Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку ӗнтӗ пирӗн сивӗ е нӳрӗ ҫанталӑкра кӑвайт чӗртмелли вучах пулчӗ: хӳшӗре вут ҫунни курӑнмасть.Это для того, чтобы разводить огонь в холодную и сырую погоду: в шалаше огня не будет видно.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫав ансӑр ҫулпа хӗсӗнкелесе, эпир пӳлӗм евӗрлӗ хӑвӑла, питӗ нӳрӗ те сивӗскерне, кӗрсе тӑтӑмӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗрхи нӳрӗ ҫанталӑк Мускаври пек мар уҫӑ тӑрать.
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫӗр нӳрӗ, пылчӑклӑ: шинельсем, шӑлаварсемпе обмоткӑсем витӗр самантрах йӗпе ҫапрӗ.Под нами слякоть: шинели, штаны, обмотки намокли моментально.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫӗр нӳрӗ пулчӗ — ҫавӑнпа пулас.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир сивӗ, нӳрӗ окопра унпа юнашарах иккен, эп ӑна атте сывӑ тесе кӑшкӑрма хӑтланатӑп.Мы рядом в холодном сыром окопе, и я пытаюсь крикнуть матери, что отец жив.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Типӗ ҫӗрпе нӳрӗ сакӑрвунӑ миль каймалла, кунне вуншар миль кайсан, лӑпах сакӑр куна ҫитет.Оно равнялось восьмидесяти сухопутным милям, или восьми дневным переходам, по десяти миль каждый.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Материк нӳрӗ мӗн иккенне пӗлмест; кунти йывӑҫсем ҫулсерен хуппине тӑкаҫҫӗ, ҫулҫине мар; кунта хӗвеле хӑяккӑн ӳсекен ҫӳлҫӑсем нимӗнле сулхӑн та памасҫӗ; кунта нумай йывӑҫсен ҫунма та пултараймаҫҫӗ; кунта темӗн пысӑкӑш чулсем ҫумӑрпа ирӗлсе ванаҫҫӗ; кунта вӑрмансем лутра, курӑксем темӗн ҫӳллӗш; кунта, халапри пек, тӑват ураллӑ чӗрчунсем те хурчӑка пек сӑмсаллӑ, ҫавӑнпа та натуралистсен вӗсен валли ятарласа клоачнӑйсен класне, е тепӗр майлӑ каласан, пӗччен ҫӳрекенсен класне шухӑшласа кӑлармалла пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунти вырӑнсене ҫитиччен тӑмлӑ ҫӗр ҫинче ӳсентӑрансене тӑранса пурӑнмаллӑх пӑртакҫӑ нӳрӗ пурччӗ, анчах кунта кашни утӑмсерен сахал сӗткенлӗ, ырхан, типӗ ҫӗр таткисем тӗл пулма пуҫларӗҫ, кунти ҫӗрсем ҫумкурӑксӑр пуҫне урӑх нимӗн те ӳстерме пултараймаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӑнтӑрлахи хӗвел калама ҫук пӗҫертнӗ, ҫавӑнпа та нӳрӗ шӑршӑ ҫапакан шӑтӑк тата хурарах тата тӗлӗнмеллерех туйӑннӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Манӑн ҫамка нӳрӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Кунта, нӳрӗ те сивӗ чулсем хушшинче мана канӑҫлӑ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Каялла таврӑнсан сӑвва малалла ҫырма пикентӗм, анчах, нӳрӗ те тӗттӗм нӳхрепре ҫамкапа каштана ҫапӑннӑран пулас, манӑн хавхалану пӗтсе ларчӗ, малалла нимӗн те тухмарӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ тӳрех таканне вистесе лашине нӳрӗ тӑм ҫине тӑратма хушрӑм.Я немедленно распорядился, чтобы его расковали и поставили на сырую глину.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Шурлӑх нӳрӗ шӑмӑ патне ҫитиех витсе шӑнтнӑ пек туйӑннӑ.Болотная сырость, казалось, проникала сквозь тело к костям и студила их.
III // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Нӳрӗ, тӗттӗм ҫӗр ҫине шурӑмпуҫӑн хӗрлӗ-кӗрен сӑнӗ юлнӑ тейӗн.Влажная, темная земля, казалось, еще хранила румяный след зари.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тарҫӑ кӗчӗ те казённӑй палата председателӗ — нӳрӗ куҫлӑ, пӗркеленчӗк туталлӑ, ҫутҫанталӑка ҫав тери юратакан, пуринчен ытла ӑна ҫуллахи кунра, хӑй каланӑ пек: «кашни пыл хурчӗ кашни чечек ҫинченех пыл илнӗ чухне…» килӗштерекен старик килни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑна яланах ҫав таса, чечен, хӑравҫӑллӑн ҫӗкленӗ сӑн-пит курӑннӑ; хӑйӗн алӑ тупанӗсем айӗнче вӑл ҫав ҫемҫе ҫӳҫе туйнӑ, ӑна унӑн айӑпсӑр, кӑштах уҫӑлнӑ нӳрӗ тутисем, вӗсен хушӑкӗнчен ахах пек шӑлсем хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатни курӑннӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫапах та нӳрӗ хӑйӑрлӑ ҫул ҫинче темле ҫавракарах япала тӗттӗмре те хӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатни курӑнать.Но на сыром песку дорожки, ярко алея даже сквозь разлитую мглу, виднелся кругловатый предмет.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
Юханшыв ҫинчен нӳрӗ сывлӑш хӑпарать, ҫил ҫук; таврара карӑшсем кӑшкӑраҫҫӗ; арман ураписем патӗнчен кӑшт сасӑ илтӗнет: ку вӑл урапа калаккисем ҫинчен тумламсем ӳкеҫҫӗ, пӗве сӑлӑпӗ витӗр шыв сӑрхӑнать.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.