Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑру пысӑкӑш Чикан тӳрех кашкӑр ҫине сиксе ӳкрӗ, анчах лешӗ ун хырӑмӗ айӗнченех йӑпшӑнса тухса крыльца патнелле ыткӑнчӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Энтрей аллинче ҫунакан улӑмпа вите еннелле утса кайрӗ, алӑкне уҫма ӗлкӗрчӗ кӑна — лерен тем пысӑкӑш кашкӑр вӑркӑнса тухрӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кашкӑр ҫывӑхарах пырсан, епле пулсан та куҫӗсенчен лектерме тӑрӑшӑр.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Кашкӑр вӑл сан пек ухмах мар, хӑйне тӑруках чиктерес ҫук.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Карташ хӳми урлӑ кашкӑр мар, чӑх-чӗп те вӗҫсе каҫаймӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑҫтан кашкӑр пулма пултартӑр-ха унта?
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Кашкӑр?
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тукай хӑйне мӗнле мӑшкӑл кӑтартнине аса илсен вӑл вырӑн ҫинчен сике-сике тӑчӗ, читлӗхе хупнӑ кашкӑр пек, пӳлӗм тӑрӑх чупрӗ, шӑлне шатӑртаттарчӗ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ма эсир кашкӑр ҫӑварӗнчен хӑтӑлса упа ҫӑварне ҫакланасшӑн?
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпӗ миҫе ҫул, кашкӑр пек, ҫеҫен хирте пурӑнатӑп.
3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫекӗлтен ҫакнӑ пӑшалне вӑр-вар вӗҫертсе илчӗ та кашкӑр тытмаллипе авӑрларӗ, вара виҫсӗмӗр те вӑрмана чупрӑмӑр.
Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.
Вӑрманпа каймалла та, каллех пӗр-пӗр ҫӑтӑр-ҫатӑртан такӑнса ӳкетӗп-ши, кашкӑр е упа тӗлне пырса тухатӑп-ши, тесе шикленсе пыратӑп.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Кашкӑр та тытать ӑна, персе ҫакланман ҫынсем те темӗн чухлех: ман ҫине тӑрӑнчӗ те…
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Кашкӑр пек икӗ овчарка выльӑха картана хуса кӗртеҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Ҫавӑнпа служба февралӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 16-мӗшӗччен тилӗпе кашкӑр йышне йӗркелес тӗлӗшпе акарҫӑсене кирек мӗн чухлӗ тытма ирӗк парать.
Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.
Иванюк пирӗн ҫине кашкӑр пек пӑхса илчӗ.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ну, сух-сух, сух-сух, — тет пуп, ҫиес кашкӑр пек ман ҫине пӑхса.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тухатмӑшӗ ҫынна качака е сурӑх тӑвать те, хӑй кашкӑр пулса, ҫисе ярать.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ай, сиенлӗ, кашкӑр чунлӑ ҫын, — терӗ кукамай.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кашкӑр тӗл пулнӑ пулсан, пӗтеттӗн вӗт!
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.