Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ну, Тэчер судья ӑна пӗтӗмпех банка кайса хыврӗ, вара эпир кунсерен пӗрер доллар услам илме тытӑнтӑмӑр, ҫулталӑкӗпех ҫапла услам хушӑнса тӑчӗ — пӗлместӗп, ҫавӑн чухлӗ укҫана кам салатса пӗтерме пултарӗ!
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юлашкинчен Анна Васильевна пуҫне ҫӗклерӗ: «Дмитрий Никанорович, сирӗншӗн турӑ судья…» терӗ те тӑп чарӑнчӗ: ӳпкелешсе калаҫасси ун чӗлхи вӗҫӗнчех чарӑнса юлчӗ.
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Эпӗ судья мар, Айртон, ӗҫ мӗнле пулнине те тӗпчеместӗп.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ шансах тӑратӑп, ман ӗҫе пӑхма тарсан, темӗнле судья та мана айӑплама пултараймасть.Я убеждён, что самый проницательный судья станет в тупик, разбирая моё дело.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑйӗн ӑсӗнче ҫул хыҫҫӑн ҫул суйласа пырса, вӑл, пурин ҫине те тан пӑхакан судья пек, хӑйӗн пурӑнӑҫне тӗрӗслесе тухрӗ те, юлашкинчен хаваслансах: ҫапах та пурӑнӑҫа начарах ирттермен тесе татса хучӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Йӑрансем айӑплӑ, судья юлташ, пирӗн йӑрансем пӑтрашса кайнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Судья хӑй умӗнче тӗксӗмӗн тӑракан хресченсене — вӗсем ҫапӑҫни ҫав тери тискер ӗҫ иккенне, апла хӑтланма юраманнине большевикла чӑтӑмлӑхпа ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сӑмах ҫакӑн пек пысӑк ӗҫсем ҫинчен пынӑ чухне питӗ асӑрхавлӑ судья Джон Мангльс, — хытӑ калаҫакансемпе ӑса-пуҫа вылятакансене питӗ сахал итлекен этем, — вӑл та пулин ученый ҫивӗч ӑс-пуҫӗпе тавҫӑрса илсе вывод тунисене кӑмӑлтанах ырларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Валентина мана ачашшӑн лӑплантарчӗ, хамран судья е следователь ыйтас пулсан, манӑн мӗн каламаллине тӳсӗмлӗн вӗрентрӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Кирек мӗнле пулсан та, ывӑлӗ ашшӗшӗн судья мар, — пуринчен ытла эпӗ, пуринчен ытла хамӑн ирӗклӗхе нимӗнрен те, нихӑҫан та хӗстермен аттешӗн.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Василиса Прокофьевна никама та асӑрхамарӗ: кунта вӑл хӑй пӗчченех, пӗлӗт ҫинче — турӑ, пурне те пуриншӗн те судья тесе вӗрентнӗ ӑна мӗн ачаран, — турӑ хӑй нихҫан та курӑнмасть; юлашки вӑхӑтра унӑн турра тасан ӗненни сехет маятникӗ пек сиккеленме пуҫланӑччӗ: вӑл турра ӗненмен пек пулчӗ, ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен хӑраса каҫару ыйтса кӗлтурӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Ну, куна пӗлместӗп вара, эп судья мар.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑванӗ те, ашшӗ те, пӗрре чӗнсех вута е шыва сикме хатӗр тӑракан, ҫав вӑхӑтрах тата чи тӗрӗс те чи тивӗҫлӗ судья пулнӑ вӑл ҫав ҫыншӑн.
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӗсемшӗн кам халь судья, кам начальник?
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑранипе кӑвакарса шурса кайнӑскер, судья сӗтеле умӗнче вӑл аллисене пӗҫҫисем ҫумне ярт тӳрӗ тытса тӑчӗ.Взволнованный и бледный, стоял он перед судейским столом, держа руки по швам.
XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗлетӗн-и эсӗ, мӗнле судья вӗсенчен?
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унсӑр пуҫне анис улма шӑрши ҫапнӑ подвалта тӑхӑр старикпе тепӗр хисеплӗ судья ларчӗҫ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Кайрӑм судья патне.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Донец округӗнчи 7-мӗш участокри Мировой Судья, АСЛӐ ИМПЕРАТОР кӑларнӑ Указа пурнӑҫласа, ҫапла тума хушать: ҫак решение пурнӑҫа кӗртес ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсен пурин те ӑна тӗп-тӗрӗс пурнӑҫламалла, решение пурнӑҫа кӗртекен Пристава вырӑнти влаҫсен, полицейскисен тата ҫар ҫыннисен пӗр тытӑнса тӑмасӑр законра кӑтартнӑ йӗркепе пулӑшмалла.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аслӑ император 1916 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ Указра кӑтартнине пурнӑҫласа, эпӗ, Донецк округӗнчи 7-мӗш участокри Мировой судья, япала сутса тӳлемелле килӗшнӗ ҫыру тӑрӑх, Пантелеймон Мелехов урядникран Сергей Мохов мещанин 100 тенкӗ укҫа шыраса илме пуҫарнӑ гражданла ӗҫе итлерӗм.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.