Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сӑмахсене илтсе, хӗресне курсан, Унерпи пӑхнӑ ҫӗртех хытса кайрӗ шуралса: «Ай, пӗтрӗмӗр!

Помоги переводом

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Наградӑсене тивӗҫнисем те, куллен ялсенче пурӑнакансене культурӑллӑ канма май туса паракан ытти ӗҫченсем те ырӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ.

Помоги переводом

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл сӑмахсене илтсен, чун ҫӳҫенсе кайрӗ.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, Елена Максимовнӑн куҫ шӑрҫисем темле пысӑкланса кайрӗҫ, ҫӑварне уҫрӗ, тем каласшӑнччӗ, анчах калаймарӗ, пӗр самант юпа пек хытса ларчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ май, Кирукӑн куҫӗсем хаярлӑхпа ҫиҫсе илчӗҫ, сӑнӗ-пичӗ тӗксӗмленчӗ, ҫамки пӗрӗнсе илнипе куҫ харшисем пӗр-пӗринпе ҫывхарчӗҫ, тутине пӑчӑртаса тытрӗ, хӑй юпа пек тӳп-тӳрӗ тӳрленсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн хайхи йынӑшакан ҫын карта хӑми патне пычӗ те тӗлӗннӗ сасӑпа: — Эсӗ чӑнахах Кирук-и? — тесе шӑппӑн пӑшӑлтатса ыйтрӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук ҫак сӑмахсене каланӑ май шӑллӗ ҫине пӑхса илчӗ, Санюк пиччӗшӗн сӑмахӗсемпе килӗшрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку сӑмахсене Ваҫҫа арӑмӗ, Юлькка, каларӗ.

Помоги переводом

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ку сӑмахсене пустуй калать вӑл.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Халь ӑнланайман сӑмахсене, ӑнланайман шухӑшсене ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кайран «нервное потрясение» терӗҫ, эпӗ ӑнсӑр выртнӑ чух аташса калаҫнӑ сӑмахсене илтсен.

Помоги переводом

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Тӑлӑх ачасене пурте хӗрхенмелле, — тетӗп, таҫта кӗнекере вуланӑ сӑмахсене аса илсе.

Помоги переводом

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен лешсем, алӑк умнех ҫитсе тӑнӑскерсем, мӑштӑр-мӑштӑр каялла ҫаврӑнчӗҫ те шӑлӗсене килпетсӗр, макӑл, мӑшкӑллӑн-йӗкӗлтевлӗн ейрӗҫ:

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Хӑй алӑк кукрине тӑнӑ та, «репетици туса», пӑштӑн пӑшӑлтатать (ку сӑмахсене амӑшӗнчен илтнӗ пулӗ ӗнтӗ):

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӗркури, «чӑваш», «хырӑм», «пӑта» евӗрлӗ сӑмахсене асӑнкаласа, сӑмса айӗнчех тем ҫӑрӑлчӑкӗ ҫӑрса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Манӑн юлашки сӑмахсене илтсен, Кӗркури, ултав шалтан хӗссех лартнипе, тимӗр пӑрҫа ҫинче ларнӑ пек, купарчине кансӗррӗн хускаткаласа илчӗ, суя кулӑпа «варӑннӑ» питне-куҫне аялалла тартрӗ, анчах хӑй ҫӑварне шыв сыпнипех юлчӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Ӑҫта пӑсӑрланать вара вӑл? — хӗрхӳ сӑмахсене шӳтлипе шӗветсе тутлӑлантарасшӑн, иленкӗлетесшӗн пултӑм эпӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Юрать-ха Праски кинеми, Ҫтаппан мучипе пӗрлешме хут ҫыртармасӑр килӗшменскер, ку сӑмахсене пулах хуҫӑлса ӳкмест, май килсен, хӑй те пӑкки шаннӑ, шӗлтӗркенӗ, мӑртӑхса ҫитнӗ тӳрккесе хирӗҫ чӗвен те тӑрать, тӑрӑс-тӑрӑсах ура та тапать, ик пӳрни хушшипе мулкачне те кӑтарткалать.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Халӗ ӗнтӗ Ҫтаппан мучи, юлашки арӑмӗпе хирлешсе, малтанхи арӑмӗсемпе ачисене «сӑйланӑ» пуклак, хӗрхӳ, чунхуратмӑш, хисепсӗр сӑмахсене ҫӗннисемпе пуянлатрӗ: «вӑрӑ», «кӗсмен», «ыйткалакан», «хура ҫӗлен»…

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, анчӑк хӳрине ҫӑмӑллӑн вылятса илчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней