Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Ӗнтӗ тытнӑ та Ионӑна — тинӗсе ывӑтнӑ, вара хаярланса ҫитнӗ тинӗс лӑпланнӑ.15. И взяли Иону и бросили его в море, и утихло море от ярости своей.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иона вӗсене каланӑ: тытӑр та мана — тинӗсе ывӑтӑр, вара тинӗс сирӗншӗн лӑпланӗ; ҫакӑ хӑватлӑ тӑвӑл сирӗн тӗле мана пула килсе ҫитнине пӗлетӗп эпӗ, тенӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тинӗс хумханма чарӑнман та, Ионӑна каланӑ: тинӗс пирӗншӗн лӑплантӑр тесессӗн, пирӗн сана мӗн тӑвас? тенӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Ҫӳлхуҫа тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил кӑларнӑ, тинӗсре хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл тапраннӑ, карап кӗҫ-вӗҫ саланса каяс патнех ҫитнӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кармил тӑрринче пытанса ларас пулсан та, вӗсене унтан та шыраса тупса илсе килӗп; Манӑн куҫӑмран тинӗс тӗпне анса пытанас пулсан та, унта та тинӗс ҫӗленне вӗсене суранлатма хушӑп.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана каларӗ: ку шыв ҫӗрӗн тухӑҫ еннелле юхать, айлӑма ҫитет те тинӗсе юхса кӗрет; вара тинӗс шывӗ сывлӑхлӑ пулать.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн. 34. Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ. 35. Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ. 36. Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн».
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саншӑн йӗме пуҫлӗҫ, калӗҫ сана: ах, мӗнле пӗтрӗн эсӗ, тинӗс ҫӳревҫисен хули, чаплӑ хула, тинӗс ҫинче епле хӑватлӑччӗ эсӗ, ху та, халӑху та хӑватлӑччӗ, ыттисене пурне те хӑратса тӑраттӑр!
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле те илсе кайнӑ: тирӗксемпе хыпкӑчсене те, алтӑрсемпе хурансене те, ҫу савӑчӗсене те, тӗтӗркӗчсене те, куркасене те, ылтӑн пулсан — ылтӑнне, кӗмӗл пулсан — кӗмӗлне, пурне те илнӗ; 20. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, тинӗс айӗнчи сапана — вуникӗ пӑхӑр вӑкӑра — илсе кайнӑ; ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тинӗсе, аслӑ авӑрсене эсӗ типӗтменччӗ-и, ҫӑлӑннисем иртсе кайччӑр тесе, эсӗ тинӗс тӗпне ҫул хывманччӗ-и?
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Сидон, эсӗ намӑса юлтӑн; тинӗс, тинӗс тӗрекӗ акӑ мӗн калать: «эпӗ ача ҫуратнӑ чухнехи асапа пӗлместӗп, ҫуратман, ывӑл ӳстермен, хӗрсем ҫитӗнтермен».
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Египет тинӗсне, ҫав тинӗс аврине, типӗтсе ярӗ, ҫавраҫил вӗртерсе, аллине юханшыв ҫине тӑсӗ те ӑна ҫичӗ юппа пайласа ярӗ, ҫапла вара ун урлӑ ура сыррипех каҫма пулӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тинӗсре ҫӳрекенсем унти хӑрушлӑх ҫинчен кала-кала параҫҫӗ, эпир хамӑр мӗн илтнинчен тӗлӗнетпӗр: 27. унта темӗн тӗрлӗ, тӗлӗнмелле ӗҫсем пулаҫҫӗ иккен, унта тӗрлӗ чӗрчун, тинӗс ҫамӗсем пур иккен.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тинӗс тӑрӑх караппа каякансем, пысӑк шывсем ҫинче ӗҫ ӗҫлекенсем 24. тӗпсӗр шыв ҫинче Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн кӗтречӗсене кураҫҫӗ: 25. Вӑл калать те — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать, тинӗс хумӗсене ҫӗклентерсе ярать: 26. вӗсем тӳпене ҫитиех ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпсӗр авӑрах анса каяҫҫӗ; ӗнтӗ чунӗсем инкекпе хавшаҫҫӗ; 27. вӗсем ӳсӗр ҫын пек сулкаланаҫҫӗ, тайкаланаҫҫӗ, ӑспуҫне йӑлтах ҫухатаҫҫӗ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пирӗн аттесем Египетра Санӑн кӗтретӳсене ӑнласа илмен, Санӑн темӗн чухлӗ ырӑлӑхна асра тытман, тинӗс хӗрринче, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче, пӑлхав хускатнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Акӑ тинӗс — аслӑ та сарлака вӑл: унта чӗрчунсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вӗтти те, шултӑри те — имӗ-сумӗ те ҫук; 26. унта карапсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, унта — Эсӗ тинӗсре вылямашкӑн пултарнӑ ҫав левиафан та.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ ӑна Ангелсенчен кӑшт анчах кӗҫӗнрех тунӑ: ӑна мухтав та, чыс-хисеп те пилленӗ; 7. Хӑвӑн аллу мӗн пултарнӑ, ӑна ҫавӑн патши туса хунӑ; пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ: 8. пӗтӗм сурӑхне, вӑкӑрне, хирте ҫӳрекен тискер кайӑксене те, 9. вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, тинӗс ҫулӗпе ҫӳрекеннисене те — пӗтӗмпе ӑна пӑхӑнтарнӑ.
Пс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсӗ пирӗн аттемӗрсем умӗнче тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ, ӗнтӗ вӗсем тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ, тарӑн шыва чул ывӑтнӑ евӗр, вӗсене хӑвалакансене Эсӗ тӗпсӗр авӑра пӑрахнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон патша патӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли Хирам акӑ мӗн-мӗн тунӑ: 41. икӗ юпа, вӗсене тӑрӑласа тӑракан икӗ кӑшӑл, кӑшӑлсене витме ҫыхнӑ икӗ виткӗҫ; 42. икӗ юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен икӗ ӗрет виткӗҫ валли тӑватҫӗр нар улми; 43. вунӑ сапан, сапансем ҫинчи ҫӑвӑнмалли вунӑ савӑт; 44. пӗр тинӗс тата тинӗс айӗнчи вуникӗ вӑкӑр кӗлетки; 45. чарасем, калаксем, алтӑрсем.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп; 9. ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.