Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑнсан (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем пулсан та пире пачах манса ан кай, улу карачи, Меккӑна кайиччен те, унтан таврӑнсан та кӗркелесе тух.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киле таврӑнсан тем вӑхӑт шухӑшласа ҫӳрерӗм:

Помоги переводом

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Ҫуркунне каҫ час пулмасть, шкултан таврӑнсан ыранхи уроксене вӗренсе хатӗрлетпӗр те тӳрех утара тухса чупатпӑр.

Помоги переводом

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Михала та час-часах ӳсӗр таврӑнсан вӑрҫа пуҫларӗ: е яшка сивӗнсе кайнӑ, е ун ҫине хӑрӑм кӗрсе ӳкнӗ, урайӗсем те тепӗр чух таса мар.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫартан таврӑнсан икӗ пиччӗшӗ авланчӗҫ, уйӑрса кӑлармалла пулчӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫартан таврӑнсан ҫеҫ ҫулӗсем пӗр пулмарӗҫ: пӗри хӑй шӑпине вӑрманпа ҫыхӑнтарчӗ, тепри — колхозпа.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

«Пленум хыҫҫӑн колхозра», «Зоотехник вырӑнӗ фермӑра», «Яла таврӑнсан».

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Каҫхине, мастерскойран таврӑнсан, кӗнеке тытса ларатӑп та тем ҫыракан Ганнӑна сӑнатӑп куҫ хурипе.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Акӑ, вӑрҫӑ пӗтсен, салтаксем киле таврӑнсан, вӗсене эсӗ пулӑшни ҫинчен каласа парӑнӑр, — терӗ Алимпи.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кунӗпе ӗҫлесе ӗшеннӗ хыҫҫӑн килне таврӑнсан апат ҫиет те ӑшӑ вырӑн ҫине выртса вилнӗ пекех ҫывӑрса каять.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ир тӑрсан та, каҫхине ӗҫрен таврӑнсан та никампа ҫӑвар уҫса сӑмах хушма ҫук.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Киле таврӑнсан, эпӗ шкулта мӗн пулнине аннене каласа патӑм, питӗ кӳреннипе йӗрсе те илтӗм.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Киле таврӑнсан, эпӗ аннене пуп каланине хам ӑнланнӑ пек халапласа патӑм.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мунчаран таврӑнсан, эпӗ аннерен ҫимелли ыйтрӑм.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атта хывса ил-ха ураран, тет вара ӳсӗр таврӑнсан.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пиллӗкмӗш класа ҫӳрекен Роман шкултан таврӑнсан килти хуҫалӑхра хӑй мӗн тумаллине аван пӗлет.

Помоги переводом

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

- Салтакран таврӑнсан, эрнеренех ӗҫе вырнаҫрӑм.

Помоги переводом

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Унтан таврӑнсан Красноармейскинчи культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫине вырнаҫнӑ, каярахпа Ҫӗньял Упири библиотека заведующийӗ, районти шалти ӗҫсен пайӗн паспорт службин пуҫлӑхӗ, райхаҫат редакторӗн ҫумӗ, Янкасри культура ҫурчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Помоги переводом

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Таврӑнсан ун патне хӑнана кайнӑччӗ, ҫавӑнта паллашрӑмӑр.

Вернувшись я ходил к нему гостить, там мы и познакомились.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Эпӗ таврӑнсан, мана курмалла пек, Эрнепипе упӑшки амӑшӗ патне хӑнана пырса карӗҫ.

Когда я на побывку-то приехал, Эрнеби с мужем пришли к нам в гости…

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней