Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уйӑхӗнче (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Подрячик ҫак ӗҫсене, хӑйӗн йӑнӑшӗсене 3 эрне хушшинче тӳрлетсе май уйӑхӗнче ҫак объекта ӗҫе кӗртме шантарать.

Помоги переводом

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Ӑна раштав уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ.

Помоги переводом

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

— Ку истори июнь уйӑхӗнче, пӗр питӗ уяр, хӗвел пӗҫертсе пӑхнӑ кун пулса иртрӗ.

Помоги переводом

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Круизсене ҫу уйӑхӗнче йӗркелеме палӑртса хунӑ ӗнтӗ.

Первые круизы запланированы в начале мая месяца.

Пӑрахутсем ҫӳреме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34856.html

Герасим Федотович февраль уйӑхӗнче Марина патне телеграмма ҫаптарчӗ, ҫул укҫи куҫарчӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Июль уйӑхӗнче кин вилчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Ун чухне, пӗр вунпилӗк ҫул каялла, хӗвеллӗ авӑн уйӑхӗнче, районти радио Вылварринчи тырӑ йышӑнакан пункт Казахстанра тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра элеваторсенче ӗҫлеме килӗшекен ҫынсене пуҫтарни ҫинчен пӗлтерчӗ те, эпӗ чӑматан хатӗрлерӗм.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Айхи Николай Мартынова халалласа ҫырнӑ «Вирьял тусӑмсене» сӑввине 1953 ҫулхи июль уйӑхӗнче ҫырнине шута илсен, шӑпах ҫав вӑхӑталла пулнӑ ӗнтӗ вӑл Ҫухра ялӗнче.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Акӑ, сӑмахран, 2000 ҫулхи июль уйӑхӗнче, ҫыравҫӑ вилнӗ хыҫҫӑнах, «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ уйрӑлу сӑмахӗнче В. Станьялпа А. Тимофеев (Ыхра) Николай Мартынов сӑпайлӑхне, тирпейлӗхне, ӗҫченлӗхне аса илсе писателӗн «Хӗллехи ӑшӑ» повеҫӗнчи тӗп геройӑн, Малян ятлӑ ватта юлнӑ хӗрӗн, сӑнарӗнче чӑн чӑваш характерӗ сӑнланнине, Малян Нарсписен, Саламписен, Укахсен ретӗнчи сӑнар пулнине палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Пуш уйӑхӗнче Шупашкарти художество училищине йӗркелесе янӑ Ф.С.Быкова халалласа ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Помоги переводом

Пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%bf%d1%8 ... 80%d0%bde/

Олег Николаев август уйӑхӗнче Шупашкарта РФ субъекчӗсен тӗрленӗ карттисен фестивалӗ иртессине те пӗлтернӗ.

Помоги переводом

«Акатуй» Мускавра иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b5%d1%82/

Паллӑ, хӑш-пӗр ӗҫсене 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ӗҫ хучӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫласа пынӑ.

Помоги переводом

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Пуш уйӑхӗнче шӑп та лӑп ӑшӑ пулчӗ, хӗвел пикенсех хӗртрӗ, юра ҫисе ячӗ, васкаса шыв кайрӗ, ӑшӑ кунсем килчӗҫ, Ҫӗр-анне типшӗрчӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта ҫурла уйӑхӗнче РФ субъекчӗсен тӗрленӗ карттисен фестивалӗ иртесси пирки те асӑннӑ.

Помоги переводом

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Объекта кӑҫал утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗртме, пӗрремӗш хут ӗҫлеттерсе пӑхма палӑртнӑ.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Ҫук, Карелире июль уйӑхӗнче ҫӗрле те тӗттӗм пулмасть ҫав, августра кӑна тӗттӗмленме пуҫлать, ун чухне те пӗр-икӗ сехет пек кӑна тӗттӗмленет…

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Калӑпӑр, кӑрлач уйӑхӗнче сӗт хакӗ, кӗрпе, ҫу, сахӑр, сыр, аш-какай хакӗсем пӗчӗкрех пулнӑ ытти чухнехинчен.

Помоги переводом

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Вӑл пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче хӑйӗн йӑмӑкӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Утӑ уйӑхӗнче Шуркасси шкулӗнче ача-пӑча валли вӑйӑ лапамӗ тата спорт хули хута кайнӑ.

Помоги переводом

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Вун сакӑр ҫулхи каччӑ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней