Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

палӑртрӗ (тĕпĕ: палӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Галеран шутласа палӑртрӗ: мӗнле те-тӗр пӑтӑрмах сиксе тухмасан ҫӗр ай ҫулне пилӗк кунран чавса тухаҫҫӗ.

Галеран высчитал, что через пять дней подкоп будет окончен, если не помешает какой-либо непредвиденный случай.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Галеран куҫӗсене лавкка картинчен тӗрмен тепӗр енчи стени еннелле куҫарчӗ, ҫӗр айӗнчи ҫул тӑршшӗне пӑхса палӑртрӗ.

Галеран переводил взгляд от ограды лавки к противоположной стене тюрьмы, определяя на глаз длину подземного хода.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Лешӗ вара: «Эпӗ укҫана илетӗп, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑра лӑпкӑ тытрӑр», — терӗ те Ван-Конет парнине хирӗҫлемерӗ; сӑмах май, унӑн мастерскойӗн ӗҫ-пуҫӗ чаплах мар, ҫавнашкал чухне ку укҫа ӑна чухаххине палӑртрӗ.

И когда тот, сказав: «Я беру деньги потому, чтобы вы были спокойны», — принял дар Ван-Конета, пришедшийся, между прочим, кстати, по обстоятельствам неважных дел его мастерской.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ашшӗ таврӑннине унӑн пытармалла, пытармалла та пытармалла, ҫавӑнпа та вӑл ирхине амӑшӗн сӑнарне асра тытма ыйтса ашшӗне хӑйӗн тӗллевне пӑрахӑҫламашкӑн ӳкӗтлеме, кирлӗ пулсан — чӗркуҫленсе ларса ыйтма палӑртрӗ.

Скрывать, скрывать и скрывать должен был он возвращение своего отца, и он решил утром просить Франка, ради памяти матери, умолять и просить, если понадобится, на коленях, чтобы отец оставил свою затею.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пултарулӑхӗн киленӗвӗнче повар Тиррея Футрозӑн айккинче ҫуралнӑ ывӑлӗ тесе палӑртрӗ.

В увлечении творчества повар признал Давенанта незаконнорожденным сыном Фут-роза.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хытах хӗрелсе кайрӗ, ӑнӑҫӑвне тӳсӗмсӗррӗн кӗтнине сӑнӗн хыпаланчӑк хусканӑвӗпе палӑртрӗ.

Он сильно покраснел, выразив беглым движением лица нестерпимое желание удачи.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Лӑпланӑр, — Тилли шурса кайрӗ, шухӑшламасӑрах персе ярса хӑйне палӑртрӗ.

— Успокойтесь, — Тилли побледнел и необдуманно выдал себя.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Ӑраскалӗ ӑна вӑрман синкерӗн кӳнтеленӗ пулма палӑртрӗ ахӑр.

Судьба, как видно, определила ему быть свидетелем лесной драмы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Элда кӗрсенех вӗсем вырӑнтан ҫӗкленчӗҫ, Готорн ӑна тав турӗ, ҫак тӗслӗх лару-тӑрӑвӗ ӑна актрисӑн талантне тивӗҫлипе тепӗр хут хакламашкӑн май панине, ҫак талантпа вӑл тӗлӗнмеллерех, анчах ҫынлӑхлӑ ӗҫшӗн усӑ курнине палӑртрӗ.

При входе Элды они встали, и Готорн поблагодарил ее, прибавив, что лишь характер случая мешает ему воздать должное ее таланту, который она употребила на, может быть, странное, но истинно человеческое дело.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Вӑл ӑна тӗллевлӗн суйласа палӑртрӗ.

Он с намерением заиграл его.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Ҫивӗччӗн куҫне хӗссе старик йывӑҫ мӑлатукне пӑрахрӗ, хӑрушшӑн кӑшкӑрчӗ — шухӑшсен кӗтмен тӑхтавне палӑртрӗ ахӑр ҫакӑ, виҫҫӗ авӑссах ҫыран хӗррине ишсе ҫитрӗ.

Заостренно прищурясь, старик бросил деревянный молот и с криком, означающим внезапный перерыв мыслей, тремя взмахами достиг берега.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

С.-Ж.-на суд килчӗ, бандитӑн шавлӑ ӗҫӗсем пирки айӑплава хыпаланса пуҫтарчӗ-пӗтӗмлетрӗ, хӳтӗлевҫӗпе айӑплавҫа ячӗшӗн итлерӗ те «хаваслӑ тӑлӑх арӑм» — гильотина — палӑртрӗ.

Суд приехал в С.-Ж., собрав наскоро обвинения по самым громким делам бандита, судьи выслушали для приличия защиту и обвинение и постановили гильотину.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вест лару-тӑрӑва ҫивӗччӗн палӑртрӗ.

Вест остро подметил положение.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Рене ҫак плана тӗплӗ уйласа палӑртрӗ; план ансат тата хӗрарӑмла ӑслӑ, мӗншӗн тесен кунти йӗркеленнӗ лару-тӑру чиккинчен тухмасть.

План Рене был вполне обдуман, прост и по-женски мудр, так как не выходил за пределы сложившихся обстоятельств.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

— Пулчӗ! — кӗскен палӑртрӗ вӑл.

— Есть! — кратко определил он.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Гнор иккӗшне уйӑрса тӑракан вӑхӑта вӑтамран шутласа палӑртрӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑн унӑн ҫуррине чакарчӗ, унтан — тата чӗрӗкне.

Он высчитал приблизительно срок, разделявший их, и добросовестно сократил его на половину, затем еще на четверть.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Врач Пьер шалкӑм ҫапнипе вилнине палӑртрӗ.

Врач установил смерть от паралича сердца.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Тарт капитан утрав пирки тӗплӗнрех каласа кӑтартрӗ, анчах ӗҫлӗ ҫын пулнӑ май унти ҫӗр пулӑхлӑхне тата тӑпра мӑнтӑрлӑхне, ҫавӑн пекех питӗ тутлӑ ҫӑл шывӗ нумаййине палӑртрӗ.

Капитан Тарт подробнее распространился об острове, но, будучи человеком практичным, отмечал плодородие и тучность земли, а также обилие прекрасной родниковой воды.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Уйрӑмах эпӗ эсир лайӑх пӗлекен Иван Телегин ку ӗҫре пысӑк усӑ кӳрессе кӗтетӗп, — палӑртрӗ вӑл.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӳнтеленсем вӑрӑ-хурахсем ҫинчен кала-кала панине Крапивин татах аса илчӗ те лешсем ушкӑнра Минин сӑнлӑ ҫынна час-часах курнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней