Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Дуняшка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дуняшка эпи карчӑкӗ патне чупрӗ.

Дуняшка кинулась за бабкой-повитухой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ ӑҫта каясшӑн, Наташа? — ыйтрӗ Дуняшка, Наталья тӗкӗр татӑкӗ ҫине тинкерсе юсанса тӑнине асӑрхаса.

— Куда ты, Наташа? — спросила Дуняшка, глядя, как Наталья перед осколком зеркала внимательно и строго рассматривает свое лицо.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка вӑл ҫырусене почтӑрах вуласа тухрӗ те урисене ҫӗре тӗкӗнтермесӗр килелле вӗҫтерчӗ.

Дуняшка еще на почте прочитала их и понеслась к дому.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, куҫҫульне ҫӑтса, малтанхи йӗркине вулать те, Пантелей Прокофьевич, кукленсе ларса итлекенскер, лаша чӗрни евӗрлӗ сарлака хура аллаппине ҫӳлелле ҫӗклет.

Дуняшка, глотая слезы, прочитывала первую фразу, и Пантелей Прокофьевич, обычно сидевший на корточках, поднимал торчмя широкую, что лошадиное копыто, черную ладонь.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелеймон Прокофьевич йывӑррӑн ҫӗкленсе, пуҫне тытамак ҫапнӑ пек чӗтретсе, Дуняшка ҫине ним тӗлне пӗлми пулса кайса пӑхать.

Поднимаясь, паралично дергая головой, с исступленным недоумением смотрел Пантелей Прокофьевич на ползавшую в корчах Дуняшку.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— «Сире ҫакна пӗлтеретӗп…» — вулама пуҫларӗ Дуняшка.

— «Уведомляю Вас…» — начала Дуняшка.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, Дуняшка ҫине пӑхса: — Вула! — терӗ.

И глядя на Дуняшку: — Читай!

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришкӑран-и? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ старик, Дуняшка пичӗ ҫине йывӑррӑн сывласа.

От Гришки? — напряженно спросил старик, дыша с сапом в лицо Дуняшке.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, конвертне кӑларса, васкавлӑн каласа пама пуҫларӗ:

Дуняшка, доставая конверт, торопливо говорила:

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак сӑмахсем, Дуняшка чунне такам пырса тӗртнӗ пек хускатса, темӗн аван мар япала ҫинчен систерчӗҫ.

И в этом почувствовала Дуняшка что-то предостерегающее, как толчок.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫыруне почтӑран Дуняшка илсе килчӗ.

Письмо принесла с почты Дуняшка.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка тата мӗнле пурӑнать?

— А Дуняшка как живет?

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, тапса тӑракан куллине вӑйпах путарса, малалла калама тытӑнчӗ.

— Дуняшка, осиливая пробивающуюся улыбку, рассказывала:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка пӗтӗм горницӑна шӑнкӑрав пек янӑратса кулса ячӗ, пуҫне ухса илчӗ; унӑн хиврен ҫивӗтлесе лартнӑ хура ҫивӗчӗсем хулпуҫҫийӗ урлӑ ӳксе, ҫурӑм тӑрӑх калта пек явӑнса анчӗҫ.

— Дуняшка бубенцами рассыпала смех по горнице, мотала головой, и черные, туго заплетенные косички ящерицами скользили по плечам ее и по спине.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, пӳрнисемпе тӑнлавӗсене чӑмӑртаса, вут пек тӗлкӗшсе тӑракан питҫӑмартисене хӑмӑр аллаппипе йӑваларӗ те, нимӗн сӑлтавсӑр, ҫамрӑк куллине чӑнкӑлтаттарчӗ.

Дуняшка смуглыми ладонями растирала полыхавшие щеки, прижимая пальцы к вискам, вызванивала молодым беспричинным смехом:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка пӗвӗнче мӗскӗн ачалӑхпа чечекленсе пыракан айван ҫамрӑклӑх иккӗш те пӗр хутӑшах: кофтисем айӗн пысӑках мар кӑкӑрӗсем кӗретӗнех ӳссе ҫӗкленсе пыраҫҫӗ, хулпуҫҫийӗсем сарӑлма пуҫларӗҫ; анчах вӑрӑм та кӑшт кӑна чалпашларах куҫ хушӑкӗсенче ҫав-ҫавах именчӗклӗ те чӑрсӑр йӑм-хура куҫсем, сенкертерех куҫхаршиллӗскерсем, хӗлхемленеҫҫӗ.

Была в Дуняшке смесь, жалкая и наивная, детства и расцветающей юности: крепли и заметно выпирали под кофтенкой небольшие, с кулак, груди, раздавалась в плечах; а в длинных, чуть косых разрезах глаз все те же застенчивые и озорные искрились черные, в синеве белков миндалины.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка ашшӗ пек пулчӗ: тапчам лутака кӗлеткеллӗ, хӑмӑр ӳтлӗ.

Вышла Дуняшка в отца: приземистая собой, смуглая.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, сисмен хушӑрах стайлӑн ӳссе хӗр пӳне ҫитрӗ те хӑйне евӗр илемлӗ пике пулса тӑчӗ.

Не видя выравнялась Дуняшка в статную и по-своему красивую девку.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья вӑйӑсене ҫӳремест, ун ҫинчен Дуняшка пӗр чеелӗхсӗр, нимӗн пытармасӑр каласа панисене кӑна хавасланса итлет.

Наталья на игрища не ходила, с радостью выслушивала бесхитростные Дуняшкины рассказы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, ҫырури сӑмахсен вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, ӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, Пантелей Прокофьевич, Григорин вӗҫӗмсӗр саламӗсемпе ыйтӑвӗсене ним вырӑнне хумасӑр ирттерсе ярса, аран-аран унӑн тӗп шухӑшне ӑнланса илчӗ.

Дуняшка читала быстро, глотая концы слов, и Пантелей Прокофьевич с трудом поспевал улавливать смысл, откидывая бесчисленные поклоны и расспросы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней