Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗнчӗ (тĕпĕ: сӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тен, Марине, ман пата кӗрес мар, хӑвӑн патна илсе пырас? — сӗнчӗ вӑл.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Килнӗ япала лар ӗнтӗ, — тенкел сӗнчӗ ӑна Марине.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чылайччен ташланӑ хыҫҫӑн Укахви ҫамрӑксене Тутаркассине ҫитсе килме сӗнчӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман халӑха шӑпланма сӗнчӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитес ҫул ӗҫлеме Липа сахалтан та виҫӗ бригадӑра виҫӗ звено тума, агрокружок уҫса унта агротехникӑна вӗренме сӗнчӗ, агрокружока хӑех ертсе пыма пулчӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавна сиссех-и тен, Левентей эртел председателӗ пулма Куҫма Иванч кандидатурине те хӑех сӗнчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑсатас-и? — сӗнчӗ вӑл, Липа правлени еннелле пӑрӑнманнине кура.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала пичче шкапран бутылка илсе пычӗ, унти эрехе виҫҫе пайласа, ӗҫме сӗнчӗ.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑк хыҫӗнче, тӗттӗмре ларакан Ятман паҫӑрах сисрӗ ӗнтӗ, вӑл килнӗ хыпар, хӑлхаран хӑлхана куҫса, пӗтӗм зала сарӑлчӗ, ӑна пуху председателӗ патне те ҫитерчӗҫ, лешӗ вара Ятмана тӗпелелле иртме сӗнчӗ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сильвестр атте ыйтӑва татса париччен чӑваш тата ҫармӑс мӑрсисемпе калаҫса пӑхма сӗнчӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Адашев Хусан ӗҫӗпе ӗҫлекен хӑйӗн тусӗсене Ту енчи ҫӗр-шыва хӳтӗлесе тӑма пысӑках мар ҫар яма сӗнчӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнта тыткӑна илнисем пулма пултараҫҫӗ тесе Максуд тата темиҫе мӑрса патне ҫитсе курма сӗнчӗ, Ахтупайпа Нургали ку мӑрсасем патне ҫеҫ мар, Арск хулине те кайса килчӗҫ.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл чыслӑн пуҫ тайрӗ те тӑлӑх арӑма хӑйӗнпе пӗрле пыма сӗнчӗ.

Помоги переводом

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вырӑсла калаҫса пӑх унпа, аслӑ хан, — сӗнчӗ Булат Ширин.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Марина Леонтьева ачасене ҫемье историне тарӑнрах тишкерме, вӑрҫа хутшӑннисен ячӗсене пӗлме сӗнчӗ, мӗншӗн тесен ҫӗршыв историйӗ шӑпах кашни ҫемьен кун-ҫулӗнчен ҫырӑнать те.

Помоги переводом

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Хушса та каламарӗ-ха хальхинче Булат Ширин вӗсене, ыт ахальтен ҫеҫ, таврӑннӑ чухне «ҫула майӑн» кӗрсе тухма сӗнчӗ.

Помоги переводом

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй Альпи ҫулне пӳлсе пушӑт тӗркине хӑвӑрттӑн ун умне пӑрахрӗ, хӗре ларма сӗнчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тӑхта, — ларма сӗнчӗ ӑна Урасмет.

Помоги переводом

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗнпе калаҫнӑ чухне аслӑ княҫа Хусан тӗлӗшӗнчен хӑюллӑрах политика тытса пыма сӗнчӗ.

Помоги переводом

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа та Черемисинов, каҫарӑр, эпир иксӗмӗр ҫеҫ хӑна пулса ларатпӑр тесе хӗрарӑмсене сӗтел хушшине илсе пырса лартрӗ, хуҫа таврӑннӑ ятпа пурне те черкке ҫӗклеме сӗнчӗ.

Помоги переводом

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней