Поиск
Шырав ĕçĕ:
Санин унта пӗрер стакан лимонад ӗҫес тесе кӗчӗ, анчах пӗрремӗш пӳлӗмре пӗр чун та пулмарӗ, — кунта, лавккаҫӑ тӑракан вырӑн хыҫӗнчи сӑрланӑ шкаф ҫӳлӗкӗсем ҫинче, аптекӑна аса илтерсе, ылтӑн хутлӑ темиҫе бутылка тата сухарисем, шоколадсем, леденецсем хунӑ кӗленче банкӑсем лараҫҫӗ; сӑрӑ кушак анчах чӳрече патӗнчи ҫӳллӗ, ҫыхса тунӑ тенкел ҫинче малти урисене вылятса, куҫне хӗссе мӑрлатать тата йывӑҫран касса тунӑ, йӑвантарса янӑ карҫинккапа юнашар пысӑк тӗркем хӗрлӗ ҫӑм каҫхи хӗвелӗн чалӑш кӗрекен пайӑркисемпе йӑм хӗрлӗ курӑнса выртать.
I // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Таня йывӑҫран ярса тытрӗ.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Йывӑҫран тунӑскер, вӑл ҫак хула ҫийӗн, ирсерен кашни килтех вӑрман кайӑкӗсем юрлакан хула ҫийӗн, ҫӗкленсе ларать.Деревянная, она царила над этим городом, где по дворам на заре распевали лесные птицы.
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пичӗ унӑн тӗксӗм, йывӑҫран тунӑ тейӗн, анчах вӑл аякран та кӑмӑллӑ курӑнать.Лицо его было смугло, сделано будто из дерева, но и издали оно казалось приветливым.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Аллине хаклӑ йышши йывӑҫран тунӑ кӗмӗл тыткӑчлӑ туя тытать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Мрамортан, тимӗртен, йывӑҫран тунӑ тӗрлӗрен хӗрессене речӗ-речӗпе лартса тухнӑ.Ровные ряды разнокалиберных крестов — мраморных, железных, деревянных.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӑррисенче вӗсен кашниннех мӗн те пулин пур: йывӑҫран касса тунӑ автансем, е кӑнтӑр, ҫурҫӗр, тухӑҫ, анӑҫ енсене кӑтартакан ҫилҫӗсем.С резными петушками и загадочными ветряками, показывающими юг, север, восток, запад.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл вӗсене хӑйӗн йывӑҫран тунӑ хӳшшине кӗрсе, унта океанри Робинзонӑн сӗтелӗ хушшине ларса курма ыйтрӗ.Он пригласил их посетить его деревянную хижину и посидеть за столом океанского Робинзона.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Турӑсене пӗлтерекен йывӑҫран туса лартнӑ кӗлеткесем, вӗсене тӗрлӗ сӑрсемпе тӗрлесе пӗтернисем пурте вилнӗ ҫулпуҫ хисеплӗ ӑруран тухнине, вӑл хӑй йӑхӗшӗн паллӑ ӗҫсем туса хӑварнине кӑтартса параҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Йывӑҫран аптӑрамалли ҫук вӗт кунта!
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унтан вӑл шыва пуҫхӗрлӗ чӑмса йывӑҫран вунӑ чалӑшра ҫиеле тухрӗ.И, нырнув в поток головой вниз, он выплыл снова в десяти саженях от дерева.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Темиҫе тӗрлӗ йывӑҫран пуян хура вӑрмансем нумай.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫав пакша евӗрлӗ пӗчӗкҫӗ чӗрчун йывӑҫран йывӑҫ ҫине епле ҫӑмӑллӑн сиксе ҫӳренине пӑхса тӑма та кӑмӑллӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Халь ачасене ҫав кӑлай вӑййинчен епле майпа пистермелли ҫинчен калаҫар, кӑлайне вӗт йывӑҫран касса кӑларса ҫавракалатнӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Мӗншӗн тесен тӑшманусен те пӑшалӗсемпе хӗҫӗсем… йывӑҫран тунӑскерсем кӑна.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗлле йӗркеленӗ хуҫалӑх, сӗрмен урапа пек, чӗриклетнӗ, чӗрӗ йывӑҫран килте тунӑ сӗтел-пукан пек шатӑртатнӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Е тӗлӗксем кӑсӑк мар (Беловзоров тӗлӗкре хӑй лашине карас пулӑпа тӑрантарнӑ, лашин пуҫӗ йывӑҫран пулнӑ) е пуҫран шухӑшласа кӑларнисем, ӗненмелле маррисем…
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Чӑнах, пирӗн служба чыслӑ ӗнтӗ, пур начальниксем те «эсир» тесе чӗнеҫҫӗ, сӗтелсене хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ, пур ҫӗрте те тап-таса, ун пеккине кӗпӗрне правленинче ӗмӗрне те курас ҫук.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Пӗр спекулянт, пӑхма лайӑх ҫынах, бакенбардсемпе, театр патӗнче типӗ кондитерски кукӑльсемпе сутӑ тӑваканскер, юриех йывӑҫран ҫирӗп тенкелсем туса хатӗрленӗ те, курас текенсене ун ҫине тарса пӑхма сӗннӗ, уншӑн вара кашнинченех 80 пус укҫа ыйтнӑ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Анчах сӑмсана йывӑҫран тунӑ тейӗн, сӗтел ҫине вӑл пробка евӗрлех патлатса ӳкет.Но нос был как деревянный и падал на стол с таким странным звуком, как будто бы пробка.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.