Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах снаряд хӑвӑра сӗртӗнмесӗрех иртсе кайсан вара, сире чун кӗрсех каять, темӗнле, калама ҫук ырӑ пек туйӑнса каять сире, пӗр самантлӑха эсир ҫав туйӑм тыткӑнне кӗрсе ӳкетӗр, ҫак хӑрушлӑхра, ҫав пурнӑҫпа вилӗм вылянинче эсир темӗнле, уйрӑммӑнах кӑмӑла килекен илем пуррине куратӑр; сирӗн вара етрене е бомбӑна хӑвӑрпа юнашарах, тата ҫывӑхарах ӳкерес килет.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Часовой каллех: «Тупӑ!» — тесе кӑшкӑрса ярать — эсир вара каллех хайхи сассах, хайхи кӗрслетӗвех илтетӗр, унчченхи пекех пылчӑк сирпӗннине куратӑр — «Маркела!» тесе кӑшкӑрсан вара, эсир бомба шӑхӑркаланине илтетӗр, сасси унӑн темӗнле, пӗр тикӗс янӑракан сасӑ, кӑмӑла килекен сасӑ, эсир вара, хӑрушӑ япала ҫинчен шухӑшлаканскер, хӑвӑр шухӑшӑра ҫак сасӑпа ниепле те пӗтӗҫтерейместӗр, эсир ку сасӑ хӑвӑр патӑра ҫывхарса пынӑҫем хӑвӑртлансах пынине илтетӗр, унтан вара хура шар кӗрлесе килнине, вӑл шар ҫӗр ҫумне пырса ҫапӑннине, бомба ӳксе ҫурӑлнӑ сасса илтетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Батарея командирӗ ҫак етрене кура тарӑхса каять, ытти тупӑсене авӑрлама хушать, тӑшман та пире ответлеме тытӑнать, эсир вара хӑвӑрта интереслӗ сисӗм-туйӑмсем пуррине пӗлетӗр, интереслӗ япаласем куратӑр, интереслӗ сасӑсем илтетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Тарӑхать ӗнтӗ: халех ак кунталла кӗрслеттерет», тет хӑшӗ те пулин; чӑн та, ҫакӑн хыҫҫӑнах эсир хӑвӑр умӑрта ҫиҫӗм йӑлтлатса илнине, тӗтӗм мӑкӑрланса тухнине куратӑр; часовой вара, бруствер ҫинче тӑраканскер, «Ту-упӑ»! — тесе кӑшкӑрса ярать.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫак хамӑрӑннисем персе янӑ снаряд пирки матроссем тӗрлӗрен калаҫнине илтетӗр эсир, хӑвӑр кӗтмен ҫӗртенех вӗсем хавасланнине, хӑйсен сисӗм-туйӑмӗсене палӑртнине куратӑр; тен, вӗсем, — кашнин чунӗнчех пытанса пурӑнакан сисӗм-туйӑмсем; тӑшман ҫине тарӑхнине, ӑна тавӑрма хатӗррине палӑртакан сисӗм-туйӑмсем.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унтах эсир Хура тинӗс батальонӗсенчи пластунсене курма пултаратӑр, вӗсем унта аттисене хыва-хыва тӑхӑнаҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ, чӗлӗм туртаҫҫӗ, пурӑнаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, эсир каллех, ӑҫта пынӑ унтах, халичченхи шӑршлӑ пылчӑках куратӑр, ӑҫта пӑхнӑ унтах лагерь пулнӑ вырӑн, урлӑ та пирлӗ йӑваланса выртакан чугун татӑкӗсем.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр ҫӗрте, батарейӑра пӗр ушкӑн матрос ларать, тепӗр ҫӗрте тата, площадка варринче, ҫурри таран пылчӑк ӑшне путнӑ ванчӑк тупӑ йӑваланса выртать, тепӗр ҫӗрте пӑшал тытнӑ салтак батарейӑсем урлӑ утса иртет, ҫӑрӑлса тӑракан пылчӑк ҫинчен урисене аран-аран кӑларкаласа пырать вӑл; пур ҫӗрте те, ӑҫта пынӑ унтах, эсир япала ҫӗмрӗкӗсене, бомбӑсемпе етресене куратӑр, пур ҫӗрте те лагерь пулни палӑрать, ҫаксем пурте шӗвек пылчӑк айне пулнӑ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫуртсем курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ кунта; хӑвӑр умӑрти чӑнкӑ ту ҫинче эсир темӗнле канавсем чавса тултарнӑ хура та таса мар вырӑн пуррине куратӑр, ҫав ӗнтӗ вӑл 4-мӗш бастион…
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир кунта ҫав тери хӑрушла, чун-чӗрене ҫӳҫентерекен картинӑсене куратӑр; кунта илемлӗ строй, музыкӑпа барабан сасси, вӗлкӗшсе пыракан ялавсемпе хӑйсен ӳчӗсене сиктеркелесе пыракан генералсем ҫук, ун пек вӑрҫӑ мар, эсир кунта чӑн-чӑн вӑрҫа куратӑр, чӑн-чӑн вӑрҫӑри юн, асап, вилӗм тухса тӑрать сирӗн куҫӑрсем умне…
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир ҫивчӗ те кукӑр ҫӗҫӗ сывӑ та шурӑ ӳте касса кӗнине куратӑр; аманнӑ ҫын сасартӑк чуна тивекен хӑрушӑ сасӑпа кӑшкӑрса ярса, ылханса, тӑна кӗнине куратӑр; фельдшер халь кӑна касса татнӑ алла кӗтессе пӑрахнине куратӑр; ҫав пӳлӗмрех, носилка ҫинче, тепӗр аманнӑ ҫын выртнине куратӑр, вӑл, хӑйӗн юлташне операци тунине пӑхса выртаканскер, хӑйӗн мӗн те пулин ыратнӑран ҫеҫ мар, хӑйне те операци тӑвасса пӗлнӗрен ӗнтӗ, хутланкаласа, нӑйкӑшса выртать.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир унта салхуллӑ та шурса кайнӑ сӑн-питлӗ докторсене куратӑр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тепӗр енчи койка ҫинче эсир калама ҫук шурса кайнӑ ачаш сӑн-питлӗ хӗрарӑм выртнине куратӑр, питҫӑмартийӗсем ун вӗрипе хӗрелсе кайнӑ, ҫунса кӑна тӑраҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кӑшт леререхре эсир хӑйӗн кӗпине улӑштарса тӑхӑнакан ватӑ салтака куратӑр.Немного далее вы видите старого солдата, который переменяет белье.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Халиччен Собрани пулнӑ ҫурт крыльци умӗнче носилкӑсемпе кӗтсе тӑракан салтаксен сӑн-питӗнче те, хӑйӗн шупкарах хӗрлӗ кӗпи йӗпенесрен шикленсе, пӗр пӗчӗкҫеҫ чул ҫинчен теприн ҫине сике-сике, урам урлӑ каҫакан хӗр сӑн-питӗнче те ҫавнах куратӑр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑвӑр умӑртан иртсе каякан чӑлт шурӑ перчетке тӑхӑннӑ офицер сӑн-питӗнче те, баррикада ҫинче чӗлӗм туртса тӑракан матрос сӑн-питӗнче те ҫавнах куратӑр эсир.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сулахайра пӗр илемлӗ пӳрт ларать, ун карнизӗ ҫумне ҫапса хунӑ виҫкӗтеслӗ хӑма ҫинче римски цифрӑсем, пӳрт крыльци умӗнче салтаксем тата юнланса пӗтнӗ носилкӑсем тӑраҫҫӗ, — ӑҫта пынӑ унта вӑрҫӑ лагерӗн кӑмӑла сивӗтекен йӗррисене куратӑр эсир.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир кимӗсем кӑпӑклӑ йӗр хӑварса пынине куратӑр, унта, кӗсмен хумхатнипе, тӑварлӑ шыв кӑпӑкӗсем сиккелесе пыраҫҫӗ; эсир шыва тирӗнекен кӗсменсен пӗр кӗвӗллӗ сассине итлетӗр, шыв тӑрӑх хӑвӑр патӑра ҫитиех янӑраса пыракан сасӑсене, ҫынсем калаҫнӑ сасӑсене илтетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир кӑпӑкланса шап-шурӑ курӑнса тӑракан бон линине куратӑр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӗкӗр пек йӑлтӑртатса выртакан тинӗс ҫийӗпе пӗчӗкҫеҫ хура пӑнчӑсем ярӑнса иртнине куратӑр, кусем шлюпкӑсем.И на черные небольшие точки шлюпок, движущихся по блестящей лазури.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑвӑрах куратӑр.
Кухньӑри калаҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.