Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗртсе (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар хӗре пӗр хул хушши япала кӗртсе пачӗ.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл ҫунакан пӗр ҫурт патне вӑркӑнса ҫитрӗ, лашине аранах вут ӑшне кӗртсе ямарӗ — юрать-ха, пӗр правуртарах арҫын чӗлпӗртен тытса чарма ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лашисене картишне кӗртсе тӑратсан, хапхине малтан сӑлӑп хурса питӗрсе илнӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытти вут пуҫҫисем куҫа тӗтӗм кӗртсе ҫав-ҫавах йӑсӑрланчӗҫ-ха.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна ертсе кайнӑ тутара палланӑран-тӑр, хуралҫӑсем пуҫне чалма ҫыхнӑ княҫа картишне ытлашши тӗпчесе тӑмасӑрах кӗртсе ячӗҫ.

Помоги переводом

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн чул вӗрентрӗмӗр эпир ӑна аттепе иккӗн, мӗн чул ятларӑмӑр, пур пӗр тӑна кӗртсе ҫитереймерӗмӗр.

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс ҫарӗсемпе вырӑнти халӑха йӗкӗлтесе, куҫа тӗтӗм кӗртсе мӑкӑрланать те мӑкӑрланать «вут пуҫҫи» Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче.

Помоги переводом

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана кайса Горбатый-Шуйский наместника кӗртсе памалла, кама пӳрнине пӗлме шӑпа ямалла тата ытти те, тата ытти те.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сисетӗп, пире мӗнле те пулин айӑпа кӗртсе хӑйсем пуҫлӑх пуласшӑн, — килӗшрӗ Янчура.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Палӑртса хунӑ ӗҫсене 2023 ҫул вӗҫлениччен йӗркене кӗртсе пӗтересси те графикра пур.

Помоги переводом

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

РФ вице-премьерӗ Марат Хуснуллин Чӑваш Республикине мухтаса ырланӑ, патшалӑх программисене пурнӑҫа кӗртсе пырассипе регион хастар та тухӑҫлӑ ӗҫленине асӑннӑ.

Помоги переводом

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

Тӗрленӗ Раҫҫей карттине ҫӗнӗ хушма тӑватӑ региона кӗртсе паха тулли проекта Мускаври патшалӑх академи театрӗнче халӑх умне кӑларнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Ӗҫ хутӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксене аталанса пыма тӗрлӗ мероприятисем кӗртсе хӑварнӑ.

Помоги переводом

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Калаҫмалли пур, — терӗ вӑл мӑрсана тимӗр листипе карӑнтарнӑ алӑкран кӗртсе ярса.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав ӗнер пӗрре чӗнсе кӗртсе сӑйланӑшӑн тав сӑмахӗ каламалла пулсан ҫеҫ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнтах йӗнерне салтса илсе витене кӗртсе ячӗҫ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс, Северьян, ҫӗрпӳ вырӑнне пул, пире каҫма кимӗ ҫине часрах кӗртсе яр.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем сисмесӗр тӑма пултараймарӗҫ: тутар ханӗ пулнӑ май Шигалейӗн ҫакӑн пек калама сӑлтав та ҫук мар, вырӑссене хулана кӗртсе яма чӑнах та йывӑр ӑна, ҫав вӑхӑтрах воеводӑсен Хусан хулине алӑран та вӗҫертес килмерӗ, — ытла нумайччен тавлашса пурӑнчӗ вӑл мӑн кӑмӑллӑ та вӑйлӑ Руҫпе, ытла нумай вӑй хучӗҫ вырӑссем ӑна ӗмӗрлӗхех хӑйсене парӑнтарассишӗн.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан чееленсе ху кӗтӗн, унтан вырӑссене кӗртсе ятӑн теҫҫӗ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахмедзян ҫине тӑнине кура хуралҫӑ хурал пуҫлӑхне чӗнчӗ, тепӗр самантран ӑна вӑрҫа-вӑрҫа кремле кӗртсе ячӗҫ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней