Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳлек хум, юлмасӑр, хыҫҫӑн хӑвалать, тинӗсӗн хӗртен уйрӑлас килмест тейӗн ҫав, хӗвелпе пиҫсе кӗренленнӗ хулпуҫҫийӗсенчен вӑрӑм та яштака урисем тӑрӑх шыв йӑрласа юхать, тытӑнса юлакан шултра тумламсем ахах пек йӑлтӑртатаҫҫӗ те Маринкӑн килӗшӳллӗ, илӗртӳллӗ пӗтӗм пӗвӗ-кӗлетки ҫуталса ялкӑшса тӑнӑн туйӑнать.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та Люсьӑпа Камели аллисене витре тытса хӗвелпе хуралса кайнӑ ҫара урисене пӗр харӑс пусса пынине куртӑм.Я обернулся и увидел идущих в ногу с ведрами в руках Люсю и Камелию.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗвелпе пиҫсе кӑштах хӗрелнӗ пичӗ ҫине тусан сӑрнӑ сарлака картуз кӑсӑрукӗн мӗлки ӳкнӗ.Тень от широкого запыленного козырька падала на его лицо, тронутое красноватым загаром.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫут кӗрен тӗслӗ кушак клеверӗ ҫинче шыв тултарнӑ витресем лараҫҫӗ, вӗсене бук йывӑҫҫинчен якатса тунӑ хӑма татӑкӗсемпе витнӗ, витресен ҫумӗнче Катерина хӗвелпе пиҫнӗ тулли урисене тӑсса ларнӑ та, питрив шатиг чечекӗн ҫут сенкер ҫунаттисене чӗпӗтсе илет, хӑй тӑртаннӑ тутисемпе темӗн ҫинчен пӑшӑлтатать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗри — именекен ҫамрӑк ача Вдовиченко — ҫут кӗрен тӳпеллӗ каракуль ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, хӗвелпе хуралнӑ ырхан мӑйӗ ҫине пионер галстукӗ ҫакнӑ, «лимон» тултарнӑ кӗсйисем тапса тӑраҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Донадзе, хӗвелпе пиҫнӗ пӗр хӑлхипе е теприпе шоссе еннелле итлесе, машинӑна сыхланса тытса пычӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ ӑҫта пырса тухмаллине хӗвелпе чухласа утатӑп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫак такканӑ сасса Ася хӑйӗн профессионаллӑ тимлӗхӗпе тинкерсе итлерӗ, унтан куҫӗсене хупрӗ те хӗвелпе пиҫнӗ куҫхупаххисене антарса сӗнксе ларнӑ пек пулчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шофер тӗссӗрленнӗ ҫанӑсӑр кӗпепе, унӑн хӗвелпе пиҫнӗ аллисем ҫинче суран ҫӗввисем ҫаплах курӑнаҫҫӗ; вӑл кӗленче банкӑран хӑйма ҫисе тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ярӑр, илтетӗр-и, ярӑр тетӗп! — унӑн хӗвелпе пиҫнӗ шӑнӑрлӑ алли хӑй йӗри-тавра хыпашларӗ, автомат шырарӗ пулас.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Горелкинӑн хӗвелпе пиҫӗхнӗ пичӗ ҫинче тулли кулӑ сарӑлать.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Ялти корчмасем евӗр тунӑ пӗчӗкрех ресторанра сӗтел хушшинче тӑракан хӗвелпе пиҫнӗ, штатски тум тумланнӑ, шлепкисем ҫине виҫӗ тӗслӗ лента ҫыпӑҫтарнӑ партизансем, мундирсем тӑхӑннӑ пӑлхавҫӑсем тата вӗсемпе ларакан ҫар тумне е халӑх тумне тӑхӑннӑ хӗрсем пире, Совет Ҫарӗн тумтирне тӑхӑннӑ ҫынсене, курсанах, ларнӑ вырӑнсенчен тӑрса, нумайччен «Хӗрлӗ Ҫар» тата «Руда Армада» тенӗ сӑмахсене сыпӑклӑн, татӑклӑн каласа кӑшкӑрчӗҫ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Арҫын йӗнине пӑхма йывӑр, анчах нумай курса ирттернӗ салтакӑн пӑтапа шӑйӑрса йӗрленӗ пек тарӑн йӗрлӗ хӗвелпе пиҫӗхнӗ, ҫилпе кушӑхнӑ пичӗ ҫинче куҫҫуль курма — тата йывӑртарах.
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.
Хӗвелпе пиҫнӗ тата мана вуннӑмӗш класран вӗренсе тухса Джубгуна экскурсие кайнӑ чухнехи пек ытла типшӗм те ҫинҫен курӑнакан мӑйӗ тавра аялти ҫухавин ҫип-ҫинҫе хӗрри шуралса тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсем вара лӑпкӑ та шайласа калаҫаҫҫӗ, мӑйӑхӗсем хӗвелпе тулӑ пек сарӑхса кайнӑ, обозсенче вӗсен тирпейлӗ арчисем, хутаҫсенче тӗрӗллӗ алшӑллисем; ҫар тумтирӗсене илемшӗн мар, тӑхӑнса ҫӳреме ырӑ пултӑр тесе, хӑйсене килнӗ тӑрӑх суйласа илнӗ; патушаня ҫапнӑ пӑта таранах пӑхса тӳрлеттернӗ атӑсем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Манӑн пӑхӑнакансен шутӗнче ҫамрӑк каччӑсем, Каспи-пулӑҫисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакансен хӑйне ӑрасна йӑлаллӑ, вӑйпитти, хӗвелпе пиҫнӗ каччӑсем пур, Ланжеронран-и вӗсем, Порт-Харлырирен-и, Керчь ҫурутравӗ ҫинчен е Дербешран-и — пурпӗрех.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ шап-шурӑ куҫлӑ, ҫӳҫне «боксла» кастарса янӑ Витька ҫине, унӑн тӗксӗмленнӗ пичӗ-куҫӗ ҫине, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑр тӗслӗ курӑнакан пулнӑ вӑйлӑ аллисем ҫине, пистолетӗн ҫӳресе кивеле пуҫланӑ кабури ҫине пӑхрӑм та ӑна Фанагорийка ҫыранӗ хӗрринче аскӑн ача-пӑчасен чарусӑр ушкӑнне ертсе ҫӳренӗ атаманпа танлаштартӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ирпеле курсантсем чул пек шак хытӑ, вӗри хӗвелпе хӑпӑна-хӑпӑна кайнӑ ҫӗре каллех окопсем чаврӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тепӗр ҫыранӗнчи каҫмалли ӑшӑх вырӑн патнелле тусан ларнӑ тата хӗвелпе тӗссӗрленнӗ гимнастёркӑсемлӗ, аллисене автоматсем тытнӑ салтаксен малтанхи отрячӗсем аннӑ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Сирӗнни евӗрех хӗвелпе тӗс кайнӑ гимнастерки ҫумӗнче виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ пур, тата тем паллӑсем, погонӗсем — авиаци аслӑ лейтенанчӗн погонӗсемччӗ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.