если можно назвать лицом нос, губы и глаза, выглядывавшие из бурно разросшейся лучистой бороды и пышных, свирепо взрогаченных вверх усов, казалось бы вялопрозрачным, если бы не глаза, серые, как песок, и блестящие, как чистая сталь, с взглядом смелым и сильным.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ҫывӑрма ан чӑрмантар, ман ҫывӑрас килет! — хаяррӑн тавӑрчӗ Миша.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Сана мӗн ӗҫ?! — хаяррӑн тавӑрчӗ упӑшки.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ха-ха-ха, — хаяррӑн ахӑрчӗ Рита.

Ха-ха-ха, — сердито захохотала Рита.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Тунӑ ҫав — хӗр аллисене хаяррӑн сирчӗ Верук аппа.

— Да вот сделала, — сердито развела руки девушки тетя Вера.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ман витене пырса йӑлт вараласа, ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, — хаяррӑн тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ Рита.

В моем хлеву они все изгадили и разгромили, — сурово ответила Рита.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӗсене Громославски полк, урса кайнӑ пек хаяррӑн, флангран пырса ҫапать.

На них с фланга бешено ударил Громославский полк.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Снесарев военрука, ку генерала Троцкий хаяррӑн хӳтӗлесе тӑнӑ пулин те, Аслӑ ҫар советӗнче Ленин тимлӗ тӑнипе, юлашкинчен, Мускава чӗнсе илеҫҫӗ.

Военрук Снесарев, наконец, был отозван в Москву — по настоянию Ленина в Высшем военном совете, где Троцкий злобно защищал генерала.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Садри раковинӑран тухакан вальс кӗввисене пула (кунти икӗ краҫҫин лампиллӗ фонарь ҫеҫ ҫутатакан тусанлӑ аллея чухӑн пулсан та) яланлӑха иртсе кайнӑ вӑхӑтран — балри Платьен шурӑ аркипе суллакан ҫамрӑклӑха хаяррӑн аса илекеннисем те пулнӑ.

Были и такие, у кого звуки вальса из раковины в саду (несмотря на убожество пыльной аллеи под двумя керосиновыми фонарями) вызывали пронзительные воспоминания молодости, машущей из навсегда отлетевшего времени — белым шлейфом первого бального платья.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл — тырпул сутас-илес ӗҫе государство аллине памалла тӑвассине хаяррӑн пурнӑҫланинче пулмалла.

Должна быть жестоким проведением хлебной монополии.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Царицына ҫӑлса хӑварасси вӑл пӗтӗм фрончӗпе — Воронеж кӗпӗрнин ҫурҫӗр кӗтессинчен пуҫласа Сальски ҫеҫен хирӗ таран — наступлени тӑвассинче пулмалла тенӗ ҫӗнӗ тема хаяррӑн та уҫӑмлӑн илтӗнет….

Суровой ясностью звучала новая тема: оборона Царицына должна быть наступлением по всему фронту — от севера Воронежской губернии до Сальских степей.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӗпер урлӑ каҫсанах, — таҫтан, пӗр виҫ-тӑватӑ утӑмри канавран — хаяррӑн юнаса: «Стой! Кам унта?» тесе кӑшкӑрни илтӗнет.

Едва перешли мост, из канавы — где-то в трех шагах — угрожающе окликнули: «Стой! Кто идет?»

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сасартӑк, ҫак шӑрӑх лӑпкӑлӑха паровозсен тревога паракан свистокӗсем хаяррӑн ҫурса, янӑратма тытӑнаҫҫӗ.

И вдруг, разрывая зной, начались тревожные свистки паровозов.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӑнтӑрла, казаксемпе перкелешнисем хыҫҫӑн, хаяррӑн кӑшкӑрашса тем тӗрлӗ усал сӑмахсем каланисене итлесе кун каҫнӑ хыҫҫӑн, — ҫак ҫӑлтӑрлӑ ӑшӑ каҫ, шӑрчӑксем чӗрӗлтетнӗ сасӑпа янӑраса тӑраканскер, эрӗм шӑрши сараканскер, уншӑн ҫав тери аван, ҫав тери илемлӗн туйӑннӑ.

И теплая звездная ночь, звенящая кузнечиками, пахнущая полынью, казалась ей — после дневной перестрелки с казаками, целого дня злобных криков и матерщины — казалась ей прекрасной:

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней