Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӳршӗ сăмах пирĕн базăра пур.
кӳршӗ (тĕпĕ: кӳршӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, кӑшлакан чӗрчунсем йӗтем ҫинче чарӑнмарӗҫ, кӳршӗ ялта Палас хӗррине лартнӑ шыв арманӗ еннелле ҫул тытрӗҫ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗлете кӗрсен, Сергей хӑйпе юнашар тӑракан мӗскӗнрен те мӗскӗн кӳршӗ ҫине пӑхрӗ.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳршӗ пырса та тӑчӗ.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла турӗҫ те, Иван хапхана уҫса ячӗ ҫеҫ, картишӗнчи тахӑш самантра кӳлсе тӑратнӑ лашасем умлӑн-хыҫлӑн урама вашкӑртса тухрӗҫ, тулхӑркаласа илсе, ҫуна тупанӗсем якатнӑ ҫулпа кӳршӗ ял еннелле тапса сикрӗҫ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан виҫҫӗшӗ пӗрле — кӳршӗ, Хӗритун тата хуҫа хӗрӗ — Тилӗ ҫӗлӗкне ҫуна ҫине хурса килне илсе кайрӗҫ, пӳрте ҫӗклесе кӗрсе вырӑн ҫине хучӗҫ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳршӗ кӗскен ӑнлантарса пачӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вилсе кайрӗ тетӗн-и? — шартах сикрӗ кӳршӗ, сӑхсӑхса илсе.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗритун хыҫлӑ ҫуна патне пынӑ чухне хапхан пӗчӗк алӑкӗнчен кӳршӗ тухрӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урхамах кӳршӗ килӗ умӗнче тӑнине курсан, иккӗшӗ те тӗлӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳршӗ калама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир ӑна йӑтса кӗрсенех хур ҫӑвӗ сӗрсе ҫыхрӑмӑр, — асӑрханарах калаҫрӗ кӳршӗ ҫынни, арман хуҫине хӑй патне илсе кӗнӗ май.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳршӗ хӗрӗ.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кусем Тарьен кӳршӗ ялта пурӑнакан аслӑ аппӑшӗпе упӑшки пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Манӑн кӳршӗ Энтрей хӗрӗх сотӑй ҫинчен тӑват ҫӗр-пилӗк ҫӗр пӑт ҫӗрулми пуҫтарса илет, унтан пӗрре урлӑ пурӑнакан Палтай ҫав ҫӗр ҫинченех ҫӗр пӑта ҫитереймест.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑн та, те ырӑпа, те усалпа ҫаврӑнса килнӗ ӗнтӗ вӗсем, хальлӗхе паллах мар, анчах Степановпа Тевлеш таврӑннӑ текен хыпар кӳршӗ ялсене те питӗ хӑвӑрт ҫитрӗ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑш-пӗрисем ҫапла турӗҫ те, ҫиле кӗтсе пулмасть тесе, кунтанах кӳршӗ ялти шыв арманне илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арҫынсем вара пурте пекех лашисем ҫине утланса ҫав кӳршӗ яла вӗҫтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳршӗ ялсенчен килсе ҫитнӗ пушарниксем те нимӗн те тӑваймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн кӳршӗ ялсем Яшмана хӗр калаҫма ҫӳреме хӑракан пулнӑ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахальтен мар пулӗ кӳршӗ ялсем Яшма пикисене кин тума тӑрӑшнӑ, яшмасем вара вӗсене хӑйсен ялӗнчех хӑварма тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней