Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Андрей сăмах пирĕн базăра пур.
Андрей (тĕпĕ: Андрей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку кам калчисем? — тесе ыйтрӗ Андрей Иванӑч, ҫумласа тасатнӑ тап-таса та тип-тикӗс тулӑ ани патӗнче чарӑнса.

— А это чьи посевы? — остановился Андрей Иваныч около делянки ровной, чисто прополотой пшеницы.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫамрӑк хуҫасем хӑйсен ҫӗрӗсене кӑтартаҫҫӗ, — тет Андрей Иванӑч.

— Владения свои показывают молодые хозяева, — отвечал Андрей Иваныч.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫаксене вара вӗсем Андрей Иванӑч хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та ни тимӗрҫӗ лаҫҫи, ни вите таврашне те курман пек каласа кӑтартрӗҫ.

— И все это рассказывалось с таким видом, как будто Андрей Иваныч впервые в жизни видел и кузницу и скотный двор.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем вара Андрей Иванӑча колхоза илсе кайрӗҫ.

И дети повели Андрея Иваныча по колхозу.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗн кӑтартмалли те ҫук-и? — тӗлӗнсе кайрӗ Андрей Иванӑч.

Нечего показать? — удивился Андрей Иваныч.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑрҫӑ ҫинчен каласа парӑр-ха, Андрей Иванӑч, — пур ачасем те учителе алӑ тытса тухнӑ хыҫҫӑн, ыйтрӗ Семушкин.

— Расскажите про войну, Андрей Иваныч, — попросил Семушкин, когда все ребята поздоровались с учителем.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иванӑч, ку та Стожарсемех, — пӑшӑлтатрӗ Маша.

— Это, Андрей Иваныч, тоже стожаровский, — шепнула Маша.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кастарсах тӑрап та вӗт, Андрей Иванӑч, — хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ Степа, — ҫӳҫӗм ҫаплах ӳсет, чарма ҫук.

— Ей-ей, стригусь, Андрей Иваныч, — густо покраснел Степа, — а они лезут и лезут, удержу нет.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иванӑч миҫе хутчен уроксем хыҫҫӑн хӑварса машинкӑпа касса яман-ши унӑн ҫӳҫӗсене!

Сколько раз, бывало, до войны Андрей Иваныч оставлял мальчика после уроков и стриг его под машинку.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иванӑч ачасем ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ.

Андрей Иваныч долго смотрел на ребят.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак таса куҫсем, ырӑ кӑмӑллӑ чунӗ, вӑйлӑ ӳт-пӗвӗ сыхланса юлнишӗн савӑннипе ачасем Андрей Иванӑча таччӑн ҫавӑрса илчӗҫ, аллисене учителӗн сарлака ывӑҫ тупанӗ ҫине хучӗҫ.

И ребята, радуясь, что судьба сохранила для них эти ясные глаза, добрую голову и сильное тело, окружили Андрея Иваныча тесным кольцом, и их руки, как голуби, доверчиво опустились на широкую ладонь учителя.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Нимех те мар, тусӑмсем, — вӗсем хыпӑнса ӳкнине сисрӗ Андрей Иванӑч.

— Ничего, друзья мои, — заметил их смущение Андрей Иваныч.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иванӑч ачасене сулахай аллине тӑсса пачӗ, сылтӑм алли вырӑнӗнче унӑн, персе амантнӑ кайӑк ҫунатти пек, пушӑ ҫанни кӑна ҫапкаланать.

Андрей Иваныч протянул детям левую руку, так как на месте правой болтался пустой рукав, напоминая подбитое птичье крыло.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла кӑна калӑпӑр: «Сывлӑх сунатпӑр, Андрей Иванӑч, эпир сана ҫав тери, ҫав тери кӗтрӗмӗр, тейӗпӗр…»

— Просто скажем: «Здравствуйте, Андрей Иваныч, мы вас так ждали, так ждали…»

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иванӑч вӑрансан, мӗн калӑпӑр-ха? — ҫавӑн пекех пӑшӑлтатса ыйтрӗ Зина Колесова.

— А что мы скажем Андрею Иванычу, когда он проснется? — также шепотом спросила Зина Колесова.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иванӑч ыйтма та ӗлкӗрчӗ, пурин ҫинчен те тӗпчерӗ…

— Андрей Иваныч уже спрашивал, про всех спрашивал…

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иванчӑ килнӗ, сирӗн учителӗр.

Андрей Иваныч приехал, учитель ваш.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑтӑр ҫула ҫитнӗ пулин те, шкул ачи пек, Андрей Иваныч патне вӗренме чуптарчӗ вӑл…

Ему уж за тридцать было, а он, как школьник, к Андрею Иванычу бегал, упущенное наверстывал…

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Андрей Иваныч вӗрентнӗ йӑла.

Андрей Иваныч научился привычке.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пек сӑмахсене унӑн ашшӗ е Андрей Иванӑч илтсен…

Если бы такие слова слышали его отец или Андрей Иваныч…

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней