Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пиччӗшӗ ҫиленме пултарнине пӗле-тӑркачах вӗсем ӑна виртлеме тытӑнаҫҫӗ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Часах шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем те урама тухаҫҫӗ, вӗсем таврашӗнче пухӑнса хытӑ шавласа выляма тытӑнаҫҫӗ.Его братья и сестры тоже вышли на улицу и вместе с другими ребятами затеяли шумную игру.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вӗсем ахаль ҫынсенчен чи тасисене, вӑйлисене, чун-чӗрипе йӑвашшисене суйласа илеҫҫӗ те вӗсене ҫурҫӗрелле те хӗвел тухӑҫнелле ӑсатма тытӑнаҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫавӑнпа та усала хирӗҫле вӑй-хӑват шырама тытӑнаҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсем ылтӑнпа капӑрлатнӑ капмар храмсем тума тытӑнаҫҫӗ, вӗсене Хӗвел ятне параҫҫӗ.Они стали строить огромные, украшенные золотом, храмы и посвящать их солнцу.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Иерофантсем хуҫаланма тытӑнаҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсем Негрӑн Ҫывӑракан Пуҫӗн ҫӗр ай храмне туса хураҫҫӗ — хӑйсем патне ҫынсене илӗртме тытӑнаҫҫӗ, — чирлисене сиплеҫҫӗ, шӑпа пирки юмлаҫҫӗ, ӗненекенсене вилнисен мӗлкисене кӑтартаҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсем влаҫа ярса илеҫҫӗ те урӑхла, ҫӗнӗ саккунсен никӗсӗ ҫинче — тӗрӗслӗх, ырӑ кӑмӑллӑх, талантлӑ пулас килеслӗх саккунлӑхӗ — тӗнчене ҫӗнетсе улӑштарма тытӑнаҫҫӗ.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах та ун пек тусан ҫынсем хӑйсене улталанине сисеҫҫӗ те пеме тытӑнаҫҫӗ.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Ҫавнашкал праҫник кун, кӑнтӑрла тӗлӗнче, унӑн урисем пуҫне пӑхӑнаҫҫӗ-ха, анчах та кӑштах унпа тавлашма тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Пӑру вити урлӑ, ревизи тунӑ чухнехи пек, хӑмасем хураҫҫӗ те, пӑрусене тепӗр еннелле пӗрерӗн-пӗрерӗн кӑларса шутлама тытӑнаҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вара вырӑнсӑр, пит тарӑхмалла каҫса кайса, чӗтресе кулма тытӑнаҫҫӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ирхи чей ӗҫсенех, сакӑр сехетре, хуҫапа шӑлнӗ сӗтеле туртса сарса яраҫҫӗ, ун ҫине шурӑ хут листисем, готовальнясем, карандашсем, туш янӑ чашкӑсем кӑларса хураҫҫӗ те пӗри сӗтел вӗҫӗнче, тепри ӑна хирӗҫ ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Турӑ пӑхать: каллех ҫӗр ҫинче чӗрӗ япаласем ӳсме тытӑнаҫҫӗ — курӑксем те, выльӑх-чӗрлӗхсем те, этемсем те!..Смотрит господь: опять обрастает земля живым — и травами, и скотом, и людьми!..
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ кӑшт тапрансанах, шӑтӑк таврашӗнчи хӑйӑр куписем ишӗлме тытӑнаҫҫӗ, шӑтӑк тӗпнелле хӑйӑр юха-юха анать, айккисенче хутламсем пула-пула юлаҫҫӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑмсем хапхасем патне тӳрех хӑйӑр ҫине, е тенкелсем ҫине вырнаҫса лараҫҫӗ те, хыттӑн шавлама тытӑнаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, ҫынна кӑшлаҫҫӗ; ача-пӑчасем лаптулла, чушкӑлла шӑмӑпа выляма пуҫлаҫҫӗ; амӑшӗсем ачасем епле вылянине сӑнаса лараҫҫӗ, правур выляканӗсене мухтаҫҫӗ, начар выляканӗсенчен кулаҫҫӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах вӗсем сутӑнма тытӑнаҫҫӗ пулсан, Гвозденсене шута илмесӗр персе вӗлермелле.Но людей нужно и расстреливать, если они вступают на путь предательства, даже если они Гвоздены.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Каҫ пулсан ҫамрӑксем, урапасем хушшине пысӑк кӑвайт хураҫҫӗ те, ҫывӑрма выртас вырӑнне, ташлама тытӑнаҫҫӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Эсӗ ун чух: «Эрне хушшинче, — тенӗччӗ, — Европӑра пӗтӗм пурнӑҫ чарӑнса ларать. Фабрикӑсем пушанса юлаҫҫӗ, чугун ҫулсем, почтӑсем, телефонсем, радио ӗҫлеме чарӑнаҫҫӗ, пӗтӗм ҫыхӑну татӑлать. Пролетариат пӗтӗмӗшле стачка пуҫлать. Рабочисем ССР Союзне хирӗҫ ҫапӑҫма килӗшмеҫҫӗ. Танкистсем танкӗсене пӑрахаҫҫӗ! Нимӗҫ коммунисчӗсем кӗрешме тытӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпех чарӑнса ларать. Карапсем тинӗсре чарӑнаҫҫӗ, шахтӑсем ишӗлеҫҫӗ. Европӑри, Англири, Америкӑри рабочисем фашизма уйӑх хушшинче ҫӗнтереҫҫӗ!» — Павӑл чарӑнчӗ те йӗкӗлтенӗ пек йӑл кулчӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Лазарет ӑҫтине каласа патӑр тесе, ӑна асаплантарма тытӑнаҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.