Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана тахҫантанпах юрататӑп, тахҫанах санпа паллашас килетчӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пирӗн колхозри ҫынсем пурте Илья Семенович пек пулас тӑк эпир тахҫанах Америкӑна хуса ҫитмелле текенсем те пурччӗ ялта.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна пӗлсен писательсен Союзнех ҫитетчӗ пуль, анчах хайхи Ямаш Ваҫҫи вунӑ ҫул каяллах вилни ҫинчен пӗлчӗ те майӗпен лӑпланчӗ: «Тупӑкра тахҫанах ҫӗрнӗ ҫын шӑм-шакне ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑрни илемсӗр», — терӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ Лапсар ҫулӗ нумай ҫынна канӑҫ памасть.

Помоги переводом

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Куллен янӑракан шӑнкӑрав сассине вӗрентекенсем тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Ку шкула эпир тахҫанах кӗтнӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Тахҫанах ҫулҫӳреве кайма ӗмӗтленнӗ тӗк шӑпах билет туянмалли вӑхӑт.

Если вы давно хотели отправиться в путешествие, то самое время покупать билеты.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун патне тахҫанах ҫитсе килесшӗнччӗ.

Помоги переводом

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Вӑл мана курчӗ те, вулама пӑрахса, тӳрленерех ларчӗ, эпӗ сывлӑх сунсан, тахҫанах пӗлекен ҫын евӗр хирӗҫ сывлӑх сунчӗ, анчах хӑй мана сӑнаса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ ӑна чӑтма ҫук хытӑ юрататӑп-ҫке тата кун ҫинчен тахҫанах пӗлетӗп!

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӗсем чи малтан кӑнтӑра кайӗҫ, мӗншӗн тесен Люся ун ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленет.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ку кӗнеке ҫамрӑк поэтсемшӗн кӑна мар, литературӑра тахҫанах палӑртнӑ поэтсемшӗн те усӑллӑ пулӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

17-мӗш ӗмӗр тӗлне, сӑмахран, Хӗвеланӑҫ Европӑри чӗлхесем вырӑс чӗлхинчен вӑйлӑрах аталаннӑ чӗлхесем пулнӑ: тахҫанах литература чӗлхин шайне ҫитнӗскерсем, вӗсем ытларах ҫивӗчленнӗ, туптаннӑ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Аталану шайӗ енчен илсен, пур чӗлхе те пӗр виҫере тӑмасть: пӗри вӑйлӑрах аталаннӑ, тепри сахалтарах, пӗр чӗлхипе тем тӗрлӗ литература та пур, унӑн нормисем те тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫырулӑхӗ пулса кайни те темиҫе ҫӗр ҫул ҫитет, теприн нормисем вара анчах йӗркеленме тытӑннӑ е йӗркеленсе ҫитеҫҫӗ, ҫырулӑхне туни те 50 — 60 ҫул кӑна пулать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш халӑхӗ калама ҫук музыкӑллӑ халӑх пулни тахҫанах паллӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ял ячӗ тахҫанах ҫухалнӑ ӗнтӗ, вӑл ят ват ҫынсен халапӗсенче кӑна юлнӑскер пулнӑ (хӑйӗн суя ятне те ҫавӑнтанах илнӗ ӗнтӗ автор) — анчах Шупуҫҫынни, истори юхӑмӗнче вӑл ан ҫухалтӑр тесе, унпа поэмӑра усӑ курнӑ.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Вӗсене тахҫанах касмалла пулнӑ ӗнтӗ, анчах хуҫасӑр ларакан кил-ҫурт пахчине никам та пуртӑпа пырса кӗмен.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эс вӑрҫӑран йывӑр аманса таврӑннине тахҫанах пӗлетӗп, анчах сулахай куҫу, вӑйсӑр куҫу ҫинчен пӗрремӗш хут илтетӗп, — аванмарланчӗ Герасим Федотович.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑнта пурӑнакан вырӑссем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Вылпа Штаранкӑ ҫыранӗсене тахҫанах хӑва лартса ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович пурнӑҫӗнчи улшӑнусем ҫинчен Улькка тахҫанах пӗлме ӗлкӗрнӗ паллах: хӗрарӑмсене ял варринчи тарасаллӑ ҫӑла шыв ӑсма кӑна лартса паман.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней