Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халиччен сăмах пирĕн базăра пур.
халиччен (тĕпĕ: халиччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫра пӗрремӗш хут пӗр-пӗрин ҫумне ларса курнӑ хӗрпе каччӑшӑн, халиччен кун пирки ӗмӗр тума май ҫук япала ҫинчен шутланӑ пек ҫеҫ ӗмӗтленнӗскерсемшӗн, ҫапла ним чӗнмесӗр юнашар ларни те савӑшса пиҫнӗ яшсем ыталанса чуптунинчен ҫӗр хут ытларах чӗрене сиктернӗ…

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халиччен шӑпӑртах тӑнӑ вӑрман Укахвие курса вӑранса кайрӗ тейӗн.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ҫак вырӑнтах халиччен пӗлмен-илтмен япаласене те асӑрхатӑн…»

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халиччен никам та ӳкерсе паман, чуна хурлӑн-эрлӗн хумхантаракан аваллӑх илемӗ пытанса тӑнӑ пек ҫакӑнта.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр-пӗр халиччен вӗсем патне пыман ҫын ним сӑлтавсӑр пырсан вӑл леш кайсанах ун хыҫҫӑн тухса, «мӗн шутпа килтӗн — пуҫпах пултӑр» тесе, куркапа «хӑна» кайнӑ еннелле шыв сапать имӗш.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Халиччен ҫынна пӗр урлӑ сӑмах, пӗр сив сӑмах каласа курман пулӗ…

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Мӗтрие турилккесем айӗнчи шӑтӑклӑ плита темле халиччен курман йышши пек туйӑнчӗ те, вӑл, чӑнах та: «Аялтан вӗри ҫапать-ши вара кунта?» — тесе пӗр турилккине шутарса пӑхрӗ ҫав.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Георгий Федоров пурнӑҫран уйрӑлсан унӑн мӑшӑрӗ ҫыравҫӑн юррисене, куҫарӑвӗсене, унччен пичетленнӗ тата вулакан умне халиччен тухман сӑввисене пӗр ҫӗре пухса «Суйласа илнисем» кӗнекене кӑларнӑ.

Помоги переводом

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

«Халиччен ӑҫта ҫитнӗ пулӑттӑн-ши эсӗ, чӑрсӑр Ҫирӗклӗ, эхер сан ҫулна йывӑҫ лартса пӳлмерӗмӗр пулсан?» — аякра хуралса тӑракан ҫамрӑк вӑрман ҫинелле куҫне хӗссе пӑхать ватӑ тракторист.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Халиччен пит туйсах пӗтерейменнине туйрӑм, шухӑшласа ҫитермен япаласем ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм…

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халиччен ӑс-тӑнпа туйӑм вырӑнне алӑ ҫеҫ ӗҫленӗ манӑн!

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ан тив, ҫакна халиччен Анатолий Семенович та тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнланса ҫитереймен, чунӗ-чӗрипе туйса илеймен пултӑр.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Пӗлессӳ килсен, — кулса илчӗ вӑл, — эпӗ халиччен нихҫан та йытӑ-кушака килӗштерсе кайман, ӑшӑ куҫпа пӑхман.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халиччен ҫаплаччӗ те…

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халиччен мӗнле асӑрхаман-ха эпӗ ҫавна?»

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӗмӗтсем ҫитменни, шанчӑкӑм улталанни халиччен пулманччӗ-ха.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халиччен авланчӗ те пуль ӗнтӗ, манчӗ пуль мана, тесеччӗ.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ҫавӑнпах тараҫҫӗ тетӗн-ха? — ахӑртнех, ҫакна халиччен пачах та чухламаннипе мар, кун пирки пуҫ тавра лайӑхрах шухӑшлама тытӑннипе хуллен ыйтрӗ Турунов.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шухӑшлас туртӑм вӑйлӑ пулсассӑн, кашни ҫын хӑй ӑс-тӑнӗн тепӗнче темле пуянлӑх та тупма пултарать, хӑйӗн ӗҫне хӑй ӑсӗн халиччен курӑнман ҫутипе ҫутатса илемлетет.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халиччен эпӗ кунта никама та илсе килменччӗ, Сергей Андреевич, никама та.

Помоги переводом

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней