Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Симӗс сăмах пирĕн базăра пур.
Симӗс (тĕпĕ: симӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ симӗс улмуҫҫи ҫулҫисем, салтаксем пек, сасартӑк сиксе тӑраҫҫӗ те пӗр ӑстрӑм сапаланса хӑвӑрт-хӑвӑрт чупса каяҫҫӗ, унтан лапах сӗре тӑсӑлса выртаҫҫӗ, каллех тӑрса чупаҫҫӗ.

Помоги переводом

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сӗллин тытӑннӑ, кӳпсе кайнӑ пуҫӗсем — амӑшӗ пӗчӗк ачана симӗс кипкепе чӗркесе тытнӑ евӗрлӗ, кӑшт ҫеҫ шерепи тӑрри курӑнать.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унтан каллех, таҫтан ҫурла тивнипе пулас, кайри урипе тапса аякран хытӑ чӗрсе илчӗ те ҫӗре сиксе анчӗ, ҫӗнӗрен тапӑнма лӑпчӑнса ларчӗ, анчах — Укахви ҫурлине касмалла май ӑна хирӗҫ тытнине асӑрхаса-ши — сикмерӗ, тапӑнма меллӗрех вырӑн шыранӑ пек, хуллен ҫын тавра ҫаврӑнчӗ, ҫывӑхри ҫӑка вулли ҫине сикрӗ те каялла ҫаврӑнса пуҫчиккӗн ҫакӑнчӗ, ҫын ҫине кӗҫ-вӗҫ ыткӑнас пек, симӗс куҫне чарса пӑхрӗ…

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви хуллен ута пуҫларӗ, симӗс куҫсем ҫул ҫинчен пӑрӑнманнине кура, чарӑнса тӑчӗ, унӑн каялла ҫаврӑнса тарас шухӑш та вӗлтлетрӗ, анчах тарма хал ҫӗкленмерӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

…Укахви умне кӗтмен ҫӗртен икӗ симӗс вут тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пулнӑ-ши ку таврара урӑх кирек те кам пӗр ҫанталӑк кӑмӑлӗшӗнех хӗпӗртесе ӑвӑсӑн кӗсенлӗ вуллине ыталакан, ҫӑкан симӗс саппун пек туратти ҫине пуҫа чиксе, пӗр ахӑлтатса кулакан, тепре куҫҫульне шӑлакан?

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗтӗм уҫӑм пӗр енчен пӑхсан-хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, тепӗр енчен пӑхсан — ҫутӑрах симӗс курӑнать.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӗмӗрт туратти ҫине такам таптанӑ та, хуп-хура пиҫнӗ ҫӗмӗрт сапакисем нимӗрленсе тӑраҫҫӗ, карта ҫумӗнчи шилӗк тума тесе каснӑ хурӑн тункати хӗрлӗ нӑймакапа елтӗрсе ларать, ун тавра пӗр симӗс шӑна арӑш-пирӗш ҫаврӑнать.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӗнтӗркенӗ йывӑҫсен сулхӑнӗ айӗнчи симӗс курӑк пусса илнӗ урапа ҫулӗ, кӑшт нӳрӗ те пиҫӗскер, урасене аялтан резина пек таптарса пычӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аялта кутӑн шӑнкрав пек кӑвак чечек, куршанак пуҫлӑ туна, симӗс хутаҫ ӑшне вырнаҫнӑ мӑкӑнь пуҫӗ пек курӑк чӑлханса ӳкнӗ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗҫне симӗс хӑю янӑ вӑрӑм ҫивӗт тунисем ҫурӑм хыҫӗнче ҫапӑнкаласа сулланаҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗтӗм йывӑҫӗ вара — пӗр турат ҫинчех тӑватӑ тӗслӗ ҫӗмӗрт ларнипе — хӗрлӗ, симӗс, хура, шурӑ шӑрҫасем ҫакса тултарнӑ пек курӑнать.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗсем ним чӗнмесӗрех пахча карти урлӑ каҫрӗҫ те йывӑррӑн кӑштӑртатакан симӗс шерепеллӗ, тӗл-тӗл ҫил хуҫкаласа ҫатралатнӑ хӑмӑллӑ сӗлӗ ани урлӑ выртакан сукмакпа вӑрманалла утрӗҫ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр пӗр ӑстрӑм витӗр курӑнакан симӗс шӑрҫа ярӑмӗ пек йӗплӗхен ҫырли ҫупкӑмӗсене суйлакаласа тӑчӗ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑшт тӑрсан вӑл чӑлт шурӑ та йӗпеннӗ шур ҫеҫке пек витӗр курӑнакан кӗпепе, аркине икӗ рет кӑвак, хӗрлӗ хӑю тыттарнӑ симӗс пурҫӑн саппунпа, шӑлан ҫеҫки тӗслӗ патис тутӑрпа кӗчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сӑмсана, техӗмлӗн кӑтӑкласа, симӗс каптӑр тусанӗн шӑрши ҫапрӗ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«Хӑмла туса илессине йӗркелесе ямалла. Вӗсен плантацийӗсен лаптӑкне ӳстерсех пымалла. Хӑмла симӗс ылтӑн вырӑннех пулмалла, пысӑк тупӑш илме пулӑшӗ», - тесе палӑртрӗ вӑл.

Помоги переводом

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Симӗс ӗҫҫи сарӑлсах пырать.

Помоги переводом

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Симӗс массӑна Чӑваш Сурӑмӗнчи сӗт-ҫу комплексне пӗр вӗҫӗмсӗр турттарса тӑнӑ.

Помоги переводом

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Симӗс ӗҫҫи пуҫланнӑ та хуҫалӑхра.

Помоги переводом

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней